Пур хыпар та
Тăван чĕлхе кунĕ
12 Апрелӗн 2023, 12:40

Мăнаçланар чăваш пулнипе, чăвашла калаçма пĕлнипе

Чăваш Енĕн Аслă Канашĕн Президиумĕ 1992 çулхи апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕ «Чăваш чĕлхи кунне çирĕплетес, ăна чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я. Яковлев çуралнă кун – апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвас» тенĕ. Кăçал çак куна 31-мĕш хут паллă тăватпăр.

Мăнаçланар чăваш пулнипе, чăвашла калаçма пĕлнипе
Мăнаçланар чăваш пулнипе, чăвашла калаçма пĕлнипе

«Урал сасси» хаçат И.Я. Яковлев çинчен çынсен нумай-нумай статйисене, шухăшĕсене, сăввисемпе сĕнĕвĕсене пичетлерĕ ĕнтĕ. Татах çыратпăр. Чăваш чĕлхин илемĕ, пуянлăхĕ, усси, кирлĕлĕхĕ çинчен çырман пĕр поэт та çук-тăр. Сире вĕсен сăввисене ас тутарасшăн е паллаштарасшăн, тен, вĕсем кама та пулин хамăр чĕлхе çине урăхларах пăхма пулăшĕç.
Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ.
… Мăнаçланар чăваш пулнипе,
Чăвашла калаçма пĕлнипе.
(Геннадий Челпир)
Халăхăн авалхи вĕрентĕвĕнчен пуçлăпăр: «Чĕлхе – халăх чунĕ: чуна çухатас мар тесен, тăван чĕлхене хисепле. Ачусене, мăнукусене, тăванусене, кÿршÿсене чăвашла вĕрент».
Чĕлхе çĕр ĕмĕр урлă каçнă,
Вилмен вăл пусмăр айĕнче.
(Ухсай Яккăвĕ)
Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи
тытатăп,
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана.
(Петĕр Хусанкай)
И.Я. Яковлев чăваш халăхне панă халал. Халалĕ ĕмĕрлĕхе: «Чĕлхе хăйне пултарнă халăхпа кăна вилет, çавăнпа та халăх хăйĕн тăван чĕлхине мантăр тени çав халăха вилĕм суннипе пĕрех».
Пин тĕрлĕ халăх çакă çĕр çинче!
Пин тĕрлĕ чĕлхепе юрлаççĕ юрă!
Пин тĕрлĕ çакă халăх хушшинче
Пире чăваш пулма çуратнă Турă!
(Зинаида Сурпан)
Мухтав тăван чĕлхемĕре
Тăван чĕлхе пĕрре.
Пĕрлештерсе пĕр çемьене
Тăрать чăвашсене.
(Шетме Михали)
Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,
Эс ĕмĕрех кĕрле, янра.
Калаччăр пурте сан пирки:
«Тимĕр татан хăват санра».
(Петĕр Ялкир)
И.Я. Яковлевăн халалĕнчи тепĕр сыпăкĕ: «Чăвашсен ку тарана çити упранă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ».
Вăл çĕр пин сăмахпа пуплет,
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет.
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл
тĕрлет.
(Петĕр Хусанкай)
Ялан мухтар чĕлхемĕре,
Кÿрет вăй-хал чĕремĕре.
Вăл тăтăр ĕмĕр асăмра,
Юрри шăрантăр чунăмра.
(Алексей Павлов)
Тата халăхăн авалхи вĕрентĕвĕнчен: «Эсĕ тĕнчере авалхи халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ. Санăн историпе мăнаçланмаллисем нумай, çавăнпа халăхăн виçĕ пин çулне, несĕлтен çичĕ сыпăкне асра тытма вĕрен».
Тăван чĕлхÿ сана çул уçнă,
Малтан тыттарнă кĕнеке.
Тав ту та анкă-минкĕ пуçлăн
Ăна нихçан та ан тирке.
Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе –
Сана, ачам, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
(Ухсай Яккăвĕ)
Çурхи сасă пек шăнкăрав
чĕлхене,
Ан тиркĕр, чăваш ачисем,
ĕмĕрне.
Ан тиркĕр ăна тиркеме май
тупса
Е урăх чĕлхе илемне ăмсанса…
Анне чунĕ евĕр çемçе чĕлхене
Ан манăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне.
Ан манăр ăна тус-юлташ
хушшинче,
Тăшман тапăнсан – çапăçу
хирĕнче.
Çырла пахчи евĕр пуян чĕлхене
Юратăр, вăл саптăр хĕрÿ
хĕлхемне.
Юратăр ăна çын çинче,
кил-çуртра,
Янратăр куллен сăвăра, юрăра.
(Виталий Шемекеев)
Тăван чĕлхе ыйтăвĕ яланах ăс-тăнпа хумхантаракан çивĕч ыйту пулнă. Хамăр тăван чĕлхерен сивĕнни ырра илсе çитерес çук. Чĕлхемĕр манăçа тухсан, несĕле çухатнă йăхсăр, ăрусăр этемсем çеç пулса юлатпăр вĕт.
