Пур хыпар та
Театр Çулĕ
14 Нарӑсӑн 2019, 13:07

«Театр бомончĕ»

Юлашки вăхăтра Раççейре интереслĕ йăла вăй илсе пырать: общественноçа ĕçе явăçтарас тĕллевпе кашни çула историри пĕрер паллă куна е пулăма халаллаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2019 çула Театр çулĕ тесе пĕлтернĕ. Театр çулĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – театра кашни çын пурнăçĕн пĕр пайĕ тăвасси.

Тÿртÿлли ялĕнчи модельлĕ вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем «Театр бомончĕ» («Театральный бомонд») КВН вăййи ирттерчĕç.
Вăйăра «Жон нуски» аслă классенче вĕренекенсен тата «Театрал» аслисен командисем хутшăнчĕç. Сенкер экранпа кăтартакан КВНăн йăли тăрăх‚ Р.А.Никифорова ертÿçĕ жюри членĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче Л.Н.Гибатова Тÿртÿллĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ‚ И.Н.Андреева ветерансен канашĕн председателĕ тата Р.В. Мельникова пулчĕç.
КВН вăййи 5 ĕçрен тăчĕ‚ иккĕшне - салам тата «Çĕнĕ çула - ĕлĕкхи юмахсем» - хутшăнакансем маларах хатĕрлерĕç.
Салам пайĕ «Тĕнче вăл – театр‚ унти çынсем – актерсем» ятпа иртрĕ. Çамрăксем шкул пурнăçĕнчен илнĕ мини-сценка выляса кăтартрĕç‚ аслисем команда ятне уçса пачĕç.
«Разминка» конкурсра командăсем театрпа çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç‚ «Пантомимăра» тĕрлĕ чĕр чунсене сăнларĕç. «Ташă» конкурсĕнче вара çамрăксемпе аслисем хăйсен пултарулăхĕн тепĕр енĕпе паллаштарчĕç‚ килĕшекен ташăсем ташларĕç.
Куракансене вара çĕнĕ майпа кăтартса панă юмахсем кăмăлĕсене кайрĕç. «Жон нуски» - «Çарăк», «Театрал» - «Йăва» юмахсене лартса пачĕç.
Жюри членĕсем канашланă вăхăтра куракансем театрпа çыхăннă тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç.
Пултарулăх канашĕ вăрах канашланă хыççăн пĕрремĕш вырăна «Жон нуски» командăна парса чысларĕ.
Эпир мероприятие йĕркелекенсене тата хутшăнакансене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Лилия ХАБИРОВА.
Тÿртÿллĕ ялĕ‚
Шаран районĕ.