Пур хыпар та
ТĔРĔСЛĔХ ÇИЕЛЕ ТУХАТЬ
9 Октябрӗн 2019, 13:08

Композитор ятне варалайман, е «Эпĕ мар» юрра Владимир Егорова юрлама чарни пирки

Хăш-пĕр чăваш эстрада артисчĕ урăх халăх юррисене чăвашлатни, кĕввисене «вăрлани» вăрттăнлăх мар. Хамăр артистсен хушшинче пĕр-пĕрин юррисене ирĕк ыйтмасăр, хăйсене кирлĕ пек усă курнă тĕслĕхсем те пур-ха. Унашкал пăтăрмах пирки эпир пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче çырса кăтартнăччĕ. Сăмах — хит пулса тăнă «Эпĕ мар» юрă пирки. Çамрăк юрăç Владимир Егоров ăна: «Кĕвви те, сăмахĕсем те хамăн», — тесе шăрантарнă. Çук çав, ку унăн юрри мар, паллă композиторăн, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Анатолий Никитинăн. Халĕ Владимир Егоровăн ку юрра шăрантарма ирĕк çук. Суд çапла йышăннă.

«Сăвви те, кĕвви те хамăн»
Ĕç-пуç мĕнрен пуçланнине аса илер-ха. Анатолипе Надежда Никитинсем концертран таврăннă чухне, çул çинче, «Эпĕ мар» юрă пирки илтнĕ. «Янташ» ушкăн артисчĕсем ăна Владимир Егоров шăрантарни, халăх кăмăлласа йышăнни пирки калаçса пынă. Никитинсем шалт тĕлĕнсе пĕр-пĕрин çине пăхнă: «Ара, ку пирĕн юрă вĕт!» Владимир Егоров ят-хушамат вĕсене нимĕн те каламан, ун пирки пачах илтмен-пĕлмен. Интернета кĕнĕ, соцсетьре юрра тепĕр хут итленĕ хыççăн каччă патне шăнкăравланă. Çамрăк юрăç хисеплĕ композиторпа пĕртте ăшшăн калаçман: «Ку сирĕн юрă пулнине докажите малтан», — тенĕ. Çитменнине, вăл ку юрра «Тăван радио» ирттерекен «Тăван юрă» преми-конкурса тăратнă. Авторĕ те, кĕвви те хăйĕн тесе палăртни Анатолий Никитича тата ытларах кÿрентернĕ. Мĕнле-ха капла? Сăвă авторĕ пур. Вăл — Александр Ильин, СССР Писательсен союзĕн членĕ, çĕр-çĕр сăвă çырнăскер. Никитинсем Александр Моисеевичпа 1994 çулта тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтра Анатолий Никитичпа Надежда Ивановна Шупашкарти 50-мĕш шкулта тăрăшнă. Сăвăçăн пĕр хайлавĕ тăрăх ачасем валли юрă çырса хатĕрленĕ. Шăпах çакăн хыççăн паллă композитор Александр Ильинăн ытти сăввипе те юрă хывнă. Халĕ хит пулса тăнă «Эпĕ мар» юрă та çавăн чухнех çуралнă, анчах вăл «Мана мар» ятлă пулнă.
Юрра преми-конкурсăн номинацине тăратнине пĕлнĕ хыççăн Никитинсем Владимир Егоровпа тепĕр хут çыхăннă, тĕл пулса ыйтăва мирлĕ татса пама сĕннĕ. Каччă килĕшнĕ. Анчах радиора йĕркеленĕ тĕлпулăва вăл пыман. Анатолий Никитичпа Надежда Ивановна яш каçару ыйтасса шаннă. Çапах Владимир вĕсемпе тĕлпулу шыраман, çыхăнăва тухман. Никитинсен ыйтăва саккун енчен татса парасси çеç юлнă.
Халăхран та, урамран та тухман
Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Никитинсем суда тавăç тăратнă. Çапах пĕрремĕш лару кăçалхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче çеç иртнĕ, мĕншĕн тесен çамрăк артист пропискăра ăçта пулнине тÿрех пĕлеймен. Вăл - Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Çавна май ĕçе Етĕрне районĕн судĕнче пăхса тухнă.
«Ĕç-пуç 9 уйăха тăсăлчĕ. Эпир тĕрĕслĕхшĕн кĕрешрĕмĕр. Вăл çиеле тухасса шантăмăр. Владимир Егоровăн представителĕ кашни ларурах пире хирĕçлемелли сăлтав тупрĕ, çапах хамăр шухăшран пăрăнмарăмăр. Эпир пурнăç тăршшĕпе чуна парса, тÿрĕ кăмăлпа, вăя, вăхăта шеллемесĕр чăваш халăхĕшĕн тăрăшатпăр», - чунне уçрĕç Никитинсем суд йышăнăвне кăтартнă май.
Çак ĕçпе пурĕ 11 лару иртнĕ. Владимир Егоров нихăшне те пыман. Унăн прависене ваккат (адвокат) хÿтĕленĕ. Никитинсем хыççăнах сăвă авторĕ Александр Ильин та суда тавăç тăратнă. Унăн ĕçне маларах пăхса тухнă. «Юрă пирки çырнă комментарисене интернетра вуласан сăвăç питĕ кÿреннĕ. Владимир Егоров ун пирки: «Ăна никам та палламасть. Кам вăл - Ильин?» - тесе çырнă. Çакă çĕр-çĕр сăвă авторĕн, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕн хисеплĕ гражданинĕн, вун-вун наградăна тивĕçнĕ Александр Моисеевичăн чунне ыраттарчĕ ахăртнех. Вăл та пирĕнпе пĕрле хумханчĕ, тĕрĕслĕх патне çитессе шанчĕ. Кайран судпа ĕç-пуç вĕçленсен хавхаланнă та «Мана мар» ятлă тата 4 сăвă çырнă, вĕсене пире те вуласа пачĕ», - палăртрĕç Никитинсем. Суд çапла йышăннă: сăвă авторĕ - Александр Ильин. Владимир Егоровăн унăн ятне палăртмасăр юрра юрлама ирĕк çук.
«Владимир Егоров пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче Наци телекуравĕнчи «Ир пулсан» кăларăма хутшăнни пирки те ăнсăртран пĕлтĕмĕр. Экран çинче хурапах кĕвви те, сăвви те Владимир Егоровăн тесе çырнă. Ку та тĕлĕнтерчĕ пире, - малалла калаçрĕç Никитинсем. - Ларусенче унăн ваккачĕ веçех хирĕçлерĕ, эпир çирĕплетмелли çĕнĕ мелсем тупсах пытăмăр». Анатолий Никитинăн 1995 çултанпах упранакан нотăсен кĕнеки ку лару-тăрура питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Унта «Мана мар» юрра та кĕртнĕ. Александр Ильин сăвви тăрăх хатĕрленĕ ытти хайлав та пур. «3-4 лару иртнĕ хыççăн Егоровăн ваккачĕ ку халăх юрри тесе юптарма тытăнчĕ. Кайран ĕлĕк çамрăксем урамра юрласа çÿренĕ тесе ĕнентерме тăрăшрĕç. Пĕр кÿнтелен (свидетель) çакна çирĕплетме те хăтланчĕ: ку юрра вăл пĕлет, вĕсен ялĕнчен тухнă имĕш. Çынсем юрланине астăвать-мĕн. «Ун чухне миçе çулта пулнă эсĕ?» - тесе ыйтрăмăр. Шутларăмăр та - 8 çулта. Юрласа пама ыйтсан хирĕçлерĕ, хитре юрлайманнипе сăлтавларĕ», - сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Никитинсем тĕрĕслĕхшĕн кĕрешсе Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивне çитнĕ. «Мана мар» халăх юрри-и е çук-и - çакна этнографипе фольклор енĕпе ĕçлекен специалистсем тĕпчеме тытăннă, нумайччен шыранă. Анчах нимĕнле хутпа та вăл халăхăн пулнине çирĕплетеймен. Кун пирки Никитинсене справка çырса панă. Кайран паллă искусствовед Михаил Кондратьев кÿнтелен пулса ларăва хутшăннă. Анатолий Никитинăн пултарулăхне тишкернĕ хыççăн «Мана мар» унăн стилĕпе хатĕрленĕ юрă пулнине, халăхăн маррине палăртнă.
Никитинсен тĕрĕссине палăртмашкăн тĕрлĕ экспертиза витĕр тухма тивнĕ. Вĕсенчен пĕри - почерка тишкерни. Анатолий Никитина юрă нотисене пăхмасăр çыртарттарнă. Тĕрĕслĕх - 100 проценчĕпех. Музыка экспертизине Мускаври тĕнче шайĕнчи профессорсем ирттернĕ. «Мана мар», «Эпĕ мар» юрăсене тишкернĕ, нотăсене танлаштарнă хыççăн та тĕрĕслĕх çиеле тухнă: пĕрпеклĕх 99,2 процент. Владимир Егоров темпне çеç чакарнă. Уйрăмлăхĕ те çавă кăна.
Репетици самантне çыртарса илнĕ
«Мана мар» юрра малтан Анатолий Никитин хăй юрланă. «Янташ» ушкăн çĕнелсех пынă, çамрăк артистсем килнĕ. Юрра вĕсен репертуарĕнче çирĕплетес тесе яшсемпе хĕрсене юрлаттарма тытăннă. «Репетицисене тĕп хулари «Салют» культура керменĕнче ирттереттĕмĕр. Шăпах çав çулсенче кĕсье телефонĕн тапхăрĕ пуçланчĕ. Артистсем пĕри те тепри телефон туянчĕç. Чи интересли: репетици саманчĕсене эпир те, юрăçсем те çыртарса илнĕ», - пĕлтерчĕç «Янташ» ушкăн ертÿçипе Анатолий Никитинпа мăшăрĕ.
Ку юрра «Янташ» ушкăн çамрăкĕсем чăннипех юрланине çирĕплетме темиçе çын кÿнтелен пулнă. Ун чухнехи юрăçсем ăна репетицире шăрантарнине, Алиса Лукина хореограф ун валли хусканусем шухăшласа кăларнине пĕлтернĕ. Иван Пилипчук аранжировщик та Анатолий Никитин «Мана мар» юрра шăрантарнине аса илнĕ. Анатолий Никитич ăна малтан чĕрĕ сасăпа юрланă, кайран Иван Пилипчук аранжировка хатĕрленĕ. Композиторпа аранжировщик пĕрле ĕçлесе пурĕ 21 юрра илемлетнĕ. «Мана мар» юррăн минусĕ те мини-дискра упранса юлнă.
«Раççейри авторсен обществипе те çыхăнмалла пулчĕ. «Мана мар» юрра реестра кĕртнине çирĕплетрĕмĕр. Анчах организаци патшалăхăн пулманнипе ăна судра йышăнмарĕç, - тĕплĕн каласа кăтартрĕç Никитинсем. - Судра ĕçе пăхса тухнă вăхăтра Владимир Егоров «Эпĕ мар» юрра ЮТВ канал ирттерекен премире «Çулталăк юрри» номинацире тăратнине пĕлтĕмĕр. Сăвви те, кĕвви те халăхăн тенĕ. Халăх юрри мĕнле майпа çулталăк юрри пулаять- ши? Ку номинацире вĕр çĕнĕ юрăсене тăратмалла мар-им? Шăпах çав вăхăтра Александр Ильинăн ĕçне пăхса тухса пăнчă лартнăччĕ. Вăл суд йышăнăвĕпе телеканал ертÿçи патне çитрĕ, çапла Владимир Егорова номинантсен йышĕнчен кăларчĕç».
Никитинсен юлашки суд ларăвĕ август уйăхĕн 7-мĕшĕнче пулнă. Ун хыççăн вĕсем 1 уйăх йышăну вăя кĕрессе кĕтнĕ. Ун тăрăх Владимир Егорова «Эпĕ мар» юрра юрлама чарнă. «Нумаях пулмасть вăл пĕр концерта хутшăнассине пĕлтĕмĕр. Йышăнăва тÿрех культура çурчĕн ертÿçи патне илсе çитертĕмĕр. Артиста концерта хутшăнтарман. Унсăрăн юрăçа çеç мар, мероприятие йĕркелекенсене те штраф парĕччĕç», - ăнлантарчĕç ятлă-сумлă Никитинсем.
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.
«Çамрăксен хаçачĕ».
Шупашкар хули.