Хальхи йывăр, тимлĕх тата укçа-тенкĕпе пурлăх енчен пулăшу ыйтакансем нумай вăхăтра, çын хуйхи-суйхине хăйĕнни пек йышăнма пултаракансене тупма хĕн. Апла пулин те ун пек çынсем пур-çке-ха!
Паянхи сăмах кашни çулах вĕрентÿпе пурлăх никĕсне лайăхлатма тăрăшакан Слакпуç шкулĕ пирки пулĕ. Сăмахран, вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа (ППМИ) пулăшнипе иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче пластикран тунă 18 чÿрече лартрăмăр. Уйăрнă укçа-тенкĕ пур чÿречене те улăштарма çитмерĕ. Çавăнпа та шкул администрацийĕ социаллă сеть урлă Слакпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен пулăшу ыйтма шутларĕ. Пире тÿрех илтрĕç.
Чи малтан 1977 çулта шкултан вĕренсе тухнă Петр Константинович Тимофеевпа (Степановка ялĕнче çуралнă) унăн мăшăрĕ, 1978 çулта шкул пĕтернĕ Лира Борисовна Кириллова сас пачĕç. Унтан Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ «Травы Башкирии» ООО тĕп директорĕнчен Александр Алексеевич Ивановран пулăшу çитрĕ. Педагогсен коллективĕ хăш кабинетри чÿречесене улăштармалла-ши тенĕ вăхăтра 1978 тата 1983 çулсенче Слакпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă пиччĕшĕпе шăллĕ Анатолий Витальевичпа Сергей Витальевич Степановсем пулăшма кăмăл турĕç. Шкул коллективĕ кун пысăкăш парне кĕтменччĕ.
Çакна та палăртмалла: шкула пулăшма кăмăл тунă выпускниксенчен пĕрин те пысăк фирма та, укçа-тенкĕ те çук. Вĕсем ахаль çынсем. Хăшĕсем уйрăм предпринимательсем, хăшĕсем вăтам ертÿçĕсем. Апла пулин те тăван шкул йывăр лару-тăрура иккенне ăнланса укçа-тенкĕпе те, ĕçпе те пулăшма май тупаççĕ, ачасене хăтлă лару-тăрупа тивĕçтерсе вĕсене илеме курма хăнăхтараççĕ. Ку – чи пахи. Шкул коллективĕ тата ачасем хăйсен пулăшаканĕсене ăшшăн тав тăваççĕ.
Ирина НИКОЛАЕВА,
пуçламăш классен вĕрентекенĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.