Аслă Çимĕк уявĕ умĕн çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 35 çула çитичченхи çамрăксен ушкăнĕ юратнă тăван тăрăхне тĕлĕнмелле парне турĕ - яла пырса кĕнĕ çĕре «Эпĕ Тимеш ялне юрататăп» стела вырнаçтарчĕ. Конструкцине питĕ тĕплĕ, çирĕп материалсемпе усă курса ăсталанă. Çак илеме Николай Яковлев, Юрийпе Сергей Никитинсем, Владиславпа Владимир Трофимовсем, Владимир Михайлов, Анатолий Андреев, Иван Филиппов хăйсен ирĕкĕпе, чунĕ хушнипе туса лартрĕç. Тимешĕн пархатарлă çамрăкĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ, вĕсем - чи лайăх мăшăрсемпе аттесем. Мăшăрĕсемпе, ачисемпе час-часах хăйсем çуралнă кĕтесне килсе çÿреççĕ. Ачисем те хăйсем пекех ырă кăмăллă. Акă нумай та пулмасть волонтер юхăмне хастар хутшăнса ял варринчи пусă таврашне тирпей-илем кĕртрĕç. Ачасем хăйсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă юлчĕç. Мĕншĕн тесен тасалăхпа тирпейлĕх – ял çыннисен, унăн хăнисен сăн-пичĕ. Эпир, Тимеш ялĕнче пурăнакансем, яла пысăк парне тунă çамрăксене, вĕсен ачисене чĕререн тав тăватпăр. Тăван тăрăха хисеплекен ăру çитĕннĕшĕн тем пекех савăнатпăр.