Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тĕпчев çулçÿревĕ
21 Сентябрӗн 2022, 11:00

Чуна хумхантаракан сăвăсем

Кашни çыннăн юратнă çыравçи пур. Маншăн вăл – Юламан поэчĕ Александр Сергеевич Савельев-САС. Мĕншĕн килĕшнине эпĕ тĕплĕн ăнлантарса та параймастăп пулĕ. Çыравçă кашни шкул ачине питĕ çывăхчĕ, пирĕнпе шÿтлесе калаçма юрататчĕ. Вăл час-часах шкула килсе çÿретчĕ, уроксене те кĕрсе ларатчĕ, мероприятисенче сăввисене вуласа савăнтаратчĕ.

Чуна хумхантаракан сăвăсем
Чуна хумхантаракан сăвăсем

Чăваш литератури урокĕсенче те пире вĕрентекен ун çинчен нумай каласа панă. Эпир вара савăнсах вулаттăмăр поэт сăввисене. Ăна районта кăна мар, Пушкăрт тата Чăваш республикисенче те лайăх пĕлетчĕç, мĕншĕн тесен унăн сăввисем тĕрлĕ хаçат-журналсенче пичетленсе тухатчĕç.
Пĕррехинче шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсен хушшинче Александр Сергеевич та пурччĕ. Вăл пире чăвашла сăвă вуланăшăн мухтарĕ, хăй те темиçе сăвă вуласа пачĕ. Юлашкинчен сăмах ăсти пурне те хăйĕн вăрçă темипе çырнă «Салтак сăмахĕ» кĕнекине парнелерĕ. Эпĕ ăна вуласа тухрăм. Çак сăвăсем манăн чуна хумхантарчĕç. Эпĕ вăрçă çинчен тата нумайрах пĕлтĕм.
Кĕнеке икĕ пайран тăрать: «Çĕршыв хуралĕнче», «Вут-çулăм витĕр тухнисем». Хайлавсенчи тĕп сăнарсем – паттăр салтак, ывăлне кĕтекен анне, савнине вăрçа ăсатнă хĕр. Вĕсен пурин те пĕр тĕллевпе ĕмĕт – тăшмана аркатасси, Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илесси.
Мана килĕшнĕ сăвăсенчен пĕри «Ветерансем» ятлă. Çыравçă сăвăра ветерансене ирхи шупка тÿпери сайралнă çăлтăрсемпе танлаштарать. Вăхăт иртнĕçемĕн вăрçă паллисем те (окоп, çĕрпÿрт) çухалаççĕ, анчах та ват салтаксен асĕнче вĕсем яланах юлнă:
Пĕтсе пыраççĕ пĕтнĕçемĕн
Окоп, çĕрпÿрт вырăнĕсем,
Анчах питри нумай йĕрсем
Тарăнланаç, ветерансем.
Ветерансем, ват салтаксем тесе автор кашни çаврăмрах çырать, çак сăвва хăйне майлă юрă евĕр тăвать. Автор ват салтаксен паттăрла ĕçне те палăртать: вут-çулăм витĕр тухнă, çĕре юнпа шăварнă, вутра çунман. Çавăнпа та вăхăт иртнĕ май орден-медальсем кивелнĕ пулин те, салтак паттăрлăхĕ нихçан та кивелмест тесе пĕтĕмлетет çыравçă.
«Уяв кунĕ» сăвва Аслă Çĕнтерĕве халалласа çырнă. Çак сăвăра çыравçă вăрçă ветеранĕсене ырă сăмахсем сунать: ан суртăр суран, туссем ан манччăр, тет. Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ май медальсене çакса уява чĕнет Çĕнтерÿçĕ-салтака.
«Палăксем, палăксем» – чуна хурлантаракан сăвă. Вăрçă хыççăн палăксем анăçра та, тухăçра та, çурçĕртре те, кăнтăрта та çĕкленнĕ. Палăк – вăрçăн хăрушă асăмĕ пулса тăрать. Çыравçă ăна чĕрĕ сăнар туса кăтартать, мĕншĕн тесен вăл çынсемпе гранит-чул чĕлхепе калаçать:
Ах, ан манăр нихçан иртнине,
пулнине
Сад пек çĕр çулăмра ялкăшса
çуннине.
Вăрçă çинчен аса илтерекен тепĕр символ – вилнисен ячĕпе ĕмĕрĕпех çунакан вут. Кунĕн-çĕрĕн ялкăшать вăл, вилнисене манма памасть. Вăрçăра пуçне хунă салтаксене аса илтерекен вырăнсем çамрăк ăрăва çутă куна сыхлама чĕнеççĕ.
Ах, ан манччĕ, этем, мĕн чуль
чун пĕтнине,
Тăлăх юлнă ача татăлса йĕнине.
«Ан пăлхан, ветеран» сăвăра паянхи пурнăçри ветеран сăнарĕ куç умне тухса тăрать. Нумай çул иртнĕ пулин те вăрçă кунĕсем аса килеççĕ ватă салтака, ыйхă те вĕçет вилнĕ туссене аса илнĕ май, чунра та лапкă мар. Çĕрлехи мотор сасси вăл танк мар, акана тухнă трактор сасси. Самолечĕ те çĕр çине тăхлан мар, калчана им-çам сапать. Мирлĕ пурнăç ÿкерчĕкĕ чăннипех те ватă салтака лăплантарать, пурăнма хавхалантарать.
«Парад» ятлă сăвăра çыравçă икĕ парада танлаштарса кăтартать: «1941 çул. Мускавра тĕнчемĕр илтмелле «Мăн парад» кĕрленĕ». Çав вăхăтра нимĕç фашисчĕсем Мускава хупăрласа илнĕ. Парадри салтаксем тÿрех вăрçă хирне ăсаннă.
Параппан та йĕс труба сасси…
Вăрçă хирĕсем таран тулса,
Кĕр! Кĕрленĕ Çĕр хĕрне çити,
Вилнисем те илтнĕ ку сасса.
Çур ĕмĕр иртсен, çĕре чĕтретсе тепĕр парад пырать. Анчах çак «хăватлă вăя» курсан «савăнăçпа чĕре тулать».
Савăнăçпа тăрать чĕре тулса.
Хăватлă вăй куç умĕпе иртет,
Пин ура сасси, пĕр сас пулса,
Пĕр чĕре таппи пек илтĕнет.
«Ветеран альбомĕ» сăвă. Альбом – вăрçă кунĕсене аса илтерекен символ, салтакăн хĕн-хурлă пурнăç çулĕсем. А.Твардовскин Василий Теркин сăнарĕ евĕр, чăваш салтакĕ те ялан хут купăспа. Берлина утса çитме те тертлĕ çул çинче ăна хут купăс пулăшнă:
Берлин таран утма инçе.
Кунне пĕлеймĕн. Çĕрлине.
Салтак колонна пуçĕнче
Тăсать хут купăс пĕрмине.
Канма ларсан та ĕшеннĕ салтаксене хут купăс вăй-хал панă. Çул çинче те, колоннăпа пынă май та вăл малта утса пыма хавхалантарнă. Рейхстага çитсен те Çĕнтерÿ кĕвви калакан яш салтак малта. Тăван яла çитсен вăл кутамккине салтса кĕвве тăсать. Хăрушă вăрçă çулĕсене тÿссе ирттерме хут купăс пулăшнине çирĕплетет автор.
«Салтак амăшĕсем» сăвва кама халаллани ятĕнченех паллă. Ĕлĕк-авалтан салтак амăшĕ хисепе тивĕçнĕ. Ǎна ялан пулăшнă, шелленĕ. Вăл – канăçне çухатнă, кунĕн-çĕрĕн хăйĕн ывăлĕшĕн пăшăрханакан чун.
Амăшĕсен чунĕ лăпкă мар,
Кулленех кĕтеççĕ ыр хыпар.
Пĕр тĕллев те ĕмĕт шухăшра:
Ан килтĕрччĕ ывăл тупăкра.
Мирлĕ вăхăтра та ун чунĕ лăпкă мар, мĕншĕн тесен «тĕнче пăтравлă, усал вăй чылай, ытла та нумай пăшал» тесе пĕтĕмлетет çыравçă.
«Пирĕн шанчăк, пирĕн çĕнтерÿ» сăвăра çыравçă çав вăхăтри партие тав туса çырать. Парти пулăшнипе çĕршыв вăрçа çĕкленнĕ, паттăр çапăçнă, çĕршыва мухтава кăларнă.
Парти пулчĕ пирĕн аслă маршал,
Çĕршыва çĕклерĕ вăл вăрçа.
Пĕр çын пек кар тăтăмăр
Мускавшăн,
Урнă тăшмана çапса хуçма.
«Васканă çĕнтерÿçĕсем киле» сăвăра салтаксем вăрçă пĕтсен мĕн тери савăнса киле таврăнасшăн пулнине çырса кăтартнă:
Пырать салтак Рейхстаг юпи
патне,
Штыкпа чĕрсе çырасшăн хăй
ятне.
– Киле! Киле! – кашни пĕри çиçет,
– Миçе çулхи ĕç халь пире кĕтет!
Çĕнтерÿçĕ-салтаксен умĕнче çĕнĕ ĕмĕтсем, тĕллевсем. Пĕри пÿрт лартма ĕмĕтленет, тепри вĕренес тет. Кашнине килĕнче тăванĕсем кĕтеççĕ, кашнин чĕри пăлханать:
Часах ыталăп, ак тăван çĕре
Унта сывах-ши, чĕрĕ-ши пурте?
Васканă вĕсем сĕтел хушшине çемйипе ларса савăк юрă итлеме, ачисене алла тытса ыталама. Сăвăри салтакăн кăмăлĕ хавас, савăнăçпа пичĕ çиçет, çутă пуласлăха вăл çирĕп шанать.
Çак кĕнеке паянхи çамрăк ăрăва питĕ те кирлĕ тесе шутлатăп. Сăвăсем Тăван çĕршыва юратма, паттăр пулма вĕрентеççĕ. Пултаруллă çыравçă пирĕн Юламан ялĕнче пурăннăшăн мăнаçланатăп. Шел, вăл пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпир унăн ятне ялан асра тытăпăр, сăввисене юратса вулăпăр.
Анастасия СИДОРОВА.
Авăркас районĕ,
Юламан ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: