Пур хыпар та
Тĕрлĕ ăрусен уявĕ
13 Мартӑн 2019, 16:49

Халăх тумĕ - культура палăкĕ

Эпир Тăван чĕлхе кунĕ паха та кирлĕ уяв тесе шутлатпăр. Çак йĕркесен авторĕ тата Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнчи вăтам шкулта тăван чĕлхепе литература урокĕсене вĕрентекенсем асăннă кун «Пирĕн тымарсем. Фольклорпа паллашатпăр»‚ «Тăван чĕлхе - пысăк пуянлăх» акцисем ирттертĕмĕр.

Асăннă акцисене вĕренекенсемпе хамăр ял çыннисем хутшăнчĕç. Вулакансем валли «Пирĕн тымарсем. Фольклорпа паллашатпăр» кĕнекесен выставкине йĕркеленĕччĕ. Курава тăратнă кăларăмсем тăрăх, ачасемпе хăнасем Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркисемпе‚ уявĕсемпе паллашрĕç. Мероприятие йĕркелекенсем «Ман тăван чĕлхе» илемлĕ вулакансен конкурсне‚ «Пĕлетĕн-и‚ эсĕ тăван кĕтесĕн халапĕсене‚ сăмах-юмахĕсене‚ асамлă калавĕсене?» вăййине ирттерчĕç.
Чăваш халăх тумĕ - темиçе ĕмĕр йĕркеленнĕ культура палăкĕ. Çавăнпа та Тăван чĕлхе кунне халалланă уявра вулавăш ĕçченĕ çамрăк ăрăва чăвашсен тумĕсемпе паллаштарчĕ. 5-7 классенче вĕренекенсем чăваш писателĕсен хайлавĕсем тăрăх сценкăсем лартрĕç. «Мерчен» халăх ансамблĕпе «Çăлкуç» ачасен ушкăнĕ куракансене хаваслă юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекен Евгений Петров тата пиллĕкмĕш класри Маргарита Семенова тăван чĕлхе çинчен çырнă сăвăсене пăхмасăр каласа пачĕç. Аслисемпе ачасем ĕçе хастар хутшăннипе праçник питĕ илемлĕ те пуян иртрĕ.
Мероприяти вĕçĕнче тăван чĕлхепе литература урокĕсене вĕрентекен М.И. Антонова хамăр чĕлхене манмалла мар‚ ăна сыхламалла тата пĕр-пĕринпе тăван чăваш чĕлхипе калаçмалла тесе пĕтĕмлетÿ турĕ.
Ирина ДАНИЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Федоровка районĕ‚ Урал ялĕ.