Урал сасси
+14 °С
Облачно
Тăван чĕлхе кунĕ
14 Сентября , 09:00

Давлекан тăрăхĕнче тăван чĕлхепе диктант çырнă

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Давлекан тăрăхĕнче пурăнакансем «Раççей – халăхсен çурчĕ» Пĕтĕм Раççейри диктант акцине хутшăннă.

Давлекан тăрăхĕнче тăван чĕлхепе диктант çырнăДавлекан тăрăхĕнче тăван чĕлхепе диктант çырнă
Давлекан тăрăхĕнче тăван чĕлхепе диктант çырнă

Çакăн валли районта тăватă лапам йĕркеленĕ: тĕп, ача-пăча, хула библиотекисен тата Чуюнчă-Николаевка ялĕнчи вулавăшĕнче. Вĕсенчен кашнинче тĕрлĕ чĕлхепе – вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш – диктант çырнă.

 «Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче тата РФ Халăхсен чĕлхисен кунне пурте пĕрле кунта пухăнтăмăр. «Раççей – халăхсен çурчĕ» Пĕтĕм Раççейри диктант пирĕншĕн пĕлĕве тĕрĕслемелли акци кăна мар, ун урлă эпир хамăр тымарсемпе  çыхăнма пултартăмăр. Пĕр ял çыннисем хумханса, чун хавалĕпе тăрăшса чăваш чĕлхипе тăван сăмахсене çырчĕç. Çак сас паллисенче халăхăн чунĕ упранать: асатте-асаннесен çивĕч ăс-тăнĕ, аннесем юрлакан сăпка юррисем, сĕтел хушшинче каласа паракан историсем. Темиçе çул иртсен тăван чĕлхепе çырасси çара ураллă ачалăха таврăнни евĕрех. Кунта кашни сăмах тин çеç пиçсе тухнă çăкăр тата çуллахи çаран пекех. Чылайăшĕ çак кун чăваш чĕлхин илемне, çемçелĕхне тепĕр хут хак пама пултарчĕ. Çапла тăрăшса çырнă хыççăн çыракансен пичĕ-куçĕсем савăнăçпа çиçсе çуталчĕç. Мĕнле те пулин йăнăш тунă пулсан та чи пĕлтерĕшли урăххинче. Эпир пирĕн чĕлхен чĕрĕ таппине, вăйне тата çепĕçлĕхне туйрăмăр.  Акцие хутшăнакан кашни çын ятлă сертификат илме тивĕçрĕ, аса илÿсен ытамне лекрĕ, тăван халăхăн пуян культурипе паллашма пултарчĕ. Диктантсене алăпа çырнă, ручкăсене ачасемпе мăнуксене панă май Раççей пирĕншĕн юратнă тата пĕтĕмĕшле кил пулса тăрать. Чĕлхене сыхласа хăварсан хамăра та сыхлăпăр», - тесе çырнă Чуюнчă-Николаевка вулавăшĕн ВКонтакте страницинче.

Ял çыннисем диктант çырнă хыççăн ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли чей хатĕрлеме пикеннĕ.

Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка ялĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас