Пур хыпар та
Тăван чĕлхе кунĕ
26 Нарӑсӑн 2020, 17:11

Тăван чĕлхепе ирĕклĕ калаçар

Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунĕнче вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхипе диктант çыртăмăр.

Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунĕнче вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхипе диктант çыртăмăр.
Ман шутпа, паянхи кун çак мероприяти тăван чĕлхене упраса хăварас, ăна аталантарас ĕçре питĕ пысăк витĕм кÿрет. Вăл асра юлмалли кун та, мĕншĕн тесен вырăнти шкул тата ача садĕнче ĕçлекен, чăвашла калаçакан вĕрентекенсемпе воспитательсене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăма пуçа тенкĕллĕ масмаксем çыхрăмăр. Атте-анне пехилленĕ чĕлхене манманшăн хамăр ачасем пекех савăнтăмăр. Шкул пĕтерни 30 çул ытла иртнĕ пулин те сас паллисене тĕрĕсех çыратпăр-ха. Пурин ĕçне те «4» тата «5» паллăсемпе хак пачĕç.
Пирĕн, аслисен, кулленхи пурнăçра хамăрăн чĕлхене ачасене те ăша хывтарма тăрăшмалла. Ĕлĕк чăваш хăйĕн чĕлхинчен вăтаннă, çав шутра эпĕ те. Халĕ вара манăн пуçа çĕклесе «эпĕ чăваш» тесе хыттăн калас килет. Çтерлĕпуç тăрăхĕнче чăвашсем йышлă пурăнмаççĕ - 500 яхăн çын çеç. Анчах эпир те хамăр çинчен ас илтерсех тăратпăр. Тĕрлĕ уявсенчен айккинче тăрса юлмастпăр, ытти халăхсемпе хутшăнса хамăрăн юрă-ташăсене, вăйăсене, йăла-йĕркесене кăтартса паратпăр. Çакă пурте хамăртан килет, тулли пурнăçпа пурăнма, мăн асатте-асаннесен ырă енĕсене малалла тăсма пире никам та чармасть.
Ирина ПЕТРОВА,
Çтерлĕпуçĕнчи 2№ шкул вĕрентекенĕ.
Читайте нас: