Урал сасси
+19 °С
Облачно
Тăван чĕлхе кунĕ
29 Апреля , 04:00

Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр

Чăваш чĕлхи кунĕнче, апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура çуртĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи» ятпа пĕрремĕш хут фестиваль иртнĕ. Ăна вырăнти чăвашсен Канашĕ (ертÿçи – Иван Павлов) район шайĕнче йĕркеленĕ пулсан та унта Пишпÿлекпе (Хушăлка) Çтерлĕ (Ямансас) районĕсенчи пултарулăх коллективĕсем те хутшăнма кăмăл тунă.

Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăрКашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр

Тăван чĕлхене тата хамăрăн патриарха Иван Яковлевич Яковлева, çавăн пекех Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕ тата Пушкăртстан Республикинчи Пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене халалланă уяв çÿллĕ шайра иртнине палăртмалла. Уява йĕркелекенсем пурĕ 39 заявка (276 çын) йышăннă. Фестиваль тĕрлĕ ÿсĕмри (шăпăрлансенчен пуçласа аслă ăру таран) чăваш хастарĕсене пухнă.

«Ялан янра, чăваш чĕлхи» фестиваль «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăхĕн гимнĕпе пуçланнă. Уяв хăнисене Мияки район администраци пуçлăхĕн çумĕ Андрей Яковлев, районти чăвашсен Канашĕн ертÿçи Иван Павлов, фортепиано тата вокал класĕн аслă категориллĕ преподавателĕ, республика, Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкурссен лауреачĕ Светлана Ходак саламланă.
Конкурс тĕрĕслевĕ ултă номинаципе иртнĕ: илемлĕ сăмах, вокал, ташă, йăла-йĕрке, декораципе ĕçлев ÿнерĕн ĕçĕсем тата наци апачĕсем. Малтанхи тăватă номинацине жюри членĕсем курав залĕнче (конкурсантсем сцена çине тухнă май) хак панă пулсан, юлашки иккĕшне - культура çурчĕн фойинче йĕркеленĕ куравсем вăхăтĕнче. Çак курава республикипе паллă Виталий Захаров шăпăрçă та хутшăннă. Кунта Виталий Николаевич хăй аллипе ăсталанă кĕвĕ инструменчĕсемпе паллашма пултарнă.

Пĕтĕмлетсе çакна каламалла – кашни халăх хăйне евĕр культурипе, йăли-йĕркипе уйрăлса тăрать. Çакă унăн пуянлăхĕ. Халăха пĕрлештерекенни вара тăван чĕлхе. Ăна кашни çемьере хаклама пĕлмелле, сума сумалла, упраса хăварса малалла аталантармалла. Çĕнĕ Хурамал ялĕнче иртнĕ пĕрремĕш фестиваль шăпах çак тĕллевсене пурнăçа кĕртрĕ тесе татса калама пулать.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.

Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Кашни çемьере тăван чĕлхе сумра пултăр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас