Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
27 Ноябрӗн 2019, 13:34

Пĕрлехи истори йĕрĕпе

Эпир, чăвашсем, чылай чăваш ялĕн официаллă, вырăсла илтĕнекен ячĕсемсĕр пуçне хамăрла, чăвашла, илтĕнекен ячĕсем те пуррине тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ. Пирĕн Федоровка районĕнче те çаплах. Сăмахран, эпĕ пурăнакан ял Веселовка ятлă пулсан, ăна эпир Кинчеккей тетпĕр. Пирĕн ял 1927 çулта кÿршĕ Ашкатар ялĕнчен уйрăлса тухнипе пуçланса кайнă. Унăн 90 çулхи юбилейне эпир виçĕм çул анлăн та чаплăн уявларăмăр. Кинчеккей ялĕ умĕнхи истори вара çапла пуçланнă.

1760 çулта Атăл тăрăхĕнчен кунта куçса килнĕ чăвашсен пĕр ушкăнĕ, пушкăртсемпе тата пушкăрт çĕрĕсене маларах сутăн илнĕ Б.Бестужев отставкăри майорпа сăмахпа калаçса килĕшсе, Иргизлăпа Куганак çырмисем хĕрринче Урак тата Куганак ялĕсене пуçарса янă. Вĕсем Ĕпхÿ хулинчен кăнтăралла тăсăлакан Нукай тăрăхĕнче вырнаçнă. Анчах 1780 çулсенче Уракпа Куганак чăваш ялĕсен çĕрĕсене И.С. Твердышев вырăс промышленникĕ сутăн илнĕ те чăвашсен пурăнма урăх çĕр шырамалла пулнă. Вĕсем унтан урăх вырăна куçса кайнă. Чăвашсем пурăннă ялсене 1783 çултанпа Покровка тата Куганак тесе çыра пуçланă. Халĕ те çапла çырăнаççĕ вĕсем. Унтан кайнă чăвашсем 1787 çулта Çтерлĕ тăрăхĕнчи Юрматă вулăсне кĕрекен Тятигач тюба çĕрĕсем çинче юхса выртакан Ашкатар юхан шывĕ хĕрринче Кирюшкино (Ашкатар) ялне пуçарса янă.

Вăл вăхăтра хальхи Ишимбай хулине кĕрекен Шуратăл çырми леш енче вырнаçнă Кинзекей пушкăрт ялĕн çĕрĕсем питĕ анлăн тата инçете сарăлса выртнă. Вĕсем пирĕн района кĕрекен Чăтăрман пушкăрт ялĕ таран тата унтан та инçетерех - Ашкатар ялĕ еннелле тăсăлнă. 1904 çулта Ашкатар чăвашĕсен пĕр ушкăнĕ Ашкатар ялĕнчен темиçе çухрăмри Хурамал юхан шывĕ тăрăхĕнчи вăрман çумĕнче вырнаçнă 165 теçеттин çĕре Кинзекей ял пушкăрчĕсенчен илет. Ку çĕр Кинзекей пушкăрт ялĕн 3-мĕш пушă çеçен хир лаптăкĕ пек шутланнă. Асăннă çĕрсем каярахпа - 1927 çулта Ашкатартан уйрăлса тухнă çĕнĕ ялăн çĕрĕсем пулса тăнă та. Çĕнĕ ялăн официаллă ятне яла çĕр виçсе панă Башнаркомзем ĕçченĕн П.П. Веселов хушамачĕпе çыхăнтарнă. Чăвашсем вара ăна Кинзекей пушкăрт сăмахне чăвашлатнă, Кинчеккей сăмахпа ят панă.

Çакна пĕлсе эпир, Кинчеккей ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан В.М. Ерохин таврапĕлÿçĕ, Федоровка ялĕнче пурăнакан А.Н. Русаков çыравçă тата çак йĕркесен авторĕ, кăçалхи октябрь уйăхĕнче Ишимбай районĕнчи Кинзекей пушкăрт ялне çитсе куртăмăр. Унти çынсемпе курса паллашрăмăр, калаçрăмăр. Ишимбай хули енчен ял патне çывхарнăçемĕн, Кинзекей ялĕ пирĕн Кинчеккей пекех хитре те илемлĕ, çÿллĕ мар тусем çумĕпе юхса выртакан пĕчĕкçĕ çырма çумĕнче вырнаçнине асăрхарăмăр. Ял темиçе урамран тăни курăнчĕ. Çурчĕсем хăтлă, урамĕсем тирпейлĕ те таса. Анчах ял хĕрринчи кивелсе пĕтнипе ишĕлсе ларакан ферма çак яла та иртнĕ ĕмĕрĕн пăтăрмахлă 90-мĕш çулĕсенче çĕршыври ытти нумай ялсем пекех йывăр шăпа килсе çапнине кăтартрĕ. Ял варринче магазин, мечĕт, клуб, библиотека, шкул пур. Вĕсем пурте паянхи кун ĕçлеççĕ. Çынсем каланă тăрăх, ялта 100 килĕ, вĕсенче 280 çын пурăнать. Ялта виçĕ урам - 1-мĕш май, Çырма тата Çамрăксен ятлисем. Ял витĕр Шуратăл юхан шывĕ еннелле пĕчĕкçĕ Аси-елга, Аман çырмисем юхаççĕ. Ял хĕрринчи çÿллĕ тăва Сыер сак - Юрату тăвĕ тесе ят панă. Унта халĕ те çамрăксен вăййисем, халăх уявĕсем иртеççĕ иккен.

Библиотека заведующийĕ Руфина Миниахметовна Ильясова пире ял пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Ялти таврапĕлÿçĕ, Райхана Явдатовна Ягудина вĕрентекен ял историйĕпе паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕ тăрăх, яла 1761 çул элле хальхи Ишимбай районĕнчи Петровка ялĕ вырăнĕнчен, элле хальхи Çтерлĕпуç районĕнче вырнаçнă Карагай ялĕнчен куçса килнĕ Кинзекей Суюндуков пуçарса янă. Çынсем малтан юртăсенче пурăннă, каярахпа çуртсем хăпартнă. Патшана хирĕç пушкăрт пăлхавĕсене хутшăннăшăн Кинзекей ялне темиçе те çунтарса янă, çыннисене репрессиленĕ. Кинзекей пушкăрчĕсен çĕрĕсем нумай пулнă, вĕсене хуçисем арендăна панă, сутнă е çĕрсем пушă ан выртчăр тесе çĕнĕ ялсем никĕсленĕ. Совет саманинче кунта «Агидель» колхоз, каярахпа СПК «Маяк» пулнă. Хальхи вăхăтра Кинзекей çыннисем вырăнти фермер патĕнче, Çтерлĕпе Салават, Ишимбай хулисенче, Çурçĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ.

Калас сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, Кинзекей ялĕпе унăн çыннисем пире килĕшнине палăртмалла. В.М. Ерохинпа А.Н. Русаков ял библиотекине хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Малашне Ишимбай районĕнчи Кинзекей ялĕпе Федоровка тăрăхĕнчи Кинчеккей ялĕсем хушшинче туслă çыхăнусем аталанасса шанас килет. Çакăн пек пулма пире икĕ ялăн пĕрлехи истори пулăмĕсемпе сăлтавĕсем хистеççĕ.

Петр Русаков, таврапĕлÿçĕ.

Федоровка районĕ, Кинчеккей ялĕ.
Читайте нас: