Пур хыпар та
Тăван кĕтес
11 Сентябрӗн 2019, 13:15

Çăлкуçсем - çут çанталăк парни

Кашни çын хăй пурнăçĕнче пĕр хутчен те пулин çăлкуçран шыв ĕçсе курнă. Таса та тăрă, тутлă та сиплĕ шыва ытти шĕвекпе танлаштарма май çук. «Çăлкуç шывне сыпса куракан çĕр-аннерен вăй илнĕ» тенĕ ĕлĕк. Çавăнпа çынсем вĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ тата юратаççĕ.

Ăруран ăрăва çăлсене упрама, юратма вĕрентнĕ. Анчах юлашки вăхăтра эпир вĕсене тимлĕх уйăрма пăрахнă. Çĕр айĕнчен тапакан çăлсем çынсенчен пулăшу кĕтеççĕ. Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ялĕн çыннисем çăлкуçсене пăхса тăрассине хăйсем çине илнĕ. Вĕсем час-часах субботниксем йĕркелеççĕ, çăлкуçсене тата вĕсен тавралăхне çÿп-çапран тасатаççĕ.
Çак майпа ял çыннисем Тĕп (Центральная) урамри çăлкуçа йĕркене кĕртнĕ, ун çывăхĕнче канмалли кĕтес тунă. Халĕ кунта тăрăллă кану кĕтесĕ, унта сĕтелпе саксем пур. Вулавăш ĕçченĕ Лия Кириллова çакăнта ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Вăл çăлкуçсене сыхлама, тасатма, шыва упрама вĕрентет. «Шыв - çынсен пысăк пуянлăхĕ», «Çăлкуçсене упрани - Тăван çĕршыва пулăшни, çут çанталăк пурлăхне упрани» ăнланусене ăша хывма пулăшать.
Субботника хутшăнакансене пысăк тав туса палăртса хăварас килет. Вера Михайловапа Вера Горбунова, Елена тата Марина Степановасем, Вера Хасановапа Владимир Ефремов, Вера Антиповапа Людмила Дмитриева пек çынсем çинче ял пурнăçĕ тытăнса тăрать.
Çынсем çăлкуçсене упрани тăван кĕтесе, çут çанталăка юратнине пĕлтерет. Тăрă шыв тапакан вырăнсем пулас ăрусем валли парне вырăнне пулччăр.
Мария ГАВРИЛОВА.
Пишпÿлек районĕ.