Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
27 Мартӑн 2019, 17:57

Чăваш Енĕн сумлă делегацийĕ - Ĕпхÿре

Март уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăри Халăхсен туслăх çуртĕнче чăваш общественноçĕ Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине уявлама килсе çитнĕ Чăваш Енĕн официаллă делегацине кĕтсе илчĕ.

Делегаци йышĕнче Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикипе Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Туркай, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин халӑхсемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусемпе культура эткерне упракан пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, Чăваш Енри Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Алексей Иванов пулчĕç.
Тĕлпулăва Пушкăртстанри сумлă шур сухал, ЧР Президенчĕн Пушкăртстанри полномочиллĕ представителĕ пулнă Г.З.Орлов уçрĕ. Ун хыççăн аякран килнĕ хăнасем сăмах илчĕç. Валерий Туркай малашлăхри плансемпе паллаштарчĕ, çĕнĕ сăввисене хĕрÿллĕн вуларĕ, пуçтарăннисене куçарнă сăвăсен (Пушкăрт халăх поэчĕн Мустай Каримăн, А.С.Пушкинăн) кĕнекисене парнелерĕ.
Туркай – самана йĕркине чĕрипе те, чунĕпе те туякан пысăк пĕлтерĕшлĕ поэт. Вăл чăваш халăхĕн пур поэзи тĕсĕпе те пĕлсе усă курать. Çакă унăн сăввисене илĕртÿллĕ те тарăн шухăшлă тăвать. Вăл вуланă «Çичĕ кĕлĕ», «Эпĕ темĕн чухлĕ йăнăш туса тултартăм!», «Кил», «Эпĕ каçару ыйтма килтĕм» сăввисем чуна пырса тиврĕç.
Чăваш Ен Культура министерствин тĕллевĕсемпе Кирилл Николаевич тĕплĕн те анлă паллаштарчĕ. ЧР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Алексей Юрьевич Иванов каланине те кăсăклансах итлерĕмĕр. Вăл Чăваш Республикинче пурăнакан пур халăхшăн та тăван кил шутланакан Туслăх çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен фильм кăтартрĕ.
Хуçасем те парăмра юлмарĕç, тĕлпулушăн савăннине, вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче пуçтарăннисем парнесемпе ылмашăнчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç.
Людмила МУРМАНСКАЯ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: