Пур хыпар та
Тăван чĕлхе кунĕ
20 Нарӑсӑн , 10:55

Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999 çулхи ноябрь уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче йышăннă. Унăн тĕллевĕ – Çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене сыхласа хăварасси.

Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле

Пĕрремĕш хут Тăван чĕлхесен кунне 2000 çулхи февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Унтанпа ăна çулсерен уявласси йăлана кĕнĕ. Çав кун чĕлхесен хăйне евĕрлĕхне упраса хăварас тĕллевпе пĕтĕм тĕнчипех акцисем йĕркелеççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсемпе библиотекăсенче информаци шайĕнчи мероприятисем, дискуссисем, çавра сĕтелсем иртеççĕ.
Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи шкулта районти тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕн витĕмĕпе Тăван чĕлхесен кунне уявларĕç.
Пур шкул ачи те асăннă мероприятие йĕркелесе ирттерес ĕçе хастар хутшăнчĕ. Хăнасем килнĕ çĕре чăваш культурипе паллаштаракан выставка йĕркелерĕç, çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем пирки видеопрезентаци хатĕрлерĕç.
Ытти шкулсенчен килнĕ педагогсене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ М.С. Ильина саламларĕ. Ун хыççăн тĕрлĕ классенче вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç. Виççĕ, тăваттă, çиччĕмĕш классенче вĕренекенсем чăваш юрри- ташшисемпе савăнтарчĕç. Пиллĕкмĕшсем халăх вăййине кăтартса пачĕç. Эрехĕрри ял историйĕпе паллаштарнă хыççăн аслă классем ял гимне шăрантарчĕç.
Асăннă мероприяти витĕмĕпе республика шайĕнчи тăван чĕлхесен олимпиадинче çĕнтернисене саламларĕç, тăван халăха çутт а кăларнă искусствăпа наука тата ытти сферăри ĕçченсем пирки каласа пачĕç. Çавăн пекех концерт программине «Илем» чăваш халăх ансамблĕн репертуарĕнчи пултарулăх номерĕсем илем кÿчĕç.
Методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕн иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсем çавра сĕтел йĕркелерĕç. Унта ирттернĕ мероприятине сÿтсе явса хак пачĕç, тăван чĕлхене çĕнĕ федераллă стандартпа вĕрентессипе çыхăннă докладсемпе тухса калаçрĕç. Педагогсем тăван чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшпе малашне те тухăçлă ĕçлемелле тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.
Татьяна ФЕДОРОВА, чăваш тата удмурт чĕлхисене вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.
Ермеккей районĕ,
Эрехĕрри ялĕ.

Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Тăван чĕлхешĕн тухăçлă ĕçлемелле
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: