Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
24 Июлӗн 2019, 13:14

Авăркаспа Шупашкар районĕсен çыхăнăвĕсем: кулленхи ĕçре, уявсенче

Авăркас районĕ Чăваш Енри Шупашкар районĕпе пилĕк çул ытла тачă çыхăну тытать. 2014 çулта çак район делегацийĕ пирĕн патра пулса курнă, тепĕр çултан вара авăркассем хирĕçле визитпа хăнана кайнă. Кăçал Авăркас районĕн представителĕсем Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Сĕнтĕр (Малый Сундырь) ялне çитсе килчĕç, унта Пĕтĕм Раççей акатуйĕнче пулса курчĕç. Вăл вырăнти „Хравути пуххи” фольклор уявĕпе пĕр вăхăтра иртрĕ.

Ял таврашĕнче пилĕк çул каялла „Чемен карти” е „Чемен крепоçĕ” (чăваш юмахĕсенчи паттăр ячĕпе) этнографи комплексĕ туса лартнă. Комплексăн тĕп лапамне карта тытнă. Карта периметрĕпе кашни ял тăрăхĕн кил-çурчĕ вырнаçнă. Кĕтессенче – авалхи çар пуçĕсене тата паттăрсене хисеплесе лартнă тăватă башня. Лапам варринче – сцена тата чÿк вырăнĕ (киремет). Крепоçăн пĕр енĕпе кафе тата туристсем валли мотель, хальхи чăвашсен мăн аслашшĕсен – авалхи булгар-суварсен – йăла тата историпе этнографи музейĕ вырнаçнă. Тепĕр енне историлле реконструкцисем валли хир хăварнă, унта авалхи çапăçусене малтанхи пек туса кăтартаççĕ. Кĕмелли тĕп вырăнта – улăп чулĕсен аллейи. Тĕлĕнмелле, анчах чулсенчен пĕрне Салават Юлаев ятне панă. Комплекс Чăваш Республикинче халăх уявĕсем ирттермелли кăмăла каякан вырăн пулса тăнă. Унăн башнисен фонĕ çинче историлле фильм та ÿкернĕ.
Уяв хăнисемшĕн сцена çинче мăн асаттесене асăннин йăлине кăтартрĕç. Мăчавăр (жрец) лайăх çанталăк ыйтса кĕл турĕ. Туй йăли-йĕркине сăнласа пани тĕп курăм (представление) пулса тăчĕ. Вырăнти артистсем каччă килсе çитнине, хĕр йĕррине кăтартса пачĕç. Каччă тусĕ хĕр çумĕсене чăпăрккапа ячĕшĕн çапса илчĕ. Хĕре вара каччă виçĕ хут çапрĕ. Апла пулин те, хĕр каччă килне йăл кулăпа кайрĕ. Çамрăк мăшăра ăсатнă хыççăн хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ хăнасене хăналама тата парнесем салатма тытăнчĕç.
- Çакăн пек çапса илни усал сывлăша тасатни шутланать. Тата пĕр вăхăтрах каччă хăйне çемье хуçи пек çирĕплетет. 50-60-мĕш çулсенче пирĕн патра та, Мăйлăпукан (Куезбашево) ялĕнче, туйсем çапла иртетчĕç. Хĕрне, хĕр çумĕсене те чăпăрккапа çапатчĕç. Хăнасене те çаплах «хăналатчĕç». Шел, çамрăксем халĕ йăласене пăхăнмаççĕ, - тет пирĕн делегаци ертÿçисенчен пĕри Георгий Орлов шурсухал.
Туй хыççăн уяв концерчĕ пуçланчĕ, унта вырăнти пултарулăх коллективĕсем тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен – Самара, Ульяновск, Иркутск тата Тюмень облаçĕсенчен, Мари Эл тата Тутарстан республикисенчен – килнĕ артистсем хутшăнчĕç. Куракансене Непал çынни Дипендра Мани юрлани уйрăмах килĕшрĕ. Вăл - чăваш эстрадин халăх юратакан артисчĕ. Унăн хавхалантарса яракан такмакĕсем янранă май хăнасем пурте ташша ячĕç.
Концерт пынă вăхăтра ытти регионсен делегацийĕсен ертÿçисем кил-çуртсенче пулса курчĕç. Пÿртсене йăлари япаласемпе илемлетнĕ, сĕтелсем вара халăх апачĕпе тулнă. Хăнасене пурне те çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сăрапа сăйларĕç. Кил-çуртсенчен пĕринче пирĕн район представителĕсем Федор Кузьмин тата Георгий Орлов хăнасене йышăнакансене пĕр пĕчĕк витре пушкăрт пылĕ парнелерĕç, шупашкарсене пирĕн уявсене килсе курма йыхравларĕç.
Андрей ВОРОНЦОВ.
Авăркас - Шупашкар районĕсем.
Читайте нас: