Пур хыпар та
Театр Çулĕ
3 Апрелӗн 2019, 12:41

«Кăмпа айĕнче» спектакль юмах тĕнчине илсе çитерчĕ

«Театр вăл – асамлă тĕнче. Вăл илемлĕх‚ мораль‚ кăмăл-сипет урокĕсем парать. Мĕн чуль вĕсем пуянрах‚ çавăн чухлĕ ачасен ăс-тăн аталанăвĕ те ăнăçлă пырать...» тенĕ паллă психолог Борис Теплов.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2019 çула Театр çулĕ тесе палăртнă. Ăна «Мишутка» ача сачĕн çулталăк планĕпе килĕшÿллĕн, воспитанниксене театр ĕçĕ-хĕлне явăçтарас тĕллевпе, уçрăмăр. Асăннă пулăма халалласа тĕрлĕ çулхи ачасен ушкăнĕсенче мероприятисем иртрĕç. Шăпăрлансем театрăн асамлă та илĕртÿллĕ тĕнчи çинчен нумай интереслĕ информаци пĕлчĕç.
Ача сачĕн воспитанникĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тата воспитательсем тăрăшнипе ачасем Юратакансен‚ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсене халалласа ирттернĕ уявсенче сценкăсем кăтартрĕç. Пукане театрĕ те уявсене илем кÿчĕ.
Ачасене чăн-чăн театра илсе кайма май пулмасан‚ театр хăй вĕсем патне хăнана килет. Март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Хурамал шкулĕн 2-4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем «Кăмпа айĕнче» чăвашла спектакль кăтартрĕç. Ăсталăх ертÿçи кĕçĕн классене тата чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен Ирина Витальевна Наумова пулчĕ. Ача садĕнчи музыка залĕ театрти куракансен залне çаврăнчĕ. Чăн та, ăна профессиллĕ театрсенчипе танлаштараймастăн, анчах та вăл уява йĕркелеме чăрмантармарĕ. Хăш-пĕр самантсем вара театр пурнăçне аса илтерчĕç. Сăмахран, воспитанниксем спектакль пăхма билет туянас тесе кассăна чăннипех черете тăчĕç. Зала кĕнĕ чух куракансене контролер кĕтсе илчĕ. Вăл билетсене тĕрĕсленĕ хыççăн кашнине хăйĕн вырăнне тупма пулăшрĕ. Зал администраторĕ вара театрта хăйсене епле тытмаллине ăнлантарса пачĕ.
Шăпăрлансем сывлама чарăннă евĕр юмах пуçланнине кĕтрĕç. Акă вăрах кĕтнĕ шăнкăрав сасси виççĕмĕш хутчен янăрарĕ. Çамрăк куракансен умĕнче шкулăн аслă вожатăйĕ Галина Георгиевна Якупова салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕ.
Малалли хаçатăн 14№.
Геннадий ЛАРИОНОВ‚
аслă воспитатель.
Шаран районĕ‚
Хурамал ялĕ.