

Манăн тăван чěлхе – чăваш чěлхи, чи илемлě те чи çепěç чěлхе. Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗлхипе танлаштараҫҫӗ ӑна. Тăван чěлхе – чи хакли, вăл пирěн асатте-асаннесен, атте-аннесен чěлхи. Тăван чěлхепе тăван кěтес, тăван ял, тăван кил тачă çыхăнса тăраççě. Тăван тăрăхран хакли вара нимěн те çук. Ăçта çитсе курсан та, ăçта пурăнсан та тăван кěтес чи илемли, вăл яланах хăй патне туртать.
Мана мěн пěчěкрен аттепе анне тăван чěлхепе калаçма хăнăхтарнă. Хăйсем те килте ялан чăвашла калаçаççě, тăван чěлхепе тухакан хаçат-журнала илсе вулаççě, юрă-кěвě те чăвашлах янăрать килте. Шел пулин те, нумай чухне ачасем тăван чěлхерен вăтаннине курма пулать. Хамăр таврарах «Эсě чăваш чěлхипе мěн тăватăн?» тенине те илтетĕн. Ку сăмахсемпе эпě пěрре те килěшместěп. Çакă мана питě кулянтарать, чуна ыраттарать, тарǎхтарать. Ун пек шухăшлани йăнăш пулнине ăнлантарса пама тăрăшатăп. Хăвăн тăван чěлхӳнтен, юратнă аçу-аннӳ чěлхинчен нихăçан та вăтанмалла мар.
Пирěн чěлхе чăвашлăхпа çыхăнса тăрать. Чăвашлăх вăл – чăваш халăхěн ытарайми тумě, тěрри, чунтан çырнă сăвви, шăрантарса юрлакан юррипе илемлě ташши.
Хальхи вăхăтра эпир ěлěкхи йăла-йěркесене тěпчетпěр, тишкеретпěр, тěрлěрен конференцисене хутшăнатпăр. Электронлă майпа чăваш ачисемпе çамрăкěсен «Тантăш» хаçатне çырăнса илетпěр, Раççей Почтин уйрăмě урлă «Урал сассине» илсе вулатпăр. Вěсенче хамăр çырнă материалсене те тăтăшах пичетлесе тăраççě. Асăннă хаçатсем чăваш чěлхипе культурине упраса хăварассишěн, ăна аталантарассишěн нумай вăй хураççě.
Чăваш чěлхине малалла ярас ěçре пирěн аслă вěрентекенěмěрěн Иван Яковлевич Яковлевăн тӳпи пысăк. Вăл чăваш çырулăхне йěркеленě, шкулсем уçнă, тăван халăха çутта кăларассишěн тăрăшнă.
Пирěн чăваш халăхěн мухтанмалли чаплă çыннисем нумай: Константин Иванов, Çеçпěл Мишши, Петěр Хусанкай поэтсем, Андриян Николаев летчик-космонавт, Василий Николаев академик тата ыттисем те.
Çаплах тăван халăхшăн тăрăшнă ентеше - Авăркас тăрăхěнчи Юламан ялěнче пурăннă сумлă писателе, поэта А.С. Савельев-САСа та палăртса хăварас килет. Вăл – сăвăсемпе юрăсен, калавсеме повеçсен авторě. Унăн хайлавěсене ачасем те, аслисем те юратса вулаççě.
«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере?
Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,
Эп калăп пат:
Тăван чĕлхе!» тесе çырнă Савельев-САС пěр сăввинче. Çак йěркесемпе эпě те килěшетěп, тăван чěлхе вăл – чи хакли.
Чăваш чěлхи, чăваш халăхě ан пěттěр тесен пирěн, чăваш çыннисен, хамăр тăван чěлхене юратмалла, унран вăтанмалла мар. Хамăр хушăра чăвашла калаçмалла. Тăван чěлхепе çырнă кěнекесене илсе вулама ӳркенмелле мар, тăван юрă-кěвěрен ютшăнмалла мар. Хамăрăн культурăпа истори çинчен пěлмелле. Пирěн мăн асаттесем мěн чухлě хěн-хур, асап тӳссе ирттерсе чěлхене упраса хăварайнă. Халь пире ирěк çул туса панă. Пирěн тăван чěлхене упраса хăвармалла, манмалла мар ăна, малалла аталантарма тăрăшмалла.
Халăхăн вилěмсěрлěхě – унăн чěлхинче. Çакна кашни чăваш çынни ăнланма тата асра тытма тивěç. Чěлхе пĕтсен халăх та пěтет. Эпир чěлхене пěтерес пулсан мěн калěç пире мăн асаттесем? Упрар, юратар тӑван чӗлхемӗре.
Ольга НИКИТИНА, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн 4 курс студентки.
Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.