Иртнĕ эрнере вун çичĕ килĕллĕ çĕре яхăн çын пурăнакан Дубровка 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа малтан Йĕсе (Уязы) юхан шывĕ урлă хывнă çĕнĕ кĕпере уçрĕç. Ялшăн кирлĕ объекта вырăнти халăх хапăл туса йышăнчĕ. Мĕншĕн тесен çак вăхăта çитиччен кĕрхи-çурхи, хĕллехи кунсенче яла автотранспортпа кĕрсе тухма питĕ те хĕн пулнă. Кивĕ йывăç кĕпер юхăнса юрăхсăра тухнă. Çавна пула ялăн вĕçĕнчен çаврăнса çÿреме тÿр килнĕ. Пиçсе çитнĕ ыйтăва ял халăхĕпе канашласа Давлетбай Уприванов хастар ĕç ветеранĕ пĕрре мар хускатнă. Тинех ăна татса панă. Çĕнĕ объект патшалăх хыснишĕн 4,7 млн тенке ларнă.
Савăнăçлă мероприятие район администраци пуçлăхĕ Ришат Актуганов уçрĕ. Вăл салам сăмахĕсенче пĕчĕк ялăн малашлăхĕ, кунта нумай ачаллă çамрăк çемьесем пуррине палăртрĕ. Дубровка çыннисен ятĕнчен сăмах Давлетбай Уприванов илчĕ. Вăл çĕнĕ кĕпершĕн строительсемпе республика пуçлăхне, район тата ял хутлăх администрацийĕсене тав турĕ. Ун хыççăн пухăннă халăх, савăнăçлă лару-тăрура уяв хăйĕвне каснă май, кĕпер урлă каçма кăмăл турĕ. Чи малтан вара ун урлă çамрăк велосипедистсем иртрĕç.
Ял юбилейĕн тĕп пайĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунинчен пуçланчĕ. Кунта 18 паттăрăн ятне çырса хунă. Сăмах май, палăка Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле хĕрÿ чĕреллĕ Давлетбай Тимербаевич çине тăнипе, хăйĕн укçи-тенкипе лартнă. Савăнăçлă уяв концерчĕ те асăну палăкĕпе юнашарах иртрĕ. Юрă-кĕвĕпе черетленсе тухса калаçакансем, саламлакансем йышлă пулчĕç.
Район администраци пуçлăхĕ Ришат Актуганов ватти-вĕттине юбилей ячĕпе саламланă май, ĕçре палăрнă Алевтина Байбулдина, Юрий Антонов, Сергей Павлов, Давлетбай Уприванов юлташсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Вырăнти Пысăк Каркалă ял хутлăх администраци пуçлăхĕн Азат Хамидуллинăн та каламалли, пухăннă халăха савăнтармалли чылай пулчĕ. Чăн малтан вăл ял Канашĕнчи депутатсен йышăнăвĕпе паллаштарчĕ. Тăван Дубровка ялĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тата пархатарлă ĕçсем тунăшăн Давлетбай Тимербаевич Уприванова «Дубровка ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята панă. Çак пулăм историре пуçласа пурнăçа кĕнĕ. Çавăн пекех Азат Вазихович ялти чи хăтлă кил-çурт хуçине Алевтина Байбулдинана, чи çамрăк ял çыннине тăваттăри Полина Антонована, чи аслине 103 çулхи Ксения Михайловна Сергеевана, нумай ачаллă Сергейпе Наталья Сергеевсен çемйине саламларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ.