Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
11 Октябрӗн , 11:35

Манăн Тăван çĕршыв – Пушкăртстан

Тăван çĕр кирек камшăн та чи илемлĕ те хаклă вырăн шутланать. Шăпа ăçта илсе çитерсен те Тăван çĕршыв ялан асăмра. Мĕншĕн тесен кунта ачалăх, яш чухнехи кунсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Вĕсем вара асра юлакан ырă пулăмсемпе пуян.

Манăн Тăван çĕршыв – Пушкăртстан
Манăн Тăван çĕршыв – Пушкăртстан

Манăн Тăван çĕршыв вăл – Пушкăртстан. Вăл хăйĕн илемĕпе илĕртнисĕр пуçне юмахри пек пуянлăхĕпе те тыткăна илет: вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан хирсем çинче çитĕнекен тыр-пул, çырма-кÿлĕсенче чăмпăлтатакан пулăсем, тискер чĕр чунсемпе тата вĕçен кайăксемпе пуян вăрмансем, сăртсемпе тусем, выльăх-чĕрлĕх ÿстерекен комплекссем, нефть скважинисем… Çĕр айĕнчен тапса тăракан çăлкуçсемпе таса сывлăш мĕне тăраççĕ! Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем тăтăшах пирĕн республикăна сипленме, çут çанталăк илемĕпе киленме килсе çÿреççĕ. Эпĕ çак тĕлĕнмелле çĕр çинче çуралнăшăн тата пурăннăшăн мухтанатăп!
Ман шутпа, республикăн чи пысăк пуянлăхĕ вăл – çынсем. Пушкăртстанра ĕçчен те пултаруллă çынсем çеç пурăнаççĕ. Вĕсем ял хуçалăхĕпе промышленноçра, ачасене вĕрентес, çынсене сиплес, наукăна аталантарас, хула-ялсене хăтлăх кĕртес ĕçре тăрăшаççĕ. Пушкăртстан чечеклентĕр, илемлентĕр тесе ырă ĕçсем тăваççĕ, ыранхи куна шанчăкпа кĕтсе илер тесе вăй хураççĕ.
Пирĕн республикăра тĕрлĕ наци килĕштерсе пурăнать. Кунта пушкăртсемпе тутарсем, вырăссемпе чăвашсем, марисемпе мордвасем тата ытти наци представителĕсем туслă çыхăну йĕркелеме пултарнă. Вĕсем хăнасене те тарават. Кашни халăх хăйĕн наци апачĕпе ăшшăн кĕтсе илĕ: вырăссем çăкăр-тăварпа‚ пушкăртсем кăмăспа‚ чăвашсем сăрапа‚ тутарсем чак-чакпа. Унсăр пуçне халăх инструменчĕсемпе кĕвĕ-çемĕ каласа хавхалантарĕç.
Тăван çĕршывăмăр маншăн питĕ хаклă. Чылай çын Пушкăртстанра пулса курасшăн, унăн илемĕпе киленесшĕн пулĕ тетĕп. Эпĕ Пушкăртстан Республикинче çуралнăшăн хĕпĕртетĕп, ăна питĕ юрататăп, унпа мăнаçланатăп.
Ангелина НИКИФОРОВА, Пишкайăн шкулĕн вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: