Пур хыпар та
Телейлĕ ачалăх
27 Ноябрӗн 2019, 16:35

Çур ĕмĕр иртсен çĕнелсе капăрланчĕ ача сачĕ

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи «Малышок» ача садне 1970 çулта хăпартнă. Унта çур ĕмĕре яхăн юсав ĕçĕсем ирттермен. Кăçал патшалăх программипе килĕшӳллĕн ача садĕнче 4‚5 млн ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем йӗркеленĕ.

Смета тăрăх «Мастер» ООО подрядчик çуртăн умне керамогранит плитипе илемлетнĕ‚ йĕри-тавра асфальт сарнă‚ карнизсемпе хысаксене‚ чÿречесемпе алăксене‚ маччасене‚ электричество пралукĕсемпе çуткăчсене‚ розеткăсене улăштарнă. Унсăр пуçне çуртра канализаци ирттернĕ‚ кивелнĕ ăшă батарейисенчен хăтăлнă. Çавăн пекех ачасене уçăлса çÿреме веранда хăпартнă‚ ушкăн кĕмелли вырăна улăштарнă, тĕрлĕ тĕслĕ кĕленче катăкĕсенчен тунă кантăк вырнаçтарнă. Унччен маларах ача садĕнче санузел та пулман. Халĕ вара ăна та хута янă. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ача сачӗ 50 шăпăрлана йышăнма пултарать. Унччен вара çирӗмрен иртеймен. Паянхи кун унта 39 ача çÿрет.
Çĕнетнĕ те илемлĕ ача садне уçнă çĕре шкул çулне çитеймен шăпăрлансемпе вĕрентÿ ветеранĕсем, чаплă хăнасем килсе çитнĕ. Пĕрремĕшсем çĕнелнĕ ача садне курма хавас пулнă.Уяв хăйăвне касма район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне Ринат Закирова, ял Канаш пуçлăхне Лейсан Гибатована тата пĕчĕк хăнасене, ача сачĕн воспитанникĕсене, шаннă.
- Ача садне юсанăшăн эпир питĕ савăнатпăр. Вăл çутă та илемлĕ пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем кăмăллă юлчĕç. Пирĕн ял «Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял» конкурсра ахальтен мар мала тухрĕ. Малашне воспитанниксен шучĕ ÿсессе шанатпăр, - тесе палăртнă «Малышок» ача сачĕн заведующийĕ Лилия Тихонова.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районӗ.