Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Терроризма хирĕç
5 Сентябрӗн 2023, 11:30

Беслан, Буденновск... – пурте асра

Сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççей Терроризма хирĕç кĕрешмелли куна паллă турĕ. Çак датăна 2005 çулта «Раççейри çар мухтавĕн кунĕсем» çинчен калакан федераллă законпа çирĕплетнĕ, ăна Бесланри (Çурçĕр Осети, 2004 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-3-мĕшĕсем) шкулсенчен пĕринче пулса иртнĕ терроризм акчĕпе çыхăнтарнă. Шăпах çав вăхăтра хулари 1№ шкулта 300 ытла çын вилнĕ, çав шутра –186 ача.

Беслан, Буденновск... – пурте асра
Беслан, Буденновск... – пурте асра

Ĕпхÿ хулинче М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн (ПППУ) территорийĕнче çак куна халалласа мероприяти иртнĕ. Унта ПППУ ректорĕ Салават Сагитов, аслă шкулта терроризмпа тата эсктремизмпа çыхăннă шухăшсемпе кĕрешмелли йĕркелÿ центрĕн директорĕ Ильгам Хабибулин, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Флюза Гайсина, ПР Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленекен батальонсен тĕп штабĕн ертÿçи, Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветеран, ПР чăвашсен Канашĕн президиумĕн пайташĕ Борис Гордеев отставкăри полици полковникĕ, наципе культура центрĕсен ертÿçисем, студентсемпе преподавательсем хутшăннă.
Вĕсем университет лапамĕнче Бесланпа Буденновскри, Дубровкăри театр центрĕнчи террактсенче, Мускавпа Буйнакскри тата Волгодонскри пурăнмалли çуртсенчи взрывсенче, ытти терроризм акчĕсенче вилнисене, çавăн пекех право йĕркине сыхлакан органсенче пуç хунă ĕçченĕсене шăплăх минучĕпе аса илме пухăннă. Пухăннисем хăрушă теракт кунĕсенче хăйсен вĕренекенĕсене пулăшу панă Бесланри 1№ шкул вĕрентекенĕсене уйрăммăн палăртса хăварнă.
Акцие хутшăнакансем терроризма хирĕç кĕрешекенсемпе пĕр шухăшлă пулнине тата вилнисене асра тытнине палăртса çурта çутнă, чĕрĕ чечексем хунă.
Раççей çыннисем наци, халăхсен хушшинчи терроризмпа пĕтĕм вăйпа кĕрешме, преступлениллĕ ăссăрлăха сарăлма чарма пĕр тĕвве пухăннă. Терроризмăн наци çуккине, вăл пĕтĕм тĕнчери усал пулнине асра тытмалла. Унпа кĕрешес тата вилнисене ĕмĕр асра тытас тесе пĕрлешни терроризма хирĕç тăма пулăшĕ. Шăпах çак тĕллев хурлăхлă тĕлпулăва хутшăнакансене пĕрлештернĕ те. Терроризма хирĕç кĕрешнисĕр пуçне вăл сиксе ан тухтăр тесен вăхăтра асăрхаттармалла. Культура тата конфесси уйрăмлăхĕсене, Раççей Федерацинче пурăнакан халăхсен пĕрпеклĕх правине сыхласа хăвармаллине илемлĕ сăмахсемшĕн çеç тăтăшах каламаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплени терроризмăн социаллă бази ÿснине асăрхаттарма май парĕ, преступниксене обществăра пĕр-пĕрне пулăшу пама чарĕ. Çакă терроризма хирĕç кĕрешмелли чи лайăх профилактикăсенчен пĕри шутланать.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.

Беслан, Буденновск... – пурте асра
Беслан, Буденновск... – пурте асра
Беслан, Буденновск... – пурте асра
Беслан, Буденновск... – пурте асра
Беслан, Буденновск... – пурте асра
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: