Унта Эрĕнпур облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн çулталăк хушшинчи ĕç-хĕлне тишкерчĕç, çĕнĕ утăмсем тума 2020 çулхи ĕçсен программине сÿтсе яврĕç. Асăннă мероприятие хутшăннă май эпĕ хамăрăн йăхташсене çак сăвва парнелерĕм.
Хитре янрать чăваш сăмахĕ,
Шăнкăртатса шыв пек юхать.
Шăрçалансах пырать ахахĕ,
Ирхи хĕвел ун çут сăнарĕ,
Чăваш юрри – тĕнче асамĕ,
Сар кайăксен çемми-кĕвви.
Чăваш чĕлхи – вăй-хал сулмакĕ,
Таса çăлкуç, вăл ман çулпуç;
Ман пурнăçра - телей сукмакĕ,
Ман чăн элчел, ман шурăмпуç.
Эрĕнпур хулипе облаçĕнчи тĕрлĕ районсенчен чăваш хастарĕсем, хамăр халăхăн культурине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Уяв питĕ чаплă иртрĕ. Илемлĕ концерт кăтартса пачĕç. Уйрăмах пĕчĕк ачасем савăнтарчĕç. Вĕсене пирĕн ентеш, Пелепей районĕнчи Илькел ял хĕрĕ Татьяна Христофорова хатĕрленĕ иккен. Вĕсем - «ЭКОДОЛЬЕ» вĕрентÿ учрежденийĕн пĕрремĕш класс ачисем. Маттурскерсем пĕчĕк пьеса кăтартса пачĕç. Çавăн пекех çиччĕмĕш класра вĕренекен Анна Староженко чăвашла юрларĕ, тăххăрмĕш класра вĕренекенсем чăваш ташши ташласа пачĕç. Автономин ертÿçи Петр Ильич Семенов тухса ăшă сăмахсем каларĕ, иртнĕ çулсенче ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Валентина Юманова вара пухăннисене çав тери илемлĕ юрăсемпе тыткăна илчĕ. Абдулинăран килнĕ хăнасем те лайăх хатĕрленнĕ. Вĕсем чуна пырса тивмелли юрă çаврăмĕпе илĕртрĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăллă, тăван халăх пек хĕрÿ Галина Петровна Осиночкина Эрĕнпурти Чăваш музейне йĕркелесе ертсе пырать. Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пултаруллă хĕрарăм илемлĕ чăваш тĕррисен, кĕнекисен куравне те хатĕрленĕ. Алли те ăста унăн. Чылай эрешне хăй аллипе тĕрлесе хатĕрленĕ. Геннадий Парфирьевич Михайлов анне çинчен тата темиçе илемлĕ юрă шăрантарчĕ. Мана та сăмах пачĕç. Унтан Эрĕнпурти чăвашла та, вырăсла та çыракан Владимир Иванович Петров сăвăç сăмах илчĕ. Вăл эпĕ чăвашла çырнă чылай сăвва вырăслана куçарнă. Вĕсем «Под знаком любви» кĕнекере кун çути курнă. Çав кăларăма автор мана парнелерĕ.
Эрĕнпуртан килсен эпĕ хама патша майри пекех туйрăм. Хуçасен ăшпиллĕхĕпе тараватлăхĕ халĕ те куç умĕнче тăрать. Мана тĕрле апат-çимĕçпе сăйларĕç, хăна çуртĕнче те тÿлевсĕрех çĕр каçрăм, çул çине те çителĕклĕ нухратне шеллемерĕç. Унсăр пуçне Тав хучĕпе чысларĕç. Çапла эпĕ унта виççĕмĕш хут пултăм, питĕ пысăк хăна пулса таврăнтăм. Пурне те чăн чăвашла тав сăмахĕсем каласа, ăнăçу сунса хăвартăм. Тен, пирĕн республикăри чăваш автономийĕпе те, Турă çырсан, çыхăну йĕркелĕç. Çу кунĕсем çитсен Акатуйĕсене кайса курăпăр.
Редакцирен: Эрĕнпур облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ Пелепей тăрăхĕнчи чăваш пĕрлĕхĕпе (В.Яковлев ертсе пынипе) тачă çыхăнса ĕçленине палăртмалла. Вырăнти «Илем» халăх ансамблĕ çулсерен кÿршĕсем патне тухса çