Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
13 Мартӑн 2019, 16:42

Юрă-кĕвĕ урлă ачасен чунĕ патне

Раççейĕн варринче‚ ĕмĕрхи юмансем‚ хирсем тата кÿлĕсем хушшинче пысăк мар‚ анчах хăйне евĕрлĕ чăваш халăхĕ пурăнать. Чăваш халăхĕ паянхи кунччен чи пахине тата тĕлĕнтермеллине сыхласа хăварнă: чĕлхе‚ юрăсем‚ тĕрĕсем.

Тăван чĕлхе кунне халалласа февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕнчи культура çуртĕнче «Янра чăваш юрри» ятлă уяв иртрĕ. Юрă-кĕвĕ тĕпелне кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.
Мероприятие пуçланă май Э.И.Капитонова ертÿçĕ кашни халăхăн нихăçан та çухалман пуянлăхĕ пуррине палăртрĕ. Вĕсен шутне халăх ăслăлăхĕ‚ йăли-йĕркисем‚ уявĕсем тата тăван чĕлхи кĕрет.
Çак кун культура çуртĕнче чăвашла сăвăсемпе юрăсем янрарĕç. Вĕренекенсем тăван чĕлхене юратнине тата хисепленине юрăсем урлă кăтартса пачĕç. Вĕсем ача-пăчасен чăваш юррисене - «Пукане»‚ «Шурă кăвакарчăн»‚ «Асамат кĕперĕ» - шăрантарчĕç. Уява ирттернин тĕп тĕллевĕ - чăваш композиторĕсен юрă-кĕвĕ хайлавĕсем урлă ачасенче тăван кĕтесе юратас туйăма çуратасси.
Пĕтĕмлетÿсем тунă чух Наратлă ялĕнче пурăнакан Светлана Герасимова çакăн евĕр мероприятисем çамрăк ăрăва тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме вĕрентесси çинчен палăртрĕ.
Елена ЕГОРОВА.
Тутарстан Республики, Пĕкĕлме районĕ.
Читайте нас: