Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тав сăмахĕ
13 Ноябрӗн 2019, 17:01

Чун юрларĕ те, ташларĕ те

Кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Ĕлĕкренех килекен йăлапа килĕшÿллĕн тухăçа пуçтарса илсе чунтан савăнса юрăсем юрламалли вăхăт çитрĕ. Пушкăртстана Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ килессине пĕлсен вара‚ палăртнă куна чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Çынсем савăнăçлă хыпара тăванĕсене шăнкăравласа пĕлтерчĕç‚ тус-юлташĕсене концерта кайса курма йыхравларĕç.

Октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ çĕнĕ программипе Пушкăртстан çĕрĕ çинче гастрольте пулчĕ. Çак кунсенче Октябрьскипе Пелепей‚ Çтерлĕпе Ĕпхÿ, Кумертау хулисенче тата Авăркаспа Федоровка, Миякипе Пишпÿлек тăрăхĕнчи район центрĕсенче, Чекмагуш районĕнчи Юмашра концертсем иртрĕç. Паянхи кун интернет вăй илнĕ. Соцсетьсенче артистсем питĕ лайăх концерт кăтартни çинчен‚ вĕсене тав сăмахĕсем çырнине вулама пулчĕ. Çавăнпа Çтерлĕ çыннисем те асăннă концерта чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Вырăнти тата çывăхри ялсенчен чылай халăх пухăнчĕ. Нумайăшĕ вара концерта палăртнă вăхăт тĕлне мар‚ иртерех килсе çитнĕ. Фойере пухăннă пĕлĕшсем пĕр-пĕринпе сăмах вакларĕç‚ уяв ячĕпе саламларĕç‚ хыпарсене пĕлтерчĕç. Паллах‚ кашни çыннăн кĕсъе телефонĕ пур. Анчах чĕрĕ калаçуран лайăхраххи ним те çук. Акă концерт курма йыхравласа шăнкăрав пачĕç те уяв программи пуçланчĕ. Çак каçхине пире артистсем нумай савăнăç кÿчĕç. Кашни номер вĕçленсен халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Чăн та‚ чун юрларĕ те ташларĕ. Кăмăл хавхалануллă пулнипе куракансем пĕр вырăнта шăп лармарĕç. Вĕсем те артистсемпе пĕрле ташша ячĕç. Пултарулăх ăстисем пирӗн мăн асаттесен çĕршывĕнчен килсе çитнĕренех пуль. Çавăнпа эпир вĕсене тăвана йышăннă пек кĕтсе илтĕмĕр. Унсăр пуçне ансамбль администраторĕ, пултаруллă юрăçă Алена Силпи - пирĕн ентеш. Эпир вăл юрланине те, ытти артистсен илемлĕ вокал номерĕсемпе хаваслă ташшисене те илтсе-курса килентĕмĕр.
Алена Силпипе тĕл пулса калаçма май килчĕ.
- Алена‚ епле темăпа çыхăннă ансамбль гастролĕ? Халăх сире мĕнле кĕтсе илет?
- Кăçал Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ 95 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çавăн пирки ансамбль Пушкăртстан Республикине çул тытрĕ. Унсăр пуçне эпир чăваш халăхне юрă-ташăсемпе‚ халăх йăли-йĕркисемпе паллаштарасшăн. Çак гастроле юбилей турĕ тесен те юрать. Ушкăн ертÿçи – Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильевич Васильев‚ К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ. Çак çулçÿреве ытларах ансамблĕн çамрăк пайташĕсем тухрĕç. Вĕсем те Пушкăртстанра пурăнакан чăваш халăхĕпе тĕл пулма‚ паллашма хавас. Пире чăвашсем кăна мар‚ ытти халăхсем те‚ пушкăртсем‚ мордвасемпе тутарсем‚ ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Ку, паллах‚ савăнтарать.
Ансамбль пултарулăхне район ертÿçисем‚ культура сферинче ĕçлекенсемпе куракансем тивĕçлĕ хак пачĕç. Эпир те Пушкăртстан Республикинчи ЧНКан полномочиллĕ представительне Ф.В. Кузьмина тата районти наципе культура автономи ертÿçисене пысăк тав калатпăр. Уйрăмах О.Ю.Бабиковапа Ю.А.Петрова палăртса хăвармалла. Олеся Юрьевна тăрăшнипе пире‚ артистсене‚ Çтерлĕ хулинче тăванла‚ çемье ăшшипе кĕтсе илчĕç. Ю.А.Петров та ансамбль гастролĕ тухăçлă ирттĕр тесе нумай вăй хучĕ. Эпир те куракансемпе пĕрле пушкăрт çĕрĕ çинче çĕнĕ пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртессе шанатпăр. Ансамбль балетмейстерĕ Лидия Авинеровна Попова - ЧР халăх артистки, - тет А.Савельева.
Сцена çинче куракансен ятĕнчен чылай тав сăмахĕсемпе ăшă йĕркесем каларĕç. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне ЧНКан полномочиллĕ представителĕ‚ Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн РОО ертÿçи Ф.В. Кузьмин Тав çырăвĕпе чысларĕ‚ «Шуратăл» литпĕрлешÿ ятĕнчен Микул Ишимбай вырăнти авторсен кĕнекисене парнелерĕ. Çавăн пекех Çтерлĕри ЧНКА председателĕ О.Ю.Бабикова, «Тавах» ансамбль ертÿçи О.А.Иванова‚ вырăнти адвокатсен коллегин пайташĕ Г.В.Дмитриев‚ А.Л.Иванова предприниматель тухса калаçрĕç‚ тав турĕç.
Концерт хыççăн кăмăл тăвакансем «Тĕлпулу» кафере дискотекăна пухăнчĕç. Туслă та ăшă калаçу сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Эпир хăнасене тивĕçлĕ кĕтсе илтĕмĕр тесе шутлатпăр. Черетлĕ тĕлпулăва кĕтетпĕр.
Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ Толбазăри концерт умĕн эпир Ирина Филиппова алĕç ăстаçи патĕнче хăнара пултăмăр. Вăл - ылтăн алăллă хĕр. Мĕнле кăна тĕрĕ çук-ши унăн!? Унсăр пуçне çекĕлпе салфеткăсем çыхать‚ капăрлăхсем тăвать. Иринăн Чăваш Енре пурăнакан юлташĕсем чылай. Çавăнпа артистсем гастрольпе Пушкăртстана килсен унпа тĕл пулма васкаççĕ. Чăваш хĕрĕ çинчен хаçатра та пĕрре мар çырнă.
- Пушкăртстан Республикинчи гастроль турĕ вĕçленчĕ. Эпир республикăра пурăнакансемпе унăн хăнисене пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн‚ тăвăллăн алă çупнăшăн чунтан тав тăватпăр. Тепре тĕл пуличчен! - тет кăмăллăн пирĕн ентеш.
Читайте нас: