Çут тĕнчере 7000 ытла чĕлхе пур. Çав вăхăтра халăхăн 80 проценчĕ 80 чĕлхепе калаçать, этемлĕхĕн 0,2% – 3500 чĕлхепе. Чĕлхе чĕрĕ пултăр тесен унпа 100 пинрен кая мар çын усă курмалла.
Сахал йышлă халăхсен сайра тата çухалакан чĕлхисене сыхласа хăварас шутпа 1999 çулта ЮНЕСКОн Тĕп конференцийĕн 30-мĕш сессийĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума йышăннă. Уява Пĕтĕм тĕнче календарьне 2000 çулта кĕртнĕ. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ (ООН) çĕнĕ датăна ырласа йышăннă, патшалăхсене çĕр çинчи чĕлхесене сыхлама чĕнсе каланă. Çавăнтанпа тăван чĕлхесен кунне кашни çулах февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче уявлаççĕ.
Çак куна ахальтен суйласа илмен. 1952 çулхи февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пакистанра бенгаль чĕлхине хÿтĕлесе мирлĕ демонстраци ирттернĕ. Анчах лару-тăру инкеклĕ вĕçленнĕ: полици вăйпа усă курса студентсене хăваласа янă, нумай çын вилнĕ. Вăл вăхăтра Бангладеш Пакистан шутне кĕнĕ. Ун территорийĕнче пурăнакансем ытларах бангладеш чĕлхипе калаçнă. Анчах влаçсем патшалăх чĕлхи вырăнне урду чĕлхине суйласа илнĕ. Тăватă çул иртсен çак тата ытти пулăмсем хыççăн бенгаль чĕлхине патшалăх статусне панă.
Çак уявсăр пуçне тĕнче шайĕнче Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн официаллă чĕлхисене паллă тăваççĕ. Вĕсем улттă. Араб чĕлхин кунне декабрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Француз чĕлхин кунне март уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Китай чĕлхин кунне апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Акăлчан тата испани чĕлхисен кунне – виçĕ кун иртсен, Вырăс чĕлхин кунне – июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче.
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ кашни çулах чĕлхесене хÿтĕлеме чĕнсе калакан акцисем йĕркелеççĕ. ЮНЕСКО уяв презентацине ирттерет. Библиотекăсемпе вĕрентÿ заведенийĕсенче калаçусем, поэзи каçĕсем, уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Аслă вĕренÿ учережденийĕсем ытти çĕршывсенчи студентсене хăйсен культури çинчен каласа пама, тăван чĕлхепе юрăсем юрласа кăтартма чĕнеççĕ.
Уяв пирки интереслĕ фактсем
Библи юмахĕсем тăрăх. Ăсчахсем халĕ те чĕлхесем ăçтан пулса кайни пирки пĕр шухăш патне килсе тухаймаççĕ. Вавилон башни çинчен калакан юмахра хăйне майлă ăнлантарса пани пур. Тахçан авал, пĕтĕм тĕнче шыв айне пуличчен, çĕр çинче пĕр чĕлхе пулнă. Анчах çынсем тÿпене çити башня хăпартма шутлани Турра питĕ çиллентернĕ, айăплав вырăнне вăл чĕлхесене хутăштарса яма шутланă.
Нумай пулмасть çухалнă чĕлхесем. 1986 çулта бусу (Камерун) чĕлхипе калаçакан 8 çын пулнă. 2004 çулта çак чĕлхепе калаçакансем тăрса та юлман. 2008 çулта эяк чĕлхи (АПШ) çухалнă. 2022 çулта Беринга утравĕ çинче алеут-меднов (Раççей) чĕлхипе калаçакан юлашки çын вилнĕ.
Чĕрĕлнĕ чĕлхесем. Чĕлхесем çухалма çеç мар, чĕрĕлме те пултараççĕ. III-XIX ĕмĕрсенче иврит чĕлхи вилнĕ чĕлхе шутланнă. Паян кун çак чĕлхепе 9 млн çын калаçать. Ирландири гэль чĕлхипе те çакăн евĕр лару-тăру. XIX ĕмĕрте асăннă чĕлхепе калаçакансен шучĕ сахалланнă. Анчах çĕршыв никама пăхăнман патшалăх статусне туяннă хыççăн ирланди чĕлхи патшалăх чĕлхине çаврăннă.
Полиглотсем. Ватиканри библиотека управçи Джозеппе Меццофанти 60 чĕлхе пĕлнĕ. Пирĕн çĕршыра çуралса ÿснĕ Сргей Халипов 48 чĕлхепе калаçнă. Паян кун нумай чĕлхе пĕлекенсем шутне Бельгинче пурăнакан И.Вандеваллене тата С.Кауфмана кĕртнĕ.
Чи-чи. Вĕренме чи çăмăл чĕлхесем Çурçĕр Америкăри индеецсен чиппева тата хайда чĕлхисем шутланаççĕ. Чи евĕк чĕлхе – эскимос инуитсен чĕлхи. Çак чĕлхере вăрçмалли сăмахсем çук. Инуитсем хăйсем те пĕр-пĕринпе харкашассинчен пăрăнма тăрăшаççĕ.
Раççейре мĕн чухлĕ чĕлхе сайра тĕл пулаканнисем шутланаççĕ?
Раççейри 139 халăх чĕлхи çухалаканнисем шутне кĕреççĕ: 22-шĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисем, 29-шĕ – хăрушлăхра, 49-шĕ – çухалас хăрушлăх пур чĕлхесем, 20-шĕ – шиклентерекеннисем тата ыттисем.
Чăваш чĕлхи те хăрушлăхра. Юлашки çырав кăтартăвĕсем тăрăх 370 пин çын чакрăмăр.
«Юлашки çырав хыççăн Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен шучĕ те самаях кемнĕ. Чăвашсем хăйсен позицине çухатнă, марисен хыççăн тăрса юлнă», – пăшăрханса пĕлтерет Аркадий Русаков çыравçă.
Чăваш пулса çуралнă пулсан чăваш пулсах юласчĕ. Хамăр ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма, ăна юратма вĕрентсе ÿстересчĕ.
Надежда РОДИОНОВА.