-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Кекенри тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкул коллективĕ уява йĕркелесе ирттерме, парнесем туянма тата уяв сĕтелне хатĕрлеме пулăшнă «Нива» ял хуçалăх предприятине (ертÿçи – А.Ф. Петров), ял стростине Валерий Константинова, шкул выпускникĕсене, мероприяти сĕмне илем кĕртнĕ «Туслăх» фольклорпа «Рябинушка» вокал ушкăнĕсене, тĕп хăнасене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, чунтан тав тăвать. Эсир – питĕ маттур, пултаруллă! Пурне те ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç сунатпăр.
Юрий ШУРКОВ,
Кекен шкул директорĕ.
Мияки районĕ.