Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
30 Июлӗн , 11:50

Тăван ял, Ярапай, ĕмĕрех пурăнтăрччĕ

Элшей районĕнчи сăрт-тусемпе вăрмансем хушшинче Ярапай ятлă пĕчĕк çеç ял пытанса ларать.

Тăван ял, Ярапай, ĕмĕрех пурăнтăрччĕ
Тăван ял, Ярапай, ĕмĕрех пурăнтăрччĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕчченех пĕр тутар ял вĕçĕнчи кÿлле лаши-мĕнĕпех анса кайнă. Вăл Ярабай ятлă пулнă. Çавăнтанпа та çак вырăна Ярапай кÿлĕ ят панă.
Яла 1920-1925 çулсенче Пелепей кантонĕн çĕрĕ çинче Кайраклă ял çыннисем йĕркелесе янă. 1925 çул тĕлне унта 18 хуçалăх пулнă. 1939 çултан пуçласа яла официаллă хутсенче Ярапай тесе палăртма пуçланă.
Совет самани вăхăтĕнче кунта «Дружба» колхоз, шкул, клуб, лавкка ĕçленĕ. 1939 çулта ялта 189 çын шутланнă пулсан, 2010 çулта – 15 çын.
106 çул тултарнă ялта паянхи кун 3 çемье пурăнать. Çулла кунта питĕ хаваслă. Нумайăшĕ çут çанталăкăн ăшă вăхăтне тăван ялĕнче ирттересшĕн. Çавна май ял ыйхăран вăраннă евĕр тĕрлĕ сассемпе тулать. Ярапай – çынсем паянхи кунччен те шыв пăрăхĕсĕр, интернетсăр тата малашлăхсăр пурăнакан вырăн. Апла пулин те халăх кунтан куçса каясшăн мар.
Çак тăрăхра ĕçчен те ырă чĕреллĕ çынсем çуралса ÿснĕ. Вĕсем тăван кĕтесне чунтан юратаççĕ, вăл çут тĕнчерен ан çухалтăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăваççĕ. Çав тĕллевпех апрель уйăхĕ çитсе юр ирĕлсенех масар çине тирпей-илем кĕртме, ун йĕри-тавра карта тытса çавăрма шутларĕç. Ку ĕçе икĕ уйăх хушшинче вĕçлерĕç. Укçа унтан-кунтан килессе кĕтсе тăмарĕç, хăйсем пуçтарчĕç. Çавăн пекех Акçун ял Канашĕ те çак ĕç валли укçа уйăрса пачĕ.
Масар картишне тытса çавăрнă хыççăн ял çыннисем тепĕр ĕç пуçларĕç, вăрçăра вилнисене тата тыл ĕçченĕсене халалласа асăну хăми вырнаçтарчĕç. Çумăнах килен-каянсене çул çинчен ларса канма, иртнĕ пурнăçа аса илме, шухăшпа телейлĕ ачалăха çитсе çаврăнма беседка туса лартрĕç. Çак пысăк ĕçе çул инçе пулнине тата пур ĕçĕсене пăхмасăр килме майне тупнă туслă ял çыннисен вăйĕпе пурнăçа кĕртрĕç.
Пĕчĕк пулсан та ял мĕн чухлĕ пултаруллă çынна çуратса ÿстернĕ. Пуçтарăннисем пур ĕçе те хăйсен аллипе турĕç. Айккинчен специалистсем шыраса çÿремерĕç. Çак ĕçе пуçарса янă Валерийпе Марина Харитоновсен çемйине, Елена Краснована пысăк тав сăмахĕ каламалла.
Çавăн пекех хастар ĕçленĕ Юрийпе Наталья Кирилловсен, Валерийпе Надежда Ефимовсен, Геннадийпе Зоя Мышовсен çемйисене палăртмалла. Вячеславпа Нина Александровсен, Вячеславпа Роза Яковлевсен çемйисем тата Елена Краснова объектсене кирлĕ пек туса çитерчĕç. Пур ĕç июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Пархатарлă ĕçе пурнăçланă ятпа тата пурне те тав тăвас шутпа Сергейпе Альбина Кирилловсен çемйи така пусса ял-йыша шÿрпепе сăйларĕ. Пĕрлĕхлĕ ĕç Ярапай ялĕ ырă та ĕçчен, яваплă, хăйсен мăн аслашшĕсен йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пыракан, ял малашлăхĕ пирки пăшăрханакан çынсен ялĕ пулнине çирĕплетрĕ.
Хисеплĕ вĕрентекенсен, Юлия Исааковнăпа Алексей Николаевич Мышовсен хĕрĕ Галина Алексеевна Акимбетова (вăл та вĕрентекен пулнă) пĕтсе пыракан ял пирки чуна пырса тивмелле сăвă хывнă. Сăвă йĕркисенче пÿртсем пушанни, автансем ирпеле сас паманни, ача чухнехи хаваслă пурнăç, тăван кĕтесе ĕмĕрех асра тытасси пирки çырнă.
Чăнах та, хамăра вăй-хăват парса ÿстернĕ тăван ял яланах пирĕн чĕрере упранĕ, кирек ăçта пулсан та пире вăй-хăват парĕ.
Çак ялта çуралса ÿснĕ
Ирина НИКОЛАЕВА (Кириллова).
Элшей районĕ, Ярапай ялĕ.

Тăван ял, Ярапай, ĕмĕрех пурăнтăрччĕ
Тăван ял, Ярапай, ĕмĕрех пурăнтăрччĕ
Тăван ял, Ярапай, ĕмĕрех пурăнтăрччĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: