

Субботника Ляйсан Гибатова, вырăнта пурăнакан общество пĕрлĕхĕн хастарĕсем Дамира Федотова, Валентина Жукова, Людмила Кузьмина, Светлана Бессонова, Инна Леонтьева, Венера Иванова, Ирина Андреева, Ольга Семенова, Алена Иванова, Люзия Абдуллаева, Эмилия Казакова хутшăннă. Вĕсене Владислав Сергеев, Петр Федотов, Артем Матвеев хастар пулăшнă.
Хĕрарăмсем чиркÿ ăшне тирпей-илем кĕртнĕ, чÿречисемпе урайне çунă, тусан сăтăрнă, арçынсем чиркÿ йĕри-тавра çулнă курăка пуçтарнă, нумай çул хушши ÿсекен чечексен тунисене каснă, Маньчжури мăйăрĕн калчисене лартнă. Маньчжури мăйăрĕн вăррине ПР тава тивĕçлĕ вăрманçи Юрий Косоуров панă пулнă. Ирина Андреева вара вăрлăхран хунавсем ÿстернĕ. Çак ÿсен-тăран Туртÿллĕре нумай çул хушши пурăннă Юрий Косоуровăн ăсчах-вăрманçă картишĕнче ÿсет.
– Пирĕн ял хастарĕсем – ĕçчен те тăрăшуллă, ыйтнине нихăçан та хирĕçлемеççĕ, пĕрле эпир лайăх ĕçсем нумай турăмăр ĕнтĕ. Мухтав Турра. Тавах пирĕн арçынсене те, вĕсем те пире нумай пулăшрĕç. Пĕрле пысăк ĕç турăмăр, чиркÿ çурчĕн территорине йĕркене кĕртрĕмĕр. Çак сăваплă вырăн яланах тирпейлĕ те таса пулмалла, кунта çынсем кĕл тума çÿреççĕ. Турă çурчĕ Тÿртÿллĕ ялĕн визит карточки шутланать. Тÿртÿллĕ ял хутлăхĕн ветерансен канашĕн председательне Ирина Андреевана субботника йĕркелеме пулăшнăшăн тата унта хутшăнма кăмăл тунисене чунтан тав тăватпăр. Пĕрле эпир – вăй, – тенĕ Ляйсан Гибатова тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.