-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Проект витĕмĕпе урамри тăрăллă çирĕп сцена, çĕнĕ саксемпе çÿп-çап урнисем вырнаçтарнă, брусчаткăран тротуарсем сарнă.
Паркăн сăн-сăпачĕ палăрмалла улшăннă, хуларисенчен нимĕнпе те кая мар. К.В. Иванов поэт, чăваш литературин никĕслевçи, Я.Г. Ухсай чăваш халăх поэчĕ, Н.С. Павлов Совет Союзĕн Геройĕ çуралса ÿснĕ ялта яланах район, республика, çĕршыв шайĕнчи пысăк мероприятисем, фестивальсем, уявсем иртеççĕ. Çĕнетнĕ парк, илемлĕ те çирĕп сцена ялшăн питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ объект шутланать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.