Упрар тăван чĕлхемĕре,
Чун-чĕрери хĕлхемĕре:
Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,
Çĕршыв ятне çÿле çĕкленĕ.
(Василий Давыдов-Анатри)
Тăван чĕлхе – таса çăл куç,
Вăл тăтăр яланах тапса!
Вăл пирĕн пурнăç, вăл – çăлкуç,
Вăл тăтăр уççăн янраса.
(Мĕтри Мишши)
Амăш сĕчĕпе чăвашла калаçса пĕрремĕш утăмсем туман ача кайран, парта хушшине ларсан тин, чăвашла вĕренме пуçласан, чăваш чĕлхи уншăн тăван мар, ют чĕлхе вырăнĕнче пулать. Ашшĕ-амăшĕсен çакна манас марччĕ. «Чăваш чĕлхине юратмастăп» тет çав ача. Чĕлхе вăл – халăх. Апла пулсан вăл ашшĕ-амăшне те, чăваш халăхне те юратмасть.
Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,
Шăпчăкпала куккук чĕлхи!
Ан хăйнă пултăр хурлама,
Ăна вĕренĕр юратма.
Чăваш юрри – шăпчăк юрри.
Ан тăрăш таптама, тăшман,
Вăл пĕтмĕ, пĕтмĕ нихăçан.
(Алексей Павлов)
– Эй, тăван самахăм! Мĕнле кăна туйăм хускатман эсĕ? Паттăр пулма та, ырра туйма та, тĕрĕслĕхшĕн тăма та, сăпайлăха та, ĕçченлĕхе те вĕрентнĕ эсĕ, – тенĕ Александр Алка.
Кам телейлĕ те хитре
Çакă çутă тĕнчере?
Хăй чĕлхине упракан,
Унăн чысне сыхлакан,
Уншăн паттăр тăракан,
Пуласлăха шанакан.
Çав телейлĕ тĕнчере,
Чунĕпе те вăл хитре.
(Валем Ахун)
Ваттисен сăмахĕсене вулар-ха:
«Сăмах – ылтăнпа пĕр»,
«Эпир ÿксе вилсен мĕн юлать? Çак калаçнă чĕлхе, çав юлать»,
«Чĕлхÿне мансан – халăхна манан. Халăхна мансан – хăвна çухатан»,
«Аслашшĕсен чĕлхине пĕлменни – мĕскĕнлĕх, манни – телейсĕрлĕх, пĕлес теменни – айванлăх, юратманни – ылханлăх, вĕрентес теменни – пÿтсĕрлĕх».
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.
Вăл авалхи те ĕлĕкхи
Мăн асаттемĕрсен чĕлхи.
Эпир ăна сыхлар, упрар,
Ăна пĕтмешкĕн парас мар!
(Мĕтри Мишши)
Чăваш чĕлхи – чи авалхи чĕлхесенчен пĕри. Унăн пуянлăхне, илемлĕхне ытти халăхсен ăсчахĕсем тахçанах асăрханă, ăна тĕпченĕ, вĕреннĕ, тĕпчев ĕçĕсем çырнă. Сăмахран, Н.Я. Марр (1865-1934 çç.) – вырăс академикĕ, чĕлхеçĕ, историк, археолог, этнограф. Чăваш чĕлхине питĕ килĕштернĕ, мухтанă: «Он (чувашский язык) был одним из основных источников в построении русского языка». Унăн паллă ĕçĕ «Чуваши – яфетиды на Волге» кĕнеки.
Н.И. Ашмарин (1870-1933 çç.) – тĕрĕк чĕлхисен тĕпчевçи, профессор, СССР Наукăсен академийĕн член корреспонденчĕ. Чăваш чĕлхин 17 томлă ăнлантаруллă словарьне йĕркеленĕ, унта 45 пине яхăн чăваш сăмахĕ кĕнĕ. Словарь тĕллевĕ Европăри халăхсене чăваш халăхĕпе паллаштарасси пулнă. Унăн паллă кĕнекисем: «Материалы для исследования чувашского языка» (Хусан, 1898 çул), «Опыт исследования чувашского синтаксиса» (Хусан, 1903 çул), монография «Болгары и чуваши» (Хусан, 1902).
Денис Осокин (вырăс çыравçи): «Ваш удивительно красивый чувашский язык – есть настоящая соль обширного континента под названием Евразия. Всякий грамотный человек должен знать чувашский язык подобный тому, как в средневековье грамотеи изучали латынь».
В.Г. Костомаров (вырăс çыравçи): «Чувашский язык – богатый и нежный язык». Паллă кĕнеки – «Жизнь языка. От вятичей до Москвичей».
Çур ĕмĕр каяллах Николай Полоруссов-Шелепи çапла çырнă:
Чухăн мар вăл! – пуян та,
чаплă та,
Çемçе те, вутлă та, хăватлă
та –
Вăл çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ,
тÿсĕмлĕ!
Çĕлен çăварĕнче те пĕтмен,
Юнлă тинĕссенче те путман,
Вутпа пĕтереймен ăна
тăшман!
Ăçта çитмен вăл, мĕн
пулман ăна?
Çапах та курать ку çутă куна!
Римма ПЕТРОВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: