Ĕлĕк çын çăл шывĕ ĕçсессĕн çĕртен вăй туянать тесе шутланă. Халĕ те çынсем çăлкуç патне вăй-хăват пухма çÿреççĕ. Мияки çĕрĕ çинче нумай вырăнта шыв шăнкăртатса юхнă, çĕр ăшĕнчен çăлкуçсем тапса тăнă вăхăтсем пулнă. Çын хăйне çут çанталăк хуçи тесе шутлама тытăннăранпа нумай та вăхăт иртмен, çăлкуçсем типсе ларма, çÿп-çап айне пулма ĕлкĕрнĕ. Çут çанталăк хăйне кÿрентерекене тавăрма шутланă: çăлсем типме, шывсем çухалма тытăннă. Анчах тĕнче ырă та тÿрĕ чунлă çынсемсĕр мар. Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче те пур ун пек хастарсем. Çак лару-тăрăва лăпкăн пăхса тăрайман, çăлсем малтанхи пекех шăнкăртатса юхчăр текен çынсем ялта нумайрах пурăнаççĕ. Тăван тăрăхне хăнана килсе çÿрекенсем хушшинче те пур ун пеккисем.
Ĕç-пуç вара акă епле пулнă. Ырă кăмăллă та пуçаруллă «Нива» СПК председателĕ Александр Петров ял çывăхĕнчи çăлкуçсене çÿп-çапран тасатма тытăннă, хăйĕн ĕмĕчĕсене ял çыннисене те уçса панă. Хăйпе пĕр шухăшлисем сĕнĕве ырласа йышăннă. Çавăн хыççăн тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта, ту, вăрман, кÿлĕ çывăхĕнче тапакан çăлкуçа тасатас, ун таврашне тирпей-илем кÿртес, çут çанталăк палăкне çынсемшĕн хăтлăрах тăвас ĕç пуçланнă. Сăваплă ĕçе хутшăннă çынсене уйрăмах палăртас, тав тăвас килет. Çав шутра «Рябинушка» вокал ушкăн хастарĕсемпе вĕсен çемйисем: Э.В. тата З.Ф. Ефремовсем, Р.В. тата Ю.М. Михайловсем, Т.Н. тата В.К. Григорьевсем, В.С. Леонтьева, Е.Н. Сергеева, З.Г. Филиппова, И.Р. Филиппова, Н.И. Семенова, З.К. Чуркина, М.П. Трофимова, В.И. Яковлева, В.Г. Отставнова, Герасимовсем, М.К. Никитина, В.Н. Иванова, З.Р. Ягафарова, Р.Н. Кузьмина, Г.Р. Батырова, Д.Ф. Меркулова, С.Г. Ефремова, Л.Н. Яковлева, Ф.Н. Леонтьев, В.И. Чуркин, В.Н. Алексеев, А.Р. Султанбеков, Ф.Г. Савельев тата ыт.те. Çавăн пекех Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă, апла пулин те ялшăн сахал мар ырă ĕç тăвакансене те – Сергей Никитина, Сергей Петрова, Алексей Андреева, Владислав Трофимова – тав сăмахĕ калас килет.
Çÿлерех асăннă ял хастарĕсем тăрăшнипе çăлкуç Тимеш ялĕн илемĕ пулса тăчĕ. Вăл ял çыннисене те, унăн хăнисене те хăйне евĕрлĕхпе илĕртет. Унăн техĕмлĕхне вара çăлкуçĕнчен пĕр ывăç шыв ăсса илсе çăвар патне илсе пырса тутанса пăхсассăн пĕлме пулать. Тĕлĕнмелле тасалăхпа уйрăлса тăракан шыва ас тивсе пăхăр. Унран пурнăç шăрши тата тути кĕрет.
Татьяна ЯКУШЕВА
Мияки районĕ,
Тимеш ялĕ.