Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тав сăмахĕ
15 Сентябрӗн 2021, 11:12

Çĕнелнĕ шкул çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа хыçа икĕ эрне юлчĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕренекенсем çуллахи кану çинчен манса пĕлÿ тĕнчине путма ĕлкĕрчĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕ вара пуриншĕн те часах асран тухмĕ. Уйрăмах юсаса çĕнетнĕ шкулсенчи ачасемшĕн. Çак телее кăçал Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи вĕренекенсен те ас тивме тÿр килчĕ.

Çĕнелнĕ шкул çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать
Çĕнелнĕ шкул çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать

Çапла, кунта ÿстерсе калани çук. Пирĕн шкул мĕнле улшăннине сирĕн килсе курасчĕ. Кивĕ йывăç чÿречесемпе алăксене пластик блоксемпе улăштарни вĕрентÿ пÿлĕмĕсенчи лару-тăрăва пачах урăх сăн кĕртрĕ. Кабинетсем çуталса кайрĕç, хăтлăх тени ÿсрĕ. Сывлăш та улшăннăн туйăнать.
Кирек мĕнле пысăк ĕç те ертÿçĕсĕр, пуçаракансăр пулмасть. Çак ĕçре шкул директорĕн Андрей Алексеевăн тÿпи пысăк. Андрей Михайлович çине тăнипе, тăрăшнипе (канăçа çухатнипе тесен те тĕрĕс пулмалла – авт.) палăртни пурнăçа кĕчĕ.
«Ял тăрăхĕнчи физкультурăпа спорта аталантарасси» программăпа усă курса спортзала тĕпрен юсани ачасемшĕн чăн-чăн пысăк парне пулчĕ. Халĕ пирĕн пуянлăх çине спорт комплексĕнче ĕçлекенсемпе унта çÿрекенсем те ăмсанса пăхма пултараççĕ. Алăксемпе чÿречесене, урайне улăштарнă, стенасене çĕнетнĕ. Кашни юсав ĕçĕсене хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса пурнăçланă. Паллах, çакăн пек спортзал валли малашне çĕнĕ спорт хатĕрĕсем кирлĕ пулаççĕ.
Шкул администрацийĕпе коллективĕ, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе вĕренекенсем вĕрентÿ тытăмне аталантарма пулăшнăшăн район администрацин пуçлăхне Зуфар Идрисова тата районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçине Рустам Гилязетдинова тав таваççĕ.
Галина СЕМЕНОВА,
директорăн çумĕ.
Авăркас районĕ,
Шланлă ялĕ.

Çĕнелнĕ шкул çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать
Çĕнелнĕ шкул çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать
Çĕнелнĕ шкул çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: