Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
1 Ноябрӗн 2023, 09:05

Кекен шкул историйĕнчен

1888 çулхи январь уйăхĕнче Пелепей уесĕнчи халăх училищисен инспекторĕ Михаил Попов Эрĕнпурти вĕрентÿ округне Тÿртÿллĕ, Çĕнĕ Ситек, Кистенлĕпуç, Кекен, Курманзы-Петровка, Суккул ялĕсенче чăвашсем валли вак халăх ачисен пуçламăш училищисене, Бакалăра тĕне кĕнĕ тутарсен чиркÿпе прихут училищине уçма ирĕк ыйтса 9439 № çыру ярать.

Кекен шкул историйĕнчен
Кекен шкул историйĕнчен

Çÿлерех асăннă чăваш ялĕсенче училищĕсем уçни вак халăхсене мăсăльман тĕнĕн витĕмĕнчен упрĕ, православи патне туртăнма пулăшĕ тесе шутланă.
Çапла майпа 1888 çулхи октябрь уйăхĕнче Кекенте училище уçăлнă. Чи малтан унта 10 арçын ача вĕреннĕ. Сакăр çул хушши Кекенти халăх училищи уйрăм çынсен хваттерĕсенче, 1896 çулччен, вырнаçнă. Ватă çынсем çирĕплетнĕ тăрăх, училище Алексей Филипповăн, Матвей Афанасьевăн, Федор Сергеевăн тата ыттисен хваттерĕсенче ĕçленĕ. Хресченсен шкул валли тесе уйăрнă çурчĕсем гигиена тата педагогика тĕлĕшĕнчен тивĕçтермен. Земство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1896 çулта Кекен ялĕнче халăх училищин çуртне туса лартнă. Шкул çуртне тата хуралтисене хăпартас ĕçе çак ялта пурăнакан хресченсемпе Александр Никонорович Иванов вĕрентекен хастар хутшăннă. Шкул çурчĕ виçĕ пÿлĕмлĕ пулнă: класс, ăшă коридор тата учитель хваттерĕ. Халĕ асăннă çуртра краеведенипе литература музейĕ вырнаçнă. Унта асăну хăми те çакнă. ПАССР Министрсен Канашĕпе Культура министерствин йышăнăвĕ тăрăх, ăна истори палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Шкул çурчĕсĕр пуçне хуçалăх хуралтисем те, тимĕрпе витнĕ лаша, ĕне витисем, утă хумалли аслăк, нÿхреп тунă. Территорие чул карта тытса çавăрнă, йĕри-тавра хурăнсем лартнă. Картишне эрешлĕ чул хапха витĕр кĕрсе çÿренĕ. Шкулпа ун картишĕнчи хуралтăсем ялта чи лайăххисем пулнă, вĕсем хресченсемшĕн тĕслĕх шутланнă.
1901-1902 çулсенче училищĕре Евгения Николаевна Иванова Чĕмпĕрти учительсене хатĕрлекен шкул выпускникĕ ĕçленĕ. Çав çулсенче кунта унăн пĕртăванĕн ывăлĕ Константин Иванов (каярах чăваш литература классикĕ, талантлă педагог, художник, фотограф) вĕреннĕ.
1906-1917 çулсенче шкулта ачасенеТимофей Яковлевич Полозов пĕлÿ панă. Октябрь революцийĕ хыççăн вăл Мияки районĕнчи вулăс ĕçтăвкомĕн çар комиссариатне ертсе пынă.
1917-1918 вĕрентÿ çулĕсенче учитель пулса Мария Васильевна Иванова Чĕмĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкул выпускникĕ, К.В. Ивановăн тăван йăмăкĕ тăрăшнă. Хăй ĕçĕнче вăл пиччĕшĕн идейисене пурнăçа кĕртнĕ, кружоксем, походсем, экскурсисем йышши вĕрентÿпе воспитани мелĕсемпе усă курнă. 1918 çулхи июль уйăхĕнче яла Чехословаки мятежникĕсем йышăннă. Вĕсем кулакпа буржуази влаçне йĕркеленĕ, ял çыннисене шуррисен çарне мобилизацилеме пуçланă. Ялта пурăнакансенчен пĕр пайĕ мобилизацинчен тарса вăрмансенче пытанса пурăннă, нумайăшĕ Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Чехословаксен переворочĕпе усă курса вырăнти кулакпа буржуази влаçĕ Хусанти учительсен семинарине васкавлă вĕренсе пĕтернĕ патша çарĕн прапорщикне Михаил Власович Власова учитель пулма çирĕплетнĕ. 1919 çулхи апрель уйăхĕн 13-мĕшĕнче Кекен ялне колчаксем ярса илнĕ. Шуррисем шкулта лазарет йĕркеленĕ. Ялта колчаксем хуçаланма пуçласан Власов вĕрентекен çухалать, вăл шуррисен ретне тăрать. Ун вырăнне Пелагея мăшăрĕ юлать. Анчах унăн ятарлă педагогика пĕлĕвĕ пулман. Пелагея Власован ĕçне Федор Максимов йышăнать. Каярах Федор Петрович Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи чăвашсем хушшинче паллă парти тата совет ĕçченĕ пулса тăрать, совет влаçĕ йĕркеленнĕ тата ура çине тăнă вăхăтра РКП (б) Пушкăрт обкомĕн чăваш секцийĕнче, Башсельбанкра инструктор пулса тăрăшать. Вăл вăхăтра пĕлÿ çурчĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш шкул шутланнă. Унта тăватă класс таран вĕрентнĕ. Вĕрентÿ ĕçне вырăс тата чăваш чĕлхисемпе илсе пынă. Занятисем ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă. Шкулта пĕр учитель икĕ класа вĕрентнĕ. Пĕрремĕш уйрăмра 25 арçын ача та 20 хĕр ача, иккĕмĕшĕнче – 14 арçын ача, икĕ хĕр ача пулнă. Пурĕ – 61 вĕренекен.
1925-1926 вĕренÿ çулĕсенче учитель пулса Петр Андреевич Чайкин ĕçленĕ. Вăл халăх, уйрăмах çамрăксем хушшинче, хастар пулнă. Пур пухусемпе комсомол собранийĕсенче туха-туха калаçнă.
1929-1930 вĕренÿ çулĕсенче шкулта Уралçум чăваш педучилищин выпускникĕ, К.В. Ивановăн ашшĕн аппăшĕ Калиста Викторовна Викторова, вĕрентнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл Пушкăрт патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ.
1930-1931 вĕренÿ çулĕсенче учитель пулса çамрăк та хаваслă Дмитрий Васильевич Антонов ĕçленĕ. Ачасем ăна питĕ кăмăлланă. Тĕп предметсемсĕр пуçне вăл рисовани, юрă, физкультура урокĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Çав вĕренÿ çулĕнчен шкула тăватă комплектлă тунă. Унта тăватă учитель ĕçленĕ.
1931-1932 çулсенче вăй хунă Ксения Антоновна Патраева шкулта пуçласа пионер дружини йĕркеленĕ. Хăйĕн хĕрлĕ тутăрне диагональ евĕр касса Александра Семеновапа Григорий Елизаров мăйĕсене галстуксем çыхнă.
Вăрçă умĕн Кекенри пуçламăш шкулта учительсем пулса Петр Гаврилович Акимов, Иван Петрович Булатов, Кирилл Дементьевич Андреев, Арсентий Николаевич Антонов, Тихон Федорович Герасимов (манăн атте), Александр Павлович Кириллов, Протасий Кузьмич Кузьмин, Клавдий Петрович Константинов, Моисей Николаевич Тарасов, Василий Кириллович Петров, Валентина Ивановна Антонова, Александра Николаевна Матвеева тата ыт.те ĕçленĕ.
1941 çулта пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи тапăннă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче ялтан 120 çынна мобилизациленĕ, тăватă çул хушшинче – 171 çынна. Фронта вĕрентекенсем те – А.А. Матвеев, С. Ф. Филиппов, К.А. Матвеев. Ф.И. Никитин, К.Ф. Сергеев, Н.И. Андреев, А.С. Степанов тата ыттисем те – кайнă.
1952 çулта Кекен ялĕнче çичĕ класлă шкул уçнă. Директорне Пушкăрт патшалăх учительсен институчĕн выпускникне К.А. Матвеева çирĕплетнĕ. 1986 ç. ялта 1932 ача вĕренмелĕх икĕ хутлă шкул хăпартнă. 1990 ç. Кекенри сакăр класлă шкула тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкул туса хунă,1995 ç. – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. 2011 çултан – Кекенри тулли мар пĕлÿ паракан Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал шкулĕн филиалĕ.
Мелания НИКИФОРОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Мияки районĕ.

Кекен шкул историйĕнчен
Кекен шкул историйĕнчен
Кекен шкул историйĕнчен
Кекен шкул историйĕнчен
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: