Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
16 Майӑн 2023, 13:00

Кашни ялăн çыннăни пекех хăйĕн шăпи

Пишпÿлек районĕнче 100 çул каярах, Кистенлĕ ялĕнчен уйрăлса тухса, çĕнĕ вырăнта, уйрăм çамрăк ушкăн çĕнĕ пурнăç пуçласа янă.

Кашни ялăн çыннăни пекех хăйĕн шăпи
Кашни ялăн çыннăни пекех хăйĕн шăпи

1922 çулта хресчен çыннисене пурнăçра мĕн кирли, суйласа илнĕ вырăнта пурте пулнă: таса çăлкуçсем виçĕ çĕрте шăнкăртатса тапса выртнă, çĕр ĕçĕ тума паха çĕрлĕ уй-хирсем йĕри-тавра сарăлса выртнă. Яла хÿтĕлеме пĕр енчен тăвайкки, тепĕр енчен çăра вăрман пулнă. Вăрманта вара ытларах çитĕннĕ юман йывăççисем кашласа ларнă. Çавăн пирки ялта пурăнакансем юратса унăн ятне Юманлăх тенĕ. Тĕрĕссипе, хутсем тăрăх, ялăн ячĕ Александровка. Ăна Юманлăха никĕслекен Александра асра тытса çапла çыртарнă.
Паллах, çĕр çул хушшинче Юманлăх ялĕнче хĕн вăхăтсем те, хуйхă-суйхă та, савăнăçлă та телейлĕ тапхăрсем те пулнă. Çак яла куçса килнисем тата кунта çуралса ÿснисем тĕнчере пулса иртнĕ пулăмсене пурне те тутанса пăхнă. Ял-йыш хушшинче аллисене хуçлатса ларакан çынсем пулман, пурте тăрăшса, пĕтĕм вăй-хăватпа ĕçленĕ. Çĕр çынни пĕр вăхăтрах колхозри, кил-çуртри ĕçсене туса ĕлкĕрнĕ. Тата йышлă ачи-пăчине юратса, чун-чĕрен ăшшипе пăхса ÿстернĕ.
1960-1970 çулсенче ку ялта 60 килĕччĕ, кашни çемьере виçшер те тăватшар ача çитĕнетчĕ. Вăл вăхăтра паянхи пек ĕç ыйтăвĕ те çивĕч тăман, ял халăхĕ тăрăшулăхпа, пуçарулăхпа уйрăлса тăнă. Ĕçре палăрнисене ун чухне Хисеп хучĕсемпе тата укçан премисемпе палăртнă. Çапла майпа çыннăн ĕçлес кăмăлне çĕкленĕ.
Çав çулсенче Юманлăхри пан улми-çырла пахчи хăйĕн пуянлăхĕпе таврари çынсене илĕртнĕ. Пишпÿлек районĕнче Юманлăхри пахчана пĕлмен çын питĕ сахал пулнă пулĕ тесе шутлатăп. Унăн тутлă та сĕтеклĕ çимĕçĕсене чылайăшĕ ас тивсе пăхнă, çулсерен кунта килсе çÿреме тăрăшнă.
Шел, çак сăмахсене паян иртнĕ вăхăтра аса илме тÿр килет. Çавна пулах пуçра çак хурлăхлă сăвă йĕркисем çуралчĕç. Хисеплĕ вулаканăм, вĕсемпе сана та паллаштарма кăмăл пур. Тархасшăн.
Çунать чĕре
Ялăн 100 çулне халалласа
Çак тăрăхри çĕре-шыва савса та юратса
Хастар çынсем куçса килнĕ Юманлăха.
Мĕншĕн пилленĕ-ши сана çапла шăпа –
Паянхи кун тăрса юлтăн эс тăлăха?
Юманлăха çĕклес тесе ял-йышсем,
Хастар та паттăр вăй-хăватлă çынсем,
Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкса
Илемлĕ ял, телейлĕ пурнăç тунăччĕ кунта.
Ах, çунать чĕре çак ял арканса килнĕ май!
Асăмра çеç тăрса юлчĕ ыр самана,
Анчах та эсĕ пирĕн чĕресенче ялан –
Çăлкуçусем тăраç пире хăват парса.

Кашни çулах кунта килĕ илемлĕ май,
Çеçке çурса ларĕç улмуççисем садра,
Шăпчăкĕсем юрлĕç çунат çапса,
Сип-симĕс тăрĕç юмансем çулçă çурса.
Анчах та çак илемпе савăнакан
Тата шăпчăк сассине итлекен,
Вĕçен куккукпа калаçма тăрăшакан,
Пĕр çын та юлмĕ çакăн пек тĕнче тăрсан.
Ах, çунать чĕре çак ял арканса килнĕ май!
Асăмра çеç тăрса юлнă ыр самана.
Анчах та эсĕ пирĕн чĕресенче ялан,
Çăлкуçусем тăраç пире хăват парса.

Эпир мĕн ачаран çаран чупнă сукмаксем,
Часах хупланса ларĕç ешĕл курăкпа.
Мăн асаттесем, аттесем тунă ырлăхсем
Пĕтсе килеççĕ – пулмасть пуль хăтарса.
Кил картисем пушанса юлчĕç, питĕ шел,
Паттăр хуçисене кăвак пĕлĕте илнĕрен.
Мĕнле тупар яла хăтарма кирлĕ мел,
Юманлăх ячĕ упрантăр ялан тесен?
Ах, çунать чĕре çак ял арканса килнĕ май!
Асăмра çеç тăрса юлнă ыр самана.
Анчах та эсĕ пирĕн чĕресенче ялан,
Çăлкуçусем тăраç пире хăват парса.

Чун-чĕререн шанас килет урăххине:
Саманасем улшăнĕç-ха лайăх енне.
Эпир кунта килсе çÿреймен хушăра,
Мăнуксен урисем пусĕç çак çĕр çине.
Илемлĕ сăн кĕрĕ кунти тăван ене,
Çĕнетĕç килкартисемпе анкартине.
Çавăн чухне, çĕн вăй-хăват туянса,
Тапма тытăнĕ Юманлăхăн хĕрÿ чĕри.
Ах, çунать чĕре çак ял арканса килнĕ май!
Асăмра çеç тăрса юлнă ыр самана.
Анчах та эсĕ пирĕн чĕресенче ялан,
Çăлкуçусем тăраç пире хăват парса.
Вера ИВАНОВА.
Пишпÿлек районĕ.

Кашни ялăн çыннăни пекех хăйĕн шăпи
Кашни ялăн çыннăни пекех хăйĕн шăпи
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: