Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тав сăмахĕ
25 Сентябрӗн 2019, 14:46

Ермеккей тăрăхĕнчи ватăсем - йăла-йĕрке управçисем

Туй йăли-йĕркин лексикипе сăмахлăхне пухас тĕллевпе Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса июль уйăхĕнче Ермеккей районĕнчи Суккул, Янăшма, Эрехĕрри, Уйăлка, Хурамал чăваш ялĕсенче ăслăлăх экспедицийĕнче пулчĕç.

Асăннă грант шайĕнче иртекен экспедицие йĕркелесе пыма Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан чăваш чунлă, пĕтĕм енчен пулăшма хатĕр Александр Михайловичпа Любовь Геннадиевна Ильинсем пысăк пулăшу кÿчĕç. Эрехĕрри ялĕнче туй пуçламăшĕн юрри-такмакĕсем самаях сыхланса юлни курăнать. Çакна «Илем» ансамбль куçкĕрет кăтартса пачĕ. Шкул директорĕ пулса вăй хунă Л.Н. Ванюшина, ялти ватăсем Ю.Л. Мурзакова, Р.М. Зарянова туй ирттерес йăла-йĕркене питĕ тĕплĕн каласа кăтартрĕç. «Илем» халăх ансамбльне (Е.Б. Корнилова, Р.А. Андриянова, И.В. Яковлева, Н.А. Савельева, А.Ф. Ванюшина, Г.Н. Корнилова, С.Г. Андриянов) илемлĕ ташă-юрăпа паллаштарнăшăн чĕререн тав тăватпăр.
Суккул ялĕнче хĕр йĕррине чылаях çыртарса илме май килчĕ. Ватăсем хăйсен çамрăклăхне аса илсе хĕр йĕрри йĕрсе качча кайни çинчен каласа кăтартрĕç. Шел пулин те, хĕр пĕркенчĕк айĕнче йĕрсе каясси иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче йăларан çухалнă. Суккул ялĕнче халăхăмăрăн аваллăхне сыхласа хăварас тесе тăрăшакансем те çук мар. Сăмахран Л.И. Головина хунямăшĕнчен юлнă аваллăх пурлăхне сапаласа пĕтерес мар тесе килĕнче пĕчĕк музей уçнă. Кунта ĕмĕр каялла хĕрсем çыхнă пурçăн тутăр та упранать. Ялти ватăсем аса илнĕ тăрăх, ĕлĕк Çăварнире хĕре çураçнă, Çимĕкре туй тунă. Пуянраххисем çак йĕркепе ирттерме тăрăшнă. Çавна май каччă енчисем хĕр валли пурçăн тутăр та хатĕрленĕ. Людмила Ивановна амăшĕн çÿçеллĕ пурçăн тутăрне халĕ те упрать. Çак ялта пурăнакан А.Г. Головина, В.И. Шадрина, Н.Б. Гуслина, Р.М. Прохорова, Е.Н. Головина, Г.П. Вишнякова сумлă ватăсене пирĕнпе курнăçма вăхăт уйăрнăшăн тав тăватпăр.
Янăшма ялĕнчи клуб ĕçченĕсем тăрăшнипе ял халăхĕ арçын туйне хĕр хапхи умĕнче мĕнле йĕркепе кĕтсе илнине экспедицие килнĕ ăсчахсене кăтартса пачĕç. Ял çыннисем утçи вăхăтне пăхмасăр хăйсен ялĕнчи туй йĕркин пĕр сыпăкĕпе паллаштарма хавасах пулчĕç. Туй курма ватти-вĕтти, пурте пухăннăччĕ. Туя лартакансем: В.И. Илларионов, Е.Ф. Никитина, В.Г. Федорова, А.А. Петров, Л.С. Кондратьева, В.И. Петрова, Л.С. Савельева, Н.П. Васильева, Е.А. Чернова, Т.С. Кашкирова, Г.В. Лазарева, Н.Х. Петрова т.ыт.те. Пурне те тав сăмахĕ калатпăр.
Уйăлка ялĕнче Р.С. Исаева, Е.В. Николаева ватăсемпе курса калаçма тÿр килчĕ.
Хурамал ялĕнчи ватăсенчен те паха материал çырса илме май пулчĕ. Кунта пире Р.Е. Меньшикова, Е.В. Астафьева, В.С. Шестопалова аслă çынсем питĕ пысăк пулăшу кÿчĕç.
Тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем асăннă районта вăй хуракан Л.Г. Ильина, С.А. Иванова, В.И. Петрова, Т.А. Федорова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсене экспедици ĕçĕнче пулăшса пынăшăн тав тăваççĕ.
Лира АФАНАСЬЕВА,
Лариса КОРОТАЕВА,
ППУн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсем.
Читайте нас: