Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕпчев çулçÿревĕ
29 Кӑрлач 2020, 13:11

Чăваш тăвĕн ылтăнĕ

„Урал сасси“ хаçатăн пĕр номерĕнче Сибай хулинчен инçех мар Чуваштау (Чăваш тăвĕ) пурри çинчен çырнине асра тытса, иртнĕ çулхи кĕркунне юр ларас умĕн эпир Любовь Ивановна мăшăрăмпа иксĕмĕр çав тăва шыраса тупас тĕллевпе Сибая тухса кайрăмăр

. Асăннă хулана çитме пире мăшăрпа пĕрле вĕреннĕ Гульдар ятлă тантăшĕ унта пурăнни те хистерĕ: çамрăклăхри тантăшпа курнăçасси мĕне тăрать! Ирпе Федоровкăран машинăпа тухрăмăр та Мелевĕс хули, Мрак, Исянгул, Зилаир район центрĕсем çумĕпе иртекен çулпа Баймак хулине çитсе ÿкрĕмĕр. Çулĕ питĕ йывăрах та пулмарĕ. Асфальт сарнă çулпа çÿллех мар сăрт-тусем, айлăмсем урлă, ялсемпе вăрмансем витĕр малалла вĕçтертĕмĕр. Зилаира çитес умĕн çулăн сулахай енче тусемпе вăрмансем хушшинче вырнаçнă Бердяш ятлă пысăк чăваш ялĕ тăрса юлчĕ. Унтан кăшт кайсан хыр вăрманĕсемпе витĕннĕ сăрт-тусем хушшипе юхакан Чувашленок юхан шывĕ урлă иртсе кайрăмăр
Ку енче чăвашсем йышлă пурăнмаççĕ пулсан та, чăваш сăмахĕсемпе çыхăннă топонимсем кунта та пур пек туйăнчĕ. Сăмахран, Исянгулпа Бердяш хушшинче Сурень ятлă юхан шыв çул урлă юхса выртать. Ун ячĕ чăвашла „сĕрен“ сăмаха аса илтерет. Çырма ячĕ чăваш сăмахĕнчен мар тесе калаймастăн. Мĕншĕн тесен XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Урал тăвĕсем хушшине Атăл тăрăхĕнчен нумай халăхсем, çав шутра чăвашсем те, куçса килнине пĕлетпĕр. Вĕсене пĕр сăмахпа типтерсем (тептяры) тенĕ. XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тата каярах куçса килнĕ чăвашсем ку тăрăха çитеймен: Пушкăртстанăн халĕ йышлă пурăнакан Пелепей, Çтерлĕ, Авăркас тата ытти çĕрĕсенче вырнаçнă. Вĕсем хăйсен чăваш ятне, чĕлхине паянчченех сыхласа хăварнă. Анчах хальхи Исянгул, Зилаир, Сибай, Учалă, Бирск тăрăхĕсенче вырнаçнă типтер (тептярь) чăвашĕсем, хăйсем ислам тĕнĕпе пурăннине пула, каярахпа тутар-пушкăрта çаврăнса пĕтнĕ. Çавна пула вĕсен паянхи тутарпа пушкăрта тухнă несĕлĕсем халĕ асăннă тăрăхсенче пурăнмаççĕ тесе калаймăн. Сурень çырмин ячĕ те чăвашла сăмах пулма пултарасси каламасăрах паллă. Чувашленок юхан шыв ячĕ вара хăйĕншĕн хăех калать.
