Республикăри 68-мĕш номерлĕ çут çанталăк палăкĕ пулнă май ăна хăй вăхăтĕнче хуралланă та. Ун йĕри-тавра илемлĕ карстлă вырăн сарăлса выртать. Çĕр хăвăлĕ шкул, район, республика шайĕнчи турист слечĕсем ирттермелли юратнă вырăн пулнă. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çурт-йĕр материалĕсем тупас тесе чулсене взрывпа аркатнине пула çут çанталăк палăкĕ çеç мар, наука тĕпчевĕсен объектне те тĕп тунă.
Çĕр хăвăлĕ вар тĕпĕнче вырнаçнă. Вăл виçĕ пайран тăрать: кĕмелли шăтăк тата икĕ зал. Залсене «çавра тăрăлли» тата «хрустальнăй» тесе ят панă. Çавра тăрăлли 8х10 м пысăкăш, çÿллĕш 3,5 метр. Хрустальнăй - цилиндр евĕр, 7х11 м пысăкăш, çÿллĕш 8 метр. Июнь уйăхĕнче сывлăш температури тулта +22 пулсан, хрусталь залра -40 . Пăр хулăнăшĕ çур метра çитет. Кунта чул хушшипе чупакан, куç умĕнче карст хушăкне кĕрсе çухалакан çăлкуç юхнă. Хрусталь залăн маччинчен пăрлашкасем (сосульки) тата сăрт-ту хрусталĕ евĕр пĕчĕк кĕпçесем (трубочки) çакăнса тăнă. Пысăках мар уçлăхра тĕрлĕ минералсен мулĕ - ту-сăрт хрусталĕ (горный хрусталь), уйăх чулĕ (лунный камень), яшма, слюда, гипс - пулнă. Çакăнтах икĕ мамонт шăлне (бивни) тупнă, вĕсем ялти шкулта упраннă. Меселпуç шкулĕнче музей уçсан, ун заведующийĕ Исаак Никитин ыйтнипе мамонт шăлĕсене меселпуçсене панă.
Авалхи чулсем нумай легендăсемпе иртнĕ пулăмсем çинчен каласа пама тивĕç. Сĕм авал çĕр хăвăлĕсем çут çанталăкăн хаяр пулăмĕсенчен, тискер кайăксенчен пытанмалли, çынсен пурăнмалли вырăнсем пулнă. Вĕсем çынсене çут çанталăкăн этем ирĕкне пăхăнман тата Çут тĕнче вăйĕсене пăхăнтаракан, ÿкĕнĕç патне илсе килекен вырăнсем шутланаççĕ. Халĕ те кунта кĕлĕ вулаççĕ, сăваплă йăла-йĕркесем ирттереççĕ. Пĕлекенсем ĕлĕк пушкăрт пăлхавçисен восстанийĕ вăхăтĕнче хастар пушкăрт салтакĕсем патша çарĕсенчен çак çĕр хăвăлĕнче пытаннине калаççĕ. Саппас тухмалли вырăн çĕр хăвăлĕнчен пĕр çухрăмра карст путăкĕнче пурри те паллă. Ватăсем каланă тăрăх, Граждан вăрçи вăхăтĕнче пуян çĕр улпучĕсенчен, фабрика хуçисенчен туртса илнĕ ылтăна çакăнта пытарнă.
Хальхи вăхăтра çут çанталăк палăкĕсене патшалăх тĕрĕслесе тăрать. Вĕсене сыхлама, упрама чылай укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Анчах та Пишкайăнти çĕр хăвăлĕ темшĕн вĕсен шутне кĕмест.