-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕр çинче яланах тăнăçлăх пултăр тесе Мияки тăрăхĕнчи Суккул ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçипе вырăнти шкул-сачĕн аслă воспитателĕ Лариса Кириллова «Тĕнче йывăççи» акци ирттерчĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче аслисем ачасене усал шухăшлă çынсем, вĕсенчен мĕнле хÿтĕленмелли çинчен каласа пачĕç. Ун хыççăн шăпăрлансем ал лаппийĕсем çине ырă та ăшă сăмахсем çырчĕç, вĕсене вара çĕр çинчи пур мирлĕ çынсене тăнăçлăх, ырлăх, тулăх пурнăç сунса парнелерĕç. Çапла майпа вĕсем вăрă-хурахсене пурте пĕрле çеç çĕнтерме май пуррине çирĕплетрĕç.
Лилия АРХИПОВА, культура çурчĕн ертÿçи.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.