Баймакран Сибая çитесси инçе мар - 30 çухрăм çеç. Çавăнпа кăлканпа витĕннĕ ту-сăртсем хушшипе чупакан çулпа часах Сибай хулине çитсе ÿкрĕмĕр. Унта Гульдарпа Фаниль туссем патĕнче çĕр каçрăмăр. Вĕсен кÿршисенчен Чăваш тăвĕ ăçта вырнаçнине ыйтса пĕлтĕмĕр, анчах пĕри те тивĕçлĕ хурав параймарĕç. Тепĕр кун ирхине тăваттăн пĕр машинăпа Баймака каялла килтĕмĕр те унтан çурçĕр енче вырнаçнă Талкас кÿлли еннелле Чăваш тăвне шырама кайрăмăр. Кунта Ирендык тăвĕсем çурçĕрелле тăсăлаççĕ.Чăваш тăвĕ çакăнта пулма пултарать терĕмĕр. Вăл кун питĕ çиллĕ тата çумăрлă-тĕтреллĕ кунччĕ. Талкас кÿлли патне çитиччен Фаниль пире çулăн сылтăм енне тинкерме хушрĕ. Кунтан инçех те мар пĕчĕкçĕ çырман леш енче, çÿллĕ мар тусем çинче, ылтăн кăлараççĕ иккен. Унта та кунта çĕре чавкаласа пĕтернĕ вырăнсем курăнаççĕ. Темиçе çухрăма тăсăлакан тăрă шывлă Талкас кÿлли вара пире çÿллĕ те шавлă хумсемпе кĕтсе илчĕ. Кÿлĕ çумĕнче вырнаçнă пушкăрт ялĕнче те Чуваштау ăçта иккенне пĕлмеççĕ. Ун вырăнне куçа курăнакан тусен пушкăртла ячĕсене калама тытăнчĕç. Тубинский ялĕнче те ун пек ту ку тăрăхра çуккине пĕлтерчĕç.
Килнĕ-килнĕ, Пушкăрт Республикин пĕрремĕш тĕп центрĕ пулнă (кĕске вăхăт хушши), кунтан инçех мар вырнаçнă, Темяс ялне кĕрсе курас терĕмĕр. Унта кĕрес умĕн çакăн çинчен калакан стела çул хĕрринче тăрать. Темяс - сăрт-тусем хушшинче вырнаçнă пысăк пушкăрт ялĕ. Кунта халĕ те пурнăç вăйлă «вĕресе» тăни сисĕнет, тĕрлĕ организацисем, вĕрентÿпе сывлăх сыхлав учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Çурчĕсем те кашнин хăйне евĕрлĕ: киввисем те, çĕннисем те пур. Урамĕсенче çынсем йышлă. Каялла кайрăмăр. Баймака таврăннă чухнехи Куянтау ялĕнче пире Чуваштау Сибай хулин тепĕр енче вырнаçни çинчен пĕлтерчĕç, Абзелил районĕпе Баймак районĕн чиккинче иккен вăл. Кун каç енне сулăннипе тата юр çума пуçланипе Чăваш туне курассине тепĕр куна хăвартăмăр, Сибая таврăнтăмăр.
Тепĕр ир, кун çутăлнă-çутăлман, Абзелил районĕнчи Халил ялне çул тытрăмăр. Кунĕ уяр пулчĕ, ĕнер çунă юр таврана илем кÿчĕ. Фаниль пире каллех çулăн айккинчи пĕчĕкçĕ çырма леш енчи сăртсем çине пăхма сĕнчĕ. Кунта та ылтăн шыраççĕ иккен, çĕре чаваççĕ. Чавса илнĕ çĕрне шывпа чÿхентерсе ылтăн пĕрчисем пухаççĕ. Кунтан малалла кайрăмăр та Халила çитсе ÿкрĕмĕр. Пире унтан Кусей ялне çитме сĕнчĕç, Чуваштау çавăнта пулмалла, терĕç. Хамăр çитес çĕре çитсе пынине сиссе хумханатпăр. Мĕнле-ши вăл Чăваш тăвĕ? Мĕнле кĕтсе илĕ пире? Мĕншĕн ăна çапла ят панă? Тата кам ячĕпе? Çÿллĕ тусем айĕпе тăсăлакан пысăк Кусей пушкăрт ялне çитсен те пăлханма пăрахаймарăмăр-ха - çак тăва пĕлекен çынна тупмалла-çке. Телее, çакăн пек çын часах тупăнчĕ. Радик тесе чĕнеççĕ ăна. Вăл пире Чуваштау ăçтине кăтартма килĕшрĕ. Хăй вăхăтенче Радик тракторист пулса ĕçленĕ, халĕ çĕр виçекен шутланать.
Аркадий РУСАКОВ, çыравçă.
Федоровка районĕ.
Читайте нас: