Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
11 Октябрӗн , 14:35

Пишпÿлек районĕнчи хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем

Пайăр ятсем тесе пĕр йышши япаласене пĕр-пĕринчен уйăрма тесе панă ятсене калаççĕ.

Пишпÿлек районĕнчи   хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем
Пишпÿлек районĕнчи хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем

Ку ушкăна çын ячĕсем, хушамачĕсемпе ашшĕ ячĕсем (Шура, Иванов Михаил Андреевич); килти выльх-чĕрлĕх ячĕсем (Барсик, Рекс); географи объекчĕсен ячĕсем (Шупашкар, Мускав, Атăл); кĕнеке, хаçат-журнал ячĕсем («Тăван Атăл», «Урал сасси»); тĕнче уçлăхĕнчи тĕрлĕ объектсен ячĕсем (Нептун, Сатурн); общество организацийĕсен, предприятисемпе учрежденисен, транспорт, ял хуçалăх предприятийĕсен ячĕсем («Планета» кинотеатр, «Жигули») кĕреççĕ. Пайăр ятсене пурне те пысăк сас паллипе пуçласа çыраççĕ, хăш-пĕрисене кавычкăна илеççĕ («Таня» поэма).
Чĕлхе ăслăлăхĕнче топонимсене тĕпчесси те пысăк вырăн йышăнать. Кашни ялăн, çырмасемпе варсен, вăрмансемпе улăх-çарансен, кÿлĕсемпе пĕвесен хăйсен ячĕсем пур. Улăхсемпе варсен ячĕсем – паян-ĕнер çуралнă ятсем мар, вĕсем авалтанах пыраççĕ, нумайăшĕн историйĕ вăрăм. Топонимика халапĕсем пирĕн пата асатте-асаннесенчен çитнĕ. Вĕсем пире тăван тавралăх çинчен ытларах та ытларах пĕлме пулăшаççĕ. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, хальхи Пушкăртстан Республикин территорине кĕрекен чылай ялсене тĕрĕк чĕлхипе калаçакан халăхсем Атăл тăрăхĕ енчен килсен ят панă, çав ятсем хушшинче аваллăхран юлнă топонимсем те пур.
Паян эпĕ Пишпÿлек районĕнчи пайăр ятсемпе паллаштарасшăн.
Пишпÿлек ялĕ 1640 çулта никĕсленнĕ. Халăх хушшинче сарăлнă пĕр халап тăрăх, ăна пĕртăван чăвашсенчен пĕри ят панă теççĕ. Çак тăрăхра тĕне кĕртесрен хăраса Хусан çулĕ çинчен тарса килнĕ темиçе чăваш çемйи пурăннă. Пиччĕшсем сунара ҫӳренĕ, таврари çĕрсемпе вăрмансен тулли хуçисем пулса тăнă. Часах вĕсем хăйсен çĕрĕсене пилĕк пая уйăрма шут тытнă. Çапла вара пилĕк вăрман, пилĕк ана пулса тăнă, яла «Пишпÿлек» – «Бижбуляк» теме пуçланă.
Пишпÿлек районĕнче топонимика тĕслĕхĕсем питĕ нумай. Вĕсенчен пĕри – Николаев çăлкуçĕ (Николаевский родник). Ку çăл – паттăрлăх палли. Ăна Раççей çарĕн офицерне, Чечен вăрçинче пуç хунă Игорь Николаева халалланă.
Хыр вăрманĕнче Афган çăлĕ («Афганский родник») пур. Ăна Афганистан салтакĕсене халалласа çапла ят панă.
Хушăлка ялĕпе юнашар Иоанн манахăн çăлкуçĕ пур (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕк). Манах Иванĕ (ăна халăх хушшинче çапла чĕннĕ) Хушăлка ялĕнче çуралнă, чăваш пулнă. Революциччен вăл Раççейри сăваплă вырăнсенче Турра нумай кĕл тунă. Çак çăлкуç шывĕ таса та сиплĕ шутланать.
Тепĕр питĕ интереслĕ топонимика объекчĕ – Екатерина кĕперĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕк). Вăл Ситекпуç ялĕ çумĕнче вырнаçнă. Асăннă кĕпере хывнăранпа 200-ре яхăн çул иртнĕ. Ăна 1785 çулта II Кĕтерне патша почта çыхăнăвĕн суту-илӳ çулĕсене йĕркелесси çинчен приказ панă хыççăн туса лартнă.
Çĕнĕ Питтеш (Ново-Биктяшево) сăрчĕ çинче пĕр сукмак пур. Хăй вăхăтĕнче ял çыннисем ун тăрăх кĕлĕ вулама хăпарнă. Çывăхрах, сăрт айĕнчен, çăлкуç юхса выртать, ун çумĕнче илемлĕ йăмра ешерсе ларать (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕк), асăннă йывăçăн ĕмĕрĕ 150 çултан та иртнĕ! Ял çыннисем час-часах çăл патне çÿреççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, туй кунĕнче çамрăк мăшăра çăлкуç патне илсе каяççĕ, вĕсене телейпе ырлăх, шыв пек таса юрату сунаççĕ. Çак вырăн Мăнаçлă йăмра (Могучая ива) ятпа паллă.
Усак-Кичу ялĕ çывăхĕнче, Пĕкĕлмепе Пелепей сăрчĕн чи илемлĕ вырăнĕнче, Пишпÿлекпе Элшей районĕсен чиккинче, Шарлама ятлă çăлкуç пур. Хрусталь кĕленче пек таса шыв юххисем мăкпа витĕннĕ симĕс тĕслĕ чул ту çийĕн шыв сикки (водопад) пек юхса анса Усак-Кичу пĕвине юхса кĕреççĕ. Асаилÿсем тăрăх, авал çак тĕлĕнмелле çăлкуç патĕнче çуллахи тапăр вырнаçнă пулнă.
Ятсем пулса кайнин историйĕ чăннипех те питĕ интереслĕ. Кам шутласа тупнă вĕсене? Мĕнле пулса кайнă? Хăçан? Çак ыйтусене хуравлас, ятсем манăçа ан тухчăр тесен вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсем каласа панисене çырса пымалла.
Анастасия МИХАЙЛОВА,
9-мĕш класс вĕренекенĕ.
Пишпÿлек ялĕ.

Пишпÿлек районĕнчи   хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем
Пишпÿлек районĕнчи   хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем
Пишпÿлек районĕнчи   хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем
Пишпÿлек районĕнчи хăйне евĕрлĕ пайăр ятсем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: