Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван тавралăх
14 Ноябрӗн , 15:00

Шушкăна кирек кам та пĕçернĕ пулсан, кашниех сутма пултарайман

Валдай хули, Валдай тăрăхĕ… Вăл Новгород облаçĕнче вырнаçнă. Кунта çав тери илемлĕ çут çанталăк, тĕлĕнмелле аваллăх историйĕсем сыхланса юлнă. Чи интереслисем – чансене шăрантарни, чиркÿсемпе Турă çурчĕсем хăпартни çинчен каласа параканнисем.

Шушкăна кирек кам та пĕçернĕ пулсан, кашниех сутма пултарайман
Шушкăна кирек кам та пĕçернĕ пулсан, кашниех сутма пултарайман

Валдай тăрăхĕнчи Ивер мăнастирне вара пĕлмен çын та çук пулĕ. Хула тăрăх уçăлса çÿренĕ май халичченхи пек мар çурт, авалхи брусчатка çине пырса тăрăнатăн, чиркÿ чанĕсен хăйне евĕрлĕ сассине илтетĕн. Валдайăн пур урамĕ те ĕлĕкхи сывлăшпа тулнă пек туйăнать. Авалхи хулана евĕрлесе хăпартнă çĕнĕ капмар уйрăм çуртсем тĕл пулни чуна савăнтарать. Вăхăт иртет, ăру та, вĕсем пурнăç çине пăхасси те улшăнать. Сыхланса юлнă авалхи çуртăн мал енĕпе юнашарах хальхи вăхăтри строительство материалĕсенчен сарнă çулсем выртма пултараççĕ. Çĕнĕ паллă вырăнсем те уçăлаççĕ. Сăмахăм шăпах вĕсенчен пĕри çинчен пулĕ.
Валдайри икĕ урам хĕресленнĕ вырăнта хăйне евĕрлĕ скульптура пур. Истори тĕлĕшĕнчен пăхсан, вăл самаях çĕнĕ шутланать. Пирĕн умра – çамрăк та илемлĕ хĕрарăм, унăн мăйĕ çине пĕр çыхă шушкă çакнă, çÿлелле çĕкленĕ сылтăм аллине те шушкă тытнă. Кам-ха çак хĕрарăм?
XVII ĕмĕр варринче Ивер мăнастирне хăпартма Белоруссинчен ăстасем хăйсен çемйисемпе килнĕ пулнă. Вĕсен мăшăрĕсем ахаль чустаран ункăсем пĕçернĕ. Вĕсене «обворанки» тенĕ. Каярах çак апат-çимĕç «баранки» пулса тăнă. Белорус хĕрарăмĕсем çине пăхса Валдай хĕрарăмĕсем те шушкă пĕçерме пуçланă. Чустине чи паха та хаклă йышши шурă çăнăхран кĕçнерни кунран эрне куна куçнă чух хурса лартнă. Чуста хăпарса çитсен вĕсенчен ункăсем йăвалнă та, вăрах вăхăт ан хыттăр тесе, вĕресе тăракан шывра пĕçернĕ. Ун хыççăн противень çине хурса кăмакана лартнă, ылтăн пек кăчăртатакан питлĕ пуличчен тытнă. Эрне кун ирех Валдай хĕрарăмĕсем çул хĕрне тухнă та шушкăсене çул çÿрекенсене сутнă. Шушкăсене кирек хăш хĕрарăм та пĕçернĕ пулсан, сутма вара кашниех пултарайман. Сутакансен çулĕсене те палăртнă пулнă: хĕрарăмăн пĕрремĕш ачи пилĕк çултан аслă пулмалла мар. Пĕр пуян çул çÿревçĕ хĕрĕн ытармалла мар илемĕ çинчен çырса хăварнă аса илĕвĕ тăрăх, ун пек чипер хĕрсене Санкт-Петербургри балра та тĕл пулаймăн. Шушкă туянакан чипер сутуçа чуп тума пултарнă, анчах шушкăн пĕчĕк шăтăкĕ урлă çеç. Çавăнпа Аленушка шушкăна çавăн пек тытать те.
Пирĕн вăхăтра ун пек чуп туни темех мар пек туйăнать. Анчах ун чухне ку питĕ киревсĕр пулăм шутланнă. Кун пирки шушкă сутакан илемлĕ хĕрсене тĕл пулма тÿр килнĕ Александр Радищевпа Александр Пушкин та çырнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче кун пек суту-илÿ вĕçленнĕ, анчах шушкăсем тăрса юлнă. Вĕсене арçынсем сутнă, çул çинче те мар, ярмăрккара. Хальхи вăхăтра шушкă чиркÿ чанĕ пекех (Валдайра чиркÿ чанĕ шăратакан завод çук пулсан та) Валдайăн бренчĕ шутланать.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: