Пур хыпар та
Телей утравĕ
11 Сентябрӗн 2019, 12:41

«Çемье - атте патшалăхĕ, анне тĕнчи тата ача çăтмахĕ»

«Манăн çемье - манăн крепость» теççĕ халăхра. Крепость вара чи шанчăклă тыл. Кунта кашниех хăйне валли хӳтлĕх, пулăшупа ăнланулăх тупма пултарать. Çынна ăнланса йышăнма, ăна юрату парнелеме тăванлă чунсем кăна - санăн çемйӳ пултарать.

Пирĕн çемье пысăках мар, аттепе анне, икĕ аппа тата эпĕ. Эпир питĕ туслă, килĕштерсе пурăнатпăр. «Çемье - атте патшалăхĕ, анне тĕнчи тата ача çăтмахĕ» тесе каланă халăхра. Çавăн пек çăтмаха пире валли аттепе анне тума тăрăшнă. Ывăнма пĕлмесĕр, кунран-кун вĕсем пирĕншĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Анне кил-çурта тасалăхпа тирпей-илем кĕртет, унăн ăшшине упрать. Чи «пысăк çын» килте вара атте. Ун çинче - кил-çурта тытса тăрасси, çемьене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси. Паллах, мул пирĕншĕн пĕрремĕш вырăнта мар. Анне тăрăшнипе килте тирпейлĕхпе тăнăçлăх хуçаланать. Хĕрарăмăн çивĕч ăсĕпе вăл пурнăçри тумхахсене якатма, кирлĕ чухне вырăнлă сăмахсем пире валли те, атте валли те тупма пултарать. Атте - чăваш юманĕ пек çирĕп, патвар та вăйлă, нумай тӗллевлĕ çын. Кунĕпĕ ĕçре пулса, ывăнса таврăннине пăхмасăр, вăл пире валли те вăхăт çитерет. Яланах манран кун мĕнле иртсе кайни çинчен ыйтса пĕлет, мĕн кулянтарнипе мĕн савăнтарнине те тĕпчет. Çав кĕске калаçури ăшă та чĕрене çывăх сăмахсем маншăн питĕ хаклă. Атте хăш чухне манран çирĕп те ыйтать. Ку манăн кăмăл-туйăма тĕрĕс аталантарма кирлĕ.
Манăн юратнă икĕ аппа Ĕпхÿ хулинче пурăнаççĕ, унтах ĕçлеççĕ. Кашни канмалли кун тăван киле таврăнаççĕ. Тăван кил вĕсене яланах ăшшăн кĕтет. Аттепе анне вĕсене шăнкăравласах тăраççĕ, ĕç пирки ыйтса пĕлеççĕ. Пурте сĕтел хушшине пуçтарăнсан çуртра чăн-чăн уяв хуçаланать. Илемлĕ хурса тухнă сĕтел çинчи тутлă апат-çимĕç, ăшă калаçу - çакă мар-и телей? Эпир уявсене питĕ юрататпăр. Уйрăмах Çĕнӗ çула, кашнин çуралнă кунне паллă тума. Çав уявсем пире тата та çывăхлатаççĕ. Хуçалăх пирĕн пысăк: пахчара тĕрлĕрен çимĕç, карта тулли выльăх-чĕрлĕх. Çавăнпа вăрах вăхăта килтен пăрахса кайма май çук. Анчах кашни çулах Инзер юхан шывĕ хĕррине кайса канма вăхăт тупатпăр. Нихăçан манăçми самантсем вĕсем: шыва кĕретпĕр, пулă тытатпăр, шашлык пĕçеретпĕр. Хуçалăха тытса пымашкăн эпир те аттепе аннене пулăшатпăр. Хăш-пĕр ĕçсене хамăр çине илсе кĕске вăхăтра пурнăçлатпăр. Аттепе аннене пĕрре те кулянтарас килмест.
Малалли хаçатăн 37№.
Диана ЕФИМОВА,
11 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ. Ҫӗньял шкулĕ.