Унăн пурнăçĕн 14 çулĕ пирĕн тавралăхпа çыхăннă. 1906-1908 çулсенче Гурий Иванович Ĕпхÿри тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ, Хусанти тĕн академине пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿ хулине таврăннă та 1913-1918 çулсенче инспектор пулăшаканĕ тата тĕн семинарийĕнче преподаватель пулса ĕçленĕ. Унсăр пуçне ăна Ĕпхÿ епархийĕн миссионерсен комитечĕн секретарĕ пулма çирĕплетнĕ. 1917 çулхи апрель уйăхĕнче, Февральти революци хыççăн, хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе Чăваш наци обществи йĕркеленĕ, Ĕпхÿ хулинче Чăваш учителĕсен семинарине уçассишĕн тăрăшнă. Чăваш учителĕсен семинарийĕ 1918 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçле пуçланă. Унăн заведующийĕ пулма паллă чăваша, педагога тата математика Павел Миронович Миронова шаннă.
Г.И. Комиссаровăн Ĕпхÿ хулинчи пурнăçĕ уйрăмах 1919-1926 çулсенче тĕрлĕ енлĕ те тухăçлă пулнă. Ун чухне вăл Ĕпхÿри, каярах Урал çумĕнчи педагогика техникумĕнче, ĕçленĕ. Кунта вăл чăваш чĕлхипе литература, чăваш халăх историйĕпе этнографийĕ, вырăс чĕлхи, психологипе педагогика предмечĕсене вĕрентнĕ. Унсăр пуçне Канаш секретарĕн, Канаш председателĕн çумĕ, семинарийĕн (каярах педтехникумăн) вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.
Питĕ пултаруллă та нумай пĕлме юратакан çын пулнăскер вăл çав çулсенче вырăнти чăваш халăхĕн историйĕпе тата культурипе çыхăннă материалсене пуçтарнă. 1916 çулта вырăнти пичетре «Чăвашсем çинчен сведенисем пуçтармалли программа» пичетлесе кăларнă. Каярах хăйĕн тĕпчев ĕçĕсенчен хăшĕ-пĕрне хаçатсенче, наука журналĕсемпе кĕнекесенче кун çути кăтартнă. Çапла 1916 çулта Ĕпхÿ хулинче «Тĕнче историйĕн тĕп шухăшĕ» («Смысл мировой истории»)тĕнпе философи трактачĕ çырнă, 1917 çулта «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?», 1921 çулта Хусан хулинче «Чăваш халăх историйĕ» кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне вăл тăван тавралăх çинчен çырнă тĕрлĕ программăсемпе вĕрентÿ пособийĕсен, 1928 çулта Ĕпхÿ хулинче кăларнă «Пушкăрт тăрăхĕ» хрестоматинчи статьясен авторĕ шутланать.
Фольклор тата этнографи материалĕсем пуçтарас ĕçе вăл чăваш педтехникумĕнчи студентсене явăçтарнă. Çав тĕллевпе техникумра чăваш чĕлхине вĕрентмелли кабинет йĕркеленĕ, литература, музыкăпа хор, драма тата ытти кружоксем ертсе пынă, 1926 çулта студентсемпе пĕрле Ĕпху кантонĕнчи Хăмăшлă ялĕнче наукăпа тĕпчев экспедицийĕ йĕркеленĕ. Аяларах пысăках мар текст илсе кăтартатпăр. Ăна Гурий Комиссаров вĕрентнĕ чăваш студенчĕсенчен пĕри çырса хатĕрленĕ пулмалла. Унта чăвашсем Пушкăрт тăрăхне килсе вырнаçнин историне тата икĕ чăваш ялĕ – Тинĕскÿл (Кармаскалă районĕ) тата Пишкайăн (Авăркас районĕ) – йĕркеленсе кайни пирки çырнă. Асăннă очерка 500 ытла страницăран тăракан «Чăваш халапĕсен пуххи» ал çырăвне кĕртнĕ. Гурий Иванович ал çырăвĕ тăрăх кĕнеке кăларма ĕмĕтленнĕ пулнă, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Хальхи вăхăтра унăн ал çырăвĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранать.
Игорь ПЕТРОВ, истори наукисен кандидачĕ.
Ĕпхÿ хули.
Пушкăрт Республикинчи чăвашсем çинчен
Пушкăрт Республикинче пушкăртсемсĕр пуçне, тĕрлĕ халăхсем пурăнаççĕ. Çав халăхсем хушшинче чăвашсем те паллă вырăн йышăнса тăраççĕ. Вĕсем хальхи Чăваш тата Тутар республикисенчен куçса килнипе кунта тымар янă. Пушкăртсем патне чăвашсем XVII ĕмĕртех куçа пуçланă. Малтан пушкăртсем патне Стенкки Разин пăлхавне хутшăннă чăвашсенчен хăшĕ-пĕри, вĕсене патша тарçисем тытма хăтланнă вăхăтра тарса кайнă. XVIII ĕмĕрте чăвашсене Христос тĕнне ирĕксĕрлесе кĕртнĕ вăхăтра вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем пушкăртсем патне тарнă. Кайран тата çавăнтах Пугачев пăлхавне хутшăннă чăвашсенчен нумайăшĕ тарса килнĕ. XVIII ĕмĕртех чăвашсем пушкăртсем патне хăйсен тĕп çĕршывĕсенче çĕрсем хĕсĕннĕ, вăрмансем пĕтнĕ, çырмасем типнĕ пирки куçа пуçланă. Мĕншĕн тесен Ĕпхӱпе Оренбург кĕпĕрнисенче çĕр-шывсем ирĕкрех пулнă. Кунта запаслă хысна хирĕсемпе вăрманĕсем пулнă тата тырă акса пуçтарма вĕренмен пушкăртсен ытлашши çĕрсем, вăрмансем тытса танă. Çав çĕрсемпе вăрмансене вĕсем йӱнĕ хакпа сутнă е нумай çула тара панă. Хысна çĕрĕсене илни чăвашсемшĕн шанчăклăрах пулнă. Анчах хысна çĕрĕсене пысăкрах хакпа сутнă тата хăйĕн çĕрĕсене хресченсене ваккăн-тĕвекĕн сутма юратман. Пушкăртсем çĕрсене йӱнĕрех хакпа сутнă, анчах вӗ сенчен илнĕ çĕр хăш чухне чăвашсене сахал мар хуйхăпа асап кăтарнă.
Ун çинчен, сăмахран, Тинĕскӱл (Ефремкино) ятлă чăваш ялĕн историйĕ кăтартса парать. 1780 çулта Самар округĕнчи, Пĕкĕлме уесĕнчи Байтуганова (Верхне-Ярманова) ятлă ял çынни, тĕне кĕмен Ваçĕли Ехремĕ тата унăн юлташĕсем, пурĕ 20 кил, хăйсен çĕршывĕсем нуша аллинчен тухмалăх тупăш парайман пирки, Ĕпхӱ енне, пушкăртсем патне куçса кайма шухăш тытнă. Çтерлĕ округĕнче, Дуван-Табын вулăсĕнче «Иске-Леканды» ятлă вырăнта пушкăртсенчен ĕмĕрлĕхе тесе çĕр тӱпи илнĕ. Унта акмалли çĕр те, вăрман та, шыв та пулнă. Çĕрне вулăс старшини (пушкăрт) хăйсен ялĕн çыннисемпе килĕшсе сутнă, Ехрем çĕрне илнине çирĕплетме хут та тутарнă. Вара çав чăвашсем хăйсен йышĕсемпе, лаши-ураписемпе çĕнĕ çĕре куçса кайнă та тĕлленĕ вырăнта кил-çуртсем ларнă. Çапла çĕнĕ чăваш ялĕ пулса ларнă. Ялне вырăсла «Ефремкино» тенĕ, чăвашла «Ехрем ялĕ» тенĕ пулмалла.
Анчах çĕнĕ çĕре куçнă чăвашсем канлĕ пурнăçпа вăрах пурăнайман. Тюканова ятлă ял çыннисем, пушкăртсем, Ехрем ялне пуçтарăнса пынă та, чăвашсене вĕсем укçа тӱлесе илнĕ çĕр çинчен хăвалама тытăннă, пӱртсене салатса пăрахнă, выльăхсене, япаласене турта-турта илнĕ, чăвашсене çапса амантса пĕтернĕ. Мĕншĕн çапла хăтланнă Тӱкан пушкăрчĕсем? Акă, мĕншĕн. Старшина чăвашсене сутнă тӱпе – вăл старшинапа унăн ялĕн анчах мар, Тӱкан ялĕн тӱпин çĕрĕ те пулнă. Старшинан çĕрне сутнă чухне Тӱкан çыннисемпе те канашласа вĕсене çав ĕçе хутшăнтармалла пулнă, вăл вара çавна туман. Анчах Тӱкан çыннисем те ухмахла хăтланнă: старшинапа унăн юлташĕсене айăплас вырăнне вĕсем чăвашсене хĕсĕрлеме тата çаратма тытăннă.
Чăвашсем Ĕпхӱри наместничествăн правленине те, генерал-губернатора та жалоба панă. Юлашкинчен, дворянсен заседателĕ ĕçе чăрмантарса тăсса тăнă пулин те, чăвашсем хытă çине тăнă пирки, суд çĕре сутакан пушкăртсене хушнă чăвашсене тепĕр вырăнта çĕр-вăрман касса пама йышăну тунă. Старшинапа унăн юлташĕсем вара чăвашсене малтанхи вырăнтан 15 çухрăмра «Денислам кӱлли» патĕнче тӱпе касса панă (çав кӱлĕре Денислам ятлă пушкăрт путса вилнĕ, унăн ячĕ çав ятран тухнă пулнă). Чăвашсем вара «Ефремкино» ялне çĕнĕ вырăна куçарса кӱлĕ хĕррине лартнă (кӱлле ял варрине хăварнă). Çĕнĕ вырăнта ялăн вырăсла ячĕ ĕлĕкхиллех (Ефремкино) юлнă, анчах иккĕмĕш ят «Денисова» хутшăннă (Денис тени, паллах, Денислам ята улăштарнипе пулнă). Пушкăртсем ку яла кӱлĕ ячĕпех «Денислам-кӱл» теме пуçланă. Чăвашсем те хăйсен ялне кӱлĕ ятне панă, анчах вĕсен «Денислам» ятран «Тинĕс» пулса тăнă, çапла вара яла «Тинĕскӱл» ят панă.
Анчах çĕнĕ вырăнта та Ехрем-ял чăвашĕсем канлĕ пурăнайман. Икĕ ял пушкăрчĕсем хĕл хушшинче чăваш ялне пырса çынсене тустарма тытăннă. Чăвашсем Кĕтерин патша патне жалоба çырса янă. Вара пушкăртсем чăвашсене тӱперен хăвалама чарăннă, анчах вĕсем кашни çулах çĕршĕн тесе чăвашсене ĕçкĕ-çикĕ тутарнă, хăйсем çав ĕçке пырса виçшер кун, хăшĕсем ытла та ĕçсе çинĕ. Вĕсем чăхсемпе хăш-пĕр япаласене иле-иле кайнă, укçа та ыйтнă.
1795 çулта Ехремпе унăн юлташĕсем хальхи Чăваш Республикинчен (Етĕрнепе Пăва округĕсенчен) куçса пынă чăвашсене йышăнса хăйсен ялне вырнаçтарнă. Ял вара чылай ӱснĕ. Пушкăртсене ĕçтерсе-çитерсе укçа та парас йăла 1870 çула çитичченех пынă. Сăмахран, 1836 çулта анчах Ехрем ялĕн чăвашĕсем пушкăртсене 495 тенкĕ те 50 пус тӱленĕ.
1870 çулта пушкăртсен ытлашши çĕрĕсене хысна касса илнĕ. Çав хисепе Тинĕскӱл чăвашĕсен тӱпи те кĕнĕ. Çак çултан пуçласа пушкăртсем «çĕршĕн» тесе чăвашсенчен ĕçкĕ-çикĕ, кучченеç ыйтма пултарайман. Анчах чăвашсем çĕршĕн куланай тӱлесрен хăтăлайман. Халĕ вĕсем хысна аллине кĕрсе ӱкнĕ те вĕсене хысна каллех çĕршĕн куланай тӱлеттере пуçланă. Çав çĕр куланайне 1905-1907 çулсенчи революци 1907 çулта пĕтернĕ.
Анчах Ĕпхӱ кĕпĕрнине (Пушкăрт çĕрне) куçса кайнă чăвашсем пурте Ехрем (Тинĕскӱл) ялĕн чăвашĕсем пек пысăк инкек курман. Сăмахран, çав Çтерлĕ уесĕнчех Пишкайăн ятлă яла никĕслекен чăвашсем телейлĕрех пулнă. Вĕсем хальхи Чăваш Республикинчен пушкăртсем патне куçса пынă. Малтан вĕсен шаннă çыннисем пушкăртсем патне пырса, вĕсемпе килĕшсе вăрманлă та шывлă тӱпе илнĕ. Вара çав вырăна 15 йыш таран куçса кайнă, вăрманне касса кăкласа малтан çуртсем лартнă, ял тунă. Ялĕнче вăрмантан пилĕк хурăн анчах юлнă. Çавăнпа пушкăртсем ку яла «Бишкаин» (Пилĕк хурăн) теме пуçланă. Çав ята чăвашсем те йышăннă.
Кăштах пурăнсан, ку яла тата çĕнĕрен куçса килнĕ чăвашсем пырса вырнаçнă. Çĕр хуçисем вĕсенчен çĕршĕн укçа илнĕ те хăйсен ушкăнне хутшăнтарнă. Ял ӱснĕ, çĕр хĕсĕнсе çите пуçланă. Чăвашсем вара укçа пухнă та пушкăртсенчен тата темиçе теçеттин çĕрпе вăрман илнĕ. Çав çĕрпе вăрмансене вĕсем пĕр-пĕрне уйăрса панă, вĕсен акмалли çĕр те, вăрман та çителĕклĕ пулса тăнă. Чăвашсемпе пушкăртсем хушшинче хирĕçӱсем, тавлашусем пулман пулмалла.
Çак икĕ чăваш ялĕн исторйĕсем чăвашсем Пушкăрт тăрăхне епле лекнине кăтартса параççĕ. Каярах Октябрь революцийĕ çывхарнă вăхăтра чылай чăваш «Крестьянский поземельный банк» урлă илнĕ çĕрсем çине куçса ларса Пушкăрт Республикинче çĕнĕ чăваш ялĕсем никĕсленĕ. Çав вăхăтра Ĕпхӱ уесĕнчех çĕнĕ чăваш ялĕсем (Антоновка, Алешкино тата ы.т.) пуçланса кайнă. Хальхи вăхăтра Пушкăрт Республикинче икĕ чăваш районĕ те пур: Пишпӱлек тата Авăркас.