Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕпчев çулçÿревĕ
8 Сентябрӗн 2021, 10:39

Экспедици маршручĕ ытахальтен мар Ярмулайне хывăннă

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Лариса Коротаева Раççей фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса август уйăхĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулайĕнчи вăтам шкулти музейра ăслăлăх экспедицийĕнче пулчĕ.

Экспедици маршручĕ ытахальтен мар Ярмулайне хывăннă
Экспедици маршручĕ ытахальтен мар Ярмулайне хывăннă

Проект тăрăх вĕрентекен туй йăли-йĕркин лексикипе юрри-такмакне çырса илчĕ, илемлĕ чăваш тумĕпе тата капăрлăхсемпе паллашрĕ. Тĕлпулăва вĕрентекенсемпе шкул ачисем, М.П. Сидоров чăваш халăх академикĕ тата унăн йăмăкĕ Е.П. Андреева килме кăмăл турĕç. Сăмах май каласан, Михаил Петровичпа Елизавета Петровна ялта, шкулта иртекен кашни мероприятие хутшăнаççĕ, çамрăксене ырă канашсем парса чăваш халăхĕн пурнăçĕ, йăли-йĕркисем пирки каласа параççĕ, сăмах асамлăхне, чĕлхе пуянлăхне туйма вĕрентеççĕ. Ярмулайсем ырă йăла-йĕркене çирĕп тытса паянхи кунччен упраса хăварма пултарнă, çĕр çинчен çухалма паман. М.П. Сидоров çак шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ, музей йĕркелекенĕ те вăлах пулнă. Михаил Петрович ăнланманнине ăнлантарать, курманнине кăтартать, каласа парать: «Пирĕн анне те, кукаçи те çĕвĕçĕ пулнă. Ялта çĕвĕçĕсем виççĕн кăначчĕ: Тихонова Анисия аппа, пирĕн анне Елена Никитична Сидорова тата Иосиф кукка. Ялта кама мĕнле тум кирлĕ пулнă, тÿрех вĕсем патне пулăшу ыйтма пынă. Паллах, чăвашсем хитререх тумланма тăрăшнă. Чăваш кĕпи пĕрмеллĕ (складками), апурккаллă (оборка) пулнă. Кайран вырăсла кĕпесем (шестиклин, тачанкка, тальянкка) тăхăнма пуçланă».
Елизавета Петровна хаваспах калаçăва хутшăнать:
- Эпĕ качча тухсан мана анне туйран туя çÿреме кĕпе çĕлесе пачĕ. Вăл вăхăтра тăвансем нумайччĕ. Мăшăрăм купăсçăччĕ. Килĕрен 2-3 ача пулнă. Кашнин туйне кайнă, çитмен ял та юлман пуль. Эрнипе туй тăваканччĕ. Чăваш кĕписене анне çĕлеме ăстаччĕ. Ытти çынсем вырăсла (майралла) çĕлетчĕç. Пурте аннене кĕпе çĕлеттеретчĕç. Чăвашла кĕпе вăл вăхăтра питĕ сумлăччĕ. Запаспа, ÿлĕм усă курмашкăн 5-6 кĕпе çĕлеттеретчĕç. Çитсисем парчаллăччĕ. Хальхи вăхăтра та анне çĕленĕ кĕпесене упракансем пур. Çак чĕрçиттие 1929 çулта çуралнă аппа туя çÿреме çĕлесе пачĕ. Чĕрçитти апуркаллă. Кĕпин тĕсне пăхса пĕр евĕрлĕрех çĕлеме тăрăшнă. Ку кĕпене вара 1966 çулта анне çĕленĕ. Материалĕ епле çирĕп. Парчаллă, прастуй кăна мар. Симĕс çинче симĕс тĕрĕллĕ. Кайран атлас кĕпесем модăна кĕре пуçларĕç. Инкепе иксĕмĕр Кĕтерне аппана симĕс атлас кĕпе çĕлеттертĕмĕр. Паян тĕлпулăва тăхăннă симĕс кĕпене ачасем илнĕ пулнă. Нумай та тăхăнмарĕç, мода пĕтрĕ тесе тиркерĕç. Инкепе иксĕмĕр хамăра валли туя, концертсене çÿреме кĕпе туса илтĕмĕр. Пирĕн аннен ĕлĕк тенки те пурччĕ. Туя парса ярсан çухалчĕ, - пăшăрханса вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне кинемей.
Михаил Петрович тĕлпулура 1970 çулта Матрена Евдокимовна мăшăрĕ çĕлесе панă кĕпепеччĕ. Вăл кĕпене туй хыççăн тепĕр кунне тăхăнма тесе ятарласа çĕлетнĕ пулнă.
Ял клубĕнче культорганизатор пулса ĕçлекен Л.Н. Алексеева ялти ăстаçăсен - Валентина Алексеевна Савринан, Анна Семеновна Иванован, Елена Никитична Сидорован, Марина Васильевна Иванован, Марина Евдокимовна Сидорован, Елизавета Ефимовна Иванован - 1930-1990 çулсенче хатĕрленĕ ĕçĕсемпе (çĕлетнĕ хĕрарăм тата арçын пир кĕписем, иккĕ тата виçĕ пĕрмеллĕ хăма çип кĕпе, сатин хĕр кĕпи, хушпу, сурпан, тухья, мăй çыххи, кăкăр çакки, хăма çип чĕрçитти, хăма çип саппун) паллаштарчĕ. Çак тĕлĕнмелле пуянлăха упраса хăварни тата аталантарса пыни халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир, ăслăлăх экспедицийĕн пайташĕсем, çак ялта пурăнакан Елизавета Петровна Андреевăпа Михаил Петрович Сидорова аслă ăрури çынсене, Татьяна Александровна Алексеева, Римма Георгиевна Федотова, Елена Юрьевна Сидорова, Лариса Ананьевна Павлова, Светлана Алексеевна Лысенкова вĕрентекенсене, Маркел Гордеевпа Дина Гордеева çамрăксене, Людмила Николаевна Алексеева клуб ĕçченне экспедици ĕçĕнче пулăшса пынăшăн тав тăватпăр.
Лариса КОРОТАЕВА.
Пелепей районĕ,
Ярмулай ялĕ.

Редакцирен. Пелепейри педагогика училищинче хĕрĕх çул каялла вĕреннĕ студентсем те çак ялта пулса иртнĕ самантсене ырăпа аса илеççĕ. Акă, мĕн каласа парать Кармаскалă районĕнчи Йăмран шкулĕнче ĕçлекен Татьяна Козлова вĕрентекен: «Пелепей районӗнчи Ярмулай ялне экспедици ирттерме ӑнсӑртран суйласа илмен пулӗ. Паянхи кун, паллах, чылай ялсенче чӑвашла калаҫакансем те сахаллансах пыраҫҫӗ. Кунта вара авалхи мешехесене пӗлекенсем те чылайӑн пуль. Эпир ҫак ялта Пелепейри педучилищӗре вӗренекенсем ҫӗр улми, сухан кӑлартӑмӑр.Ялӗнчех пурӑнма юлтӑмӑр.Кампа кӑна тӗл пулма лекмен-ши? Чӑваш йӑли-йӗркисене пӗлекен Улькка аппапа Николай пичче Маркеловсем темӗн чухлӗ интереслӗ пулӑмсемпе паллаштаратчӗҫ. Вӗсем ӗлӗкхи юрӑ-халапа, тупмалли-сутмалли юмахсене каласа кӑтартса пирӗн пушӑ вӑхӑта та пӗлтерӗшлӗ урок шайнех ҫӗклетчӗҫ. Николай Иванович Овчинниковпа унӑн мӑшӑрӗ Лидия Васильевна вӑл вӑхӑтра сумлӑ ҫынсем пулнӑ. Николай Иванович шкулта директор пулса ӗçлетчӗ. Лидия Васильевна - кӗçӗн классен вӗрентекенĕ.Чӑвашсен юррисене, халӑх сӑмахлӑхне, йӑла-йӗркесене упрама кирлине ҫавӑн чухнех пире ӑнлантарнӑ вӗсем. Чӗлхери сӑмахсем, вырӑнти калаҫу ҫинчен те тӗслӗхсем илсе ҫирӗплететчӗҫ.Кашни сӑмаха тишкерӳллӗ пӑхса тухма вӗрентӗмӗр. Кашни уява мӗнле ирттернине те ӑнлантарнӑ пире, ҫамрӑксене. Ҫимӗкченхи каҫ ҫамрӑксем ирттерекен вӑйӑсем пирки, унта юрлакан юрӑсем ҫинчен паянхи кун Лидия Васильевна чухлӗ пӗлекен те сахал юлнӑ ӗнтӗ. Пӗлӳ енчен ачасенчен ҫирӗп ыйтнӑ пулмалла шкулта вӗрентекенскерсем.
Паянхи кун экспедици ҫак ялта ӑнӑҫлӑ иртни куҫкӗретех. Пушкӑрт университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗ ирттернӗ экспедицин пӗлтерӗшӗ пирки каласа та пӗтереймӗн. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫшӗн тайма пуҫ сире, Лариса Валерьевна! Асаннесем юрланӑ юрӑсем пирӗн пата ҫитчӗр, халӑх сӑмахлӑхне, тӑван халӑхӑн туприне пиртен пирӗн ачасем вӗренсе юлччӑр, ачасем мӑнуксене валли упраччӑр».

Экспедици маршручĕ ытахальтен мар Ярмулайне хывăннă
Экспедици маршручĕ ытахальтен мар Ярмулайне хывăннă
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: