Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Тав сăмахĕ
21 Декабрӗн 2022, 11:10

Пĕрле çеç пурнăçлама пулать

Декабрь уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Раҫҫей чӑваш пики – 2022» фестиваль-конкурс иртни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Пĕрле çеç пурнăçлама пулать
Пĕрле çеç пурнăçлама пулать

Ăмăртăва пурӗ 21 пике хутшӑнчӗ. Вӗсем – Чăваш Енри тӗрлӗ районсенчен, Раççейри регионсенчен (Тутарстанпа Пушкăртстанран, Пензăпа Ульяновск, Тюмень облаçĕсенчен, Санкт-Петербург хулинчен) килсе ҫитнӗ.
Чăваш Республикинчи Муркаш районӗнчи Анастасия Поркина «Раҫҫей чӑваш пики – 2022» ята тивӗҫрӗ.Тутарстан тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Алия Карусева «Вице Раҫҫей чӑваш пики – 2022» пулса тăчĕ.
Пирĕн республикăран та виҫӗ хӗр, пурте маттурскерсем, хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсен шутĕнче: Инна Алексеева – Пишпÿлек районĕ, 1-мӗш номерлĕ, Диана Дмитриева – Авăркас районĕ, 8-мӗш номерлĕ, Софья Трофимова – Пишпÿлек районĕ, 20-мӗш номерлĕ. Пĕрремĕшĕ «Чи хӳхӗм пике» пулса тăчĕ, иккĕмĕшĕ «Чӑваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» ята тивӗҫрӗ.
Пушкăрт Республикинчи чӑвашсен Канашĕн ятĕнчен конкурса йӗркелекенсене, ирттерекенсене, хутшӑнакансене, пирӗн маттур та хӑюллӑ хӗрсене тав сӑмахӗсем каласа хӑварасшӑн.
Пӗр туслă команда пулса ӗҫлеме тата пулӑшма кӑмӑл тунӑшӑн уйрӑмах пысӑк тав Василий Федорова (Авăркас районĕ), Оксана Федорована (Ҫтерлӗ хули), Сергей Михайловпа Светлана Трофимована (Пишпӳлек районĕ), Владимир Петрова (Ӗпхӳ хули), Елена Хорькова-Шуртăва, Любовь Вазюковапа Ирина Ягодкинана (Шупашкар хули). Пурне те ырлӑх-сывлăх сунатӑп. Малашне те пӗрле пухӑнса, пӗр ҫулпа утса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тăвар, хаклӑ тусӑмăрсем, юратнӑ чӑвашӑмсем.
Пирӗн пӗр тӗллев – тӑван халӑхӑмӑрăн ҫепěҫ чěлхине, тӗлӗнмелле пуянран та пуян культурине упраса, сыхласа хӑварса, чӑвашлӑха малалла аталантарасси, ҫамрăкӗсене хамӑр халӑхӑмӑрăн пуянлӑхӗпе мăнаçланма вĕрентесси... Ҫак ĕçсене пӗрле ҫеҫ пурнăçа кĕртме пулать.
Ирина СУХАРЕВА, ПР «Канаш» регионти
обществăлла организацин председателĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: