Пирӗншӗн чи хаклӑ чӗлхе вӑл - чӑваш чӗлхи. Чӑваш чӗлхи – питӗ пуян та илемлӗ чӗлхе. Тӑван чӗлхе – вӑл пирӗн чӑвашлӑх, пирӗн ӑрулӑх, пирӗн асатте-асаннесен чӗлхи, сумлӑ та телейлӗ малашлӑх. Чӑвашлӑх вӑл – чӑваш халӑхӗн ытарайми тумӗ, тӗрри, чунтан ҫырнӑ сӑввисем, ҫепӗҫҫӗн шӑрантарса юрлакан юррипе илемлӗ ташшисем. Тӑван чӗлхепе эпир мӗн пӗчӗкренех пупленӗ. Тӑван чӗлхепе эпир хамӑрӑн шухӑш-туйӑма уҫатпӑр, кӑмӑла ҫӗклетпӗр. Тӑван чӗлхе урлӑ эпир хамӑрӑн культурӑна вӗренетпӗр, йӑла-йӗркесене тишкерсе ӑнланатпӑр.
«Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук» ,– тесе каланӑ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И. Я. Яковлев.
Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе пурне те сире пӗтӗм чӗререн ӑшшӑн саламлатӑп. Сывлӑх, телей, ӑнӑҫусем сунатӑп.
Тӑван чӗлхепе юратса калаҫар! Тӑван чӗлхене упраса хӑварар!
Ольга Никитина, Ӗпхӳ Наукăпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 1-мĕш курс студентки.