Пур хыпар та
Театр Çулĕ
2 Октябрӗн 2019, 13:36

Вулавăшпа туслă çамрăк ăру юмахри сăнарсемпе пĕрле савăнчĕ

Авăркас районĕнчи тĕп библиотекăн Раççейри Театр çулне халалланă «Пукане библиотеатрĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн вырăс халăх пукане театрĕн паллă сăнарне, Петрушăна, ÿкернĕ эмблема çак кунсенче районти библиотекăсем тăрăх çÿрерĕ.

Сентябрь уйăхĕнче вăл Çĕньялти ял библиотекинче пулчĕ. Çавна май вулавăшра эрне тăршшĕ вырăс халăх юмахĕсем тăрăх çулçÿревсем, «Вырăс халăх юмахĕсем» кĕнеке выставкине, «Хозяюшка» клуба çÿрекенсен алă ĕçĕсен куравне (унта çекĕлпе çыхнă юмахри персонажсем пулчĕç) йĕркелерĕç. Çаплах «Йăва», «Виçĕ сысна çури», «Чăпар чăхă», «Виçĕ упа», «Çарăк» юмахсене выляса кăтартрĕç.
Юлашкинчен Петрушăпа сывпуллашнине халалласа «Театр каçĕ» те иртрĕ. Петруша (выляканĕ - Ангелина Сидорова) мероприяти тăршшĕпех арçын ачасемпе хĕр ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене савăнтарчĕ. Ачасем Кнопка (Арина Прокопьева), Клепа (Станислав Миронов) клоунсемпе пĕрле тĕрлĕ конкурссене тата вăйăсене хутшăнчĕç. Кăшт вăхăтран уява Тухатмăш карчăкки те (Алена Яковлева) килсе çитрĕ. Ачасем Тухатмăш карчăкĕ çинчен юрă юрласа пачĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç. Уява хăйĕн шÿчĕсемпе тата алхасăвĕсемпе Шапокляк карчăк та (Таисия Петрова) илем кÿчĕ.
Çынсем мĕн авалтан кашни ялти пÿртрех хĕрт-сурт пурăнать тесе шутланă. Пирĕн библиотекăн та кил-çуртра пурăнакан хĕрт-сурчĕ, Татьяна Александрова çырнă «Домовенок Кузя» ятлă кĕнеки пур. Уяв каçĕ иртесси çинчен пĕлсен асăннă кĕнекен тĕп сăнарĕ Кузя (Антонида Прокопьева) та айккинче тăрса юлмарĕ. Вăл ачасене валли «Кам ырă канаш панă?» викторина хатĕрленĕ. Унсăр пуçне куракансене кукăль рецепчĕпе те паллаштарчĕ. Юлашкинчен мероприятие пуçтарăннисем Валентин Катаевăн «Цветик-семицветик» юмахне аса илчĕç. Унта хĕр ача çичĕ ĕмĕт шухăшласа хунă, вĕсенчен пĕри çеç чи ырри, чăн-чăнни пулнă. Уява хутшăнакансем те пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх сунчĕç.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ,
Çĕньял ялĕ.