Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Терроризма хирĕç
11 Сентябрӗн 2019, 14:01

Тÿртÿллĕри çамрăк ăру хăрушсăрлăх виçисене ăша хыврĕ

Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççейре Терроризма хирĕç кĕрешес ĕçре пĕр шухăшлă пулмалли куна паллă турĕç. Пирĕн çĕршывра çак куна 2005 çулта çирĕплетнĕ. Ăна Беслан хулинчи 2004 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче пулса иртнĕ трагедипе çыхăнтарнă. Теракта пула хулари шкулсенчен пĕринче çĕршер çын аманнине тата вилнине пурте астăваççĕ пулĕ.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче çак кун панихидăсем иртеççĕ‚ вилнисен мемориалĕ патне чечексем хураççĕ‚ Пĕтĕм Раççейĕпе шăплăх минучĕ ирттереççĕ. Терактсенче вилнисене шăплăх минучĕпе аса илнĕ вăхăтра чылай Раççей хулисенче тÿпене шурă кăвакарчăнсем (туслăх символĕ вырăнне) вĕçтерсе яраççĕ.
Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи вулавăшра та Терроризма хирĕç кĕрешес ĕçре пĕр шухăшлă пулмалли куна халалласа кĕнеке выставкисемпе стендсем йĕркеленĕ. Унсăр пуçне модельлĕ вулавăш ĕçченĕ «Эпир террора хирĕç» акци ирттернĕ. Пухăннисене библиотекарь видеороликсем тата «Террора çул хупă» тесе кала»‚ «Сыхă пулăр» презентацисем кăтартнă. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем террор акчĕ вăхăтĕнче харпăр хăйне мĕнле тытмаллине тата сыхă пулмаллине пĕлнĕ. Унтан пухăннисем обществăлла вырăнсенче ют япаласем курсан аслисене пĕлтермеллине те аса илнĕ. Аслисемпе ачасем çынсем пурте наци тата халăхсем хушшинчи терроризма хирĕç кĕрешес ĕçре пĕр шухăшлă пулмаллине палăртнă. Юлашкинчен ялти вулавăш ĕçченĕ терроризма хирĕç кĕрешессисĕр пуçне‚ вăл ан пултăр тесе тăрăшмалли çинчен пĕтĕмлетсе хăварнă. Мероприяти вĕçĕнче вара ачасем хăйсен шухăшĕсене тĕпе хурса плакатсем ÿкернĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ.
Читайте нас: