Пур хыпар та
Тăван тавралăх
30 Майӑн 2025, 14:00

Слакпуç – маншăн та тăван ял

Эпĕ пилӗк-ултӑ ҫулхи хӗр ача, пурне те пӗлме тӑрӑшаканскер, асанне каласа панине ҫӑвара карса итлетӗп.

Слакпуç – маншăн та тăван ял
Слакпуç – маншăн та тăван ял

«Пӗр чӑваш ялӗнче Нарспи ятлӑ хӗре ирӗксӗр качча панӑ. Вӑл вара упӑшкинчен тарса  юратнӑ каччи  патне таврӑннӑ, анчах та вӑрӑ-хурахсем унӑн ашшӗ-амӑшне, савнӑ Сетнерне вӗлернӗ. Нарспи хуйха тӳсеймесӗр ҫакӑнса вилнӗ», – куҫҫуль витӗр хурланса каласа парать  асанне. Ӑна курса манӑн та макӑрас килет. Хӳхӗм хӗр Нарспи ӑҫта пурӑннӑ-ши? Шел вӗт-ха ҫакӑн пек хитре хӗр ҫӗр айӗнче выртать... Манӑн пӗчӗк чӗре ыттисемпе пӗрле хурланать... Асаннене итлекенсем пурте хуйхӑраҫҫӗ, телейсӗр хӗре шеллеҫҫӗ...
Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрӗ. Шкулта пӗр класс та вӗренмен пирӗн асанне (вӑл 1911 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ). Нарспин телейсӗр шӑпи ҫинчен камран илтнӗ-ши? Ара, поэмӑра мӗн пулса иртнине шӑкӑртаттарса калама ӑҫта вӗреннӗ-ши вӑл? Паллах, «Нарспи» поэмӑна кам ҫырнине вӑл пӗлме  пултарайман, анчах та халӑхра сарӑлнӑ телейсӗр хӗр шӑпи ҫинчен вӑл камран-тӑр илтнех ӗнтӗ. Эпӗ, пӗчӗкскер, шкула кайичченех асаннерен илтнӗ-ҫке Нарспи ҫинчен. Ламран-лама куҫса пыракан вилӗмсӗр юрату историйӗ халӗ те пулин ҫынсен чун-чӗрине хускатать. Ҫак поэмӑн авторӗ Константин Иванов вара чӑваш литературинче кӑна мар, тӗнче историнче ҫырӑнса юлнӑ. Паллах, ун ҫинчен сахал мар ҫырнӑ, поэмӑна нумай чӗлхене куҫарнӑ. Ахальтен мар сӑмахӑма ача чухне асаннерен илтнӗ историрен пуҫларӑм. Паллах, шутлама та, ӗмӗтленме те пултарайман эпӗ хӑҫан та пулин Нарспипе Сетнер ҫӗршывӗнче хамӑн шӑпана тӗл пуласса... Эпӗ шкула кайичченех илтнӗ, телейсӗр хӗр Нарспи аякри Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче ӳссе ҫитӗннӗ иккен... Тӗлӗнмелле мар-и-ха? Турӑ ҫырнӑ иккен манӑн шӑпана вилӗмсӗр Нарспи ҫӗршывӗпе ҫыхӑнтарма тесе калассӑм килет. Ҫапла, ҫапла паян эпӗ чӑваш тӗнчинчи  чи паллӑ Слакпуҫ ялӗн кинӗ. Мӑшӑрӑм Слак шывне ӗҫсе ӳснӗ, Кӗслету ҫинче чупса ҫӳренӗскер, Раҫҫей ҫарӗн полковникӗ Анатолий Павлов, Совет Союзӗн Геройӗн Н.С. Павлов ывӑлӗ. Вӑл хӑй ҫуралнӑ тӑрӑха ҫав тери юратать. Ҫапла, ытарайми Слакпуҫ вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗпе Константин Ивановпа, Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗпе тата вӑрҫӑ паттӑрӗпе Николай Павловпа паллӑ.
Мӑшӑрӑмпа вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха, инҫе ҫула кӗскетсе ҫулсерен килетпӗр. Манӑн ача чухнехи ӗмӗт пурнӑҫланчӗ темелле. Ара, кам пиртен ӗмӗтленмен Нарспи ҫӗршывӗнче пулса курмашкӑн? Кам пиртен шкул ҫулӗсенче «Нарспи» поэмӑна алӑран ямасӑр вуламан? Кам унӑн телейсӗр шӑпишӗн чун-чӗререн кулянман? 17 ҫулхи Слакпуҫ каччи Кӗҫтенттин Иванов вилӗмсӗр поэмӑпа ӑрусем валли палӑк лартса хӑварнӑ. Шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ унӑн вилӗмсӗрлӗхӗ! Шел, чӗрӗк ӗмӗр ҫеҫ пурӑнма шӑпа пӳрнӗ ӑна... Халӑхра каларӑшле, шӑпаран иртейместӗн.
Эпӗ чӑваш литература классикӗ К.В. Иванов утса ҫӳренӗ сукмаксемпе утнишӗн, Нарспи ҫӑлкуҫа шыв ӑсма ҫӳренӗ вырӑнта чӗр кӗмӗл пек сивӗ шыва ӗҫсе киленнишӗн, Кӗслету ҫине хăпарса курнишĕн хама чӑннипех те телейлӗ тесе шутлатӑп... Ырӑ йӑлапа вилӗмсӗр сӑвӑҫӑн вил тӑприне пуҫ таятӑп. Маншӑн та Слакпуҫ ялӗ чун-чӗремшӗн юратнӑ кӗтес пулса тӑчӗ. Ҫавӑнпа та вилӗмсӗр сӑвӑҫӑн юбилейне те ҫитме васкарӑмӑр. Ытараймастӑп унӑн шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫĕсен юххине, тӗлӗнмелле уҫӑ сывлӑшне, Кӗслету ҫинче ӳсекен чечексемпе ҫӗр ҫырли пылаклӑхне...
Альбина СТЕПАНОВА (ПАВЛОВА),
Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн членӗ.
Мускав хули.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас