Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
28 Майӑн , 11:50

Янăшмасен хăнасене кăтартмалли илемлĕ вырăн пур

Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене тухса çÿренĕ май тавралăх илемĕпе киленетпĕр, тирпей-илем кĕртнĕ обществăлла вырăнсене хамăрăннисемпе танлаштаратпăр. Пушкăртстанăн кашни районĕнче хăйĕн илемĕсем, уйрăмлăхĕсем пур. Ермеккей районĕнче те курса савăнмалли вырăнсем чылай.

Янăшмасен хăнасене кăтартмалли  илемлĕ вырăн пур
Янăшмасен хăнасене кăтартмалли илемлĕ вырăн пур

Асăннă тăрăхри Янăшма ялĕ «Шурă чулсем» ятлă вырăнпа паллă. Виçĕ çул тăршшĕ ял çыннисем çăлкуçсем тухакан вырăна тирпей-илем кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Пуçару ушкăнне Василий Петров, Викторпа Елена Тихоновсем, Алена Никитина, район администрацин ĕçченĕсем кĕреççĕ.
Чи малтан ял çыннисемпе администраци ĕçченĕсем çăлкуçсен территорине тасатас тĕллевпе субботниксем ирттернĕ. Ял хастарĕсем пĕве пĕвеленĕ, çăлкуçсене тасатнă, сенкер чăрăшсем, беседка лартнă.
2023 çулхи март уйăхĕнче вырăнти Вырăс географи обществин уйрăмĕ тата районти Хĕрарăмсен канашĕ тăрăшнипе «Родники РГО» Раççей шайĕнчи конкурса заявка панă. Финала тухнă «Шурă чулсем» çăлкуç 100 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех асăннă вырăна тирпей-илем кĕртме Янăшма тата Суккул ял хутлăхĕн çыннисем укçа-тенкĕ пуçтарнă. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ те пулăшу уйăрнă. Ермеккей районĕнчи çул çÿревçĕсен клубĕ те çак ĕçе тÿпе хывнă, 4400 тенкĕ укçа пухса панă.
Пухнă укçапа Сĕвенче çырми урлă каçма кĕпер хывнă, выльăх-чĕрлĕх кĕмессе карта тытнă, информаци стенчĕ хатĕрленĕ, картлашкаллă тимĕр пусма валли материал туяннă. Апрель-май уйăхĕсенче территорие çÿп-çапран тасатас, тимĕр пусмана вырнаçтарас, сăрăпа сăрлас, чечек клумбисене тирпейлес ĕçсене пурнăçлас тесе ял çыннисем кунсерен субботниксем ирттерчĕç.
Çулла çак илемлĕ вырăна килсе курас текенсем чылай пулĕç. Унта кайăксен юррисене, çăлкуçсен шăнкăр-шăнкăр сассисене итлеме, уçă сывлăшпа сывлама, тавралăхпа киленме, çут çанталăк ытамĕнче пĕтĕм кĕлеткепе тата чунпа канма май пур.
Энже ШАФИКОВА,
Ермеккей район администрацин аналитикăпа информаци секторĕн ертÿçи, пуçару ушкăнĕн пайташĕ.

Янăшмасен хăнасене кăтартмалли  илемлĕ вырăн пур
Янăшмасен хăнасене кăтартмалли  илемлĕ вырăн пур
Янăшмасен хăнасене кăтартмалли  илемлĕ вырăн пур
Янăшмасен хăнасене кăтартмалли  илемлĕ вырăн пур
Янăшмасен хăнасене кăтартмалли илемлĕ вырăн пур
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: