Чĕлхепе культура тĕрлĕлĕхне халалласа чылай мероприяти ирттереççĕ. Вĕсен шутĕнче – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ те. Ăна 2000 çултан пуçласа февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче палăртаççĕ. Çак кун Пушкăртстан Республикинче пурăнакансем регионти халăхсен чĕлхисемпе (6 чĕлхепе) Пĕтĕм тĕнчери диктант çырчĕç.
Ĕпхÿре чăваш диктанчĕн лапамне П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче йĕркелерĕç. Ирех шкул çуртĕнче уяв лару-тăрăвĕ хуçаланчĕ. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем ăнсăртран сиксе тухнă ыйтусене татса пама тăрăшрĕç‚ хутшăнакансем хумханса диктант çырма хатĕрленчĕç. Çав вăхăтрах пухăннисен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ те савăнăçлă пулни палăрчĕ. Хуçасем килнĕ хăнасене ăшшăн та тарават кĕтсе илчĕç. Кармаскалă районĕнчи Йăмранпа Тинĕскÿл ялĕсенчи хăнасем праçник сĕмне‚ илемне кĕртрĕç. Вĕсем диктант çырма илемлĕ наци тумне тăхăнса килнĕ.
Мероприятие салам сăмахĕпе ПР чăвашсен Канашĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Л.Н. Пашина уçрĕ. Вăл нумай нациллĕ Пушкăртстаншăн тăван чĕлхен пĕлтерĕшне палăртса хăварчĕ.
Диктант пĕтĕмлетĕвĕсем пухăннисене пурне те савăнтарчĕç. Кăмăллă юлнисем вара пĕр-пĕрне чылай вăхăт хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Текста лайăх çырса палăрнисене ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская сертификатсемпе чысларĕ. Вăл асăннă мероприятие хутшăннисене‚ диктант çырассине йĕркелекенсене‚ харпăр хăйне аталантарма тăрăшакансене‚ чĕлхе тата культура йăли-йĕркисемпе туллин паллашма кăмăл тăвакансене чун-чĕререн тав турĕ. Унсăр пуçне вăл жюри членĕсене – Кармаскалă районĕнчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсене Т.Н. Козловапа Л.Н. Павлована та палăртса хăварчĕ. Мероприяти пĕрле сăн ÿкерчĕк ÿкнипе тата чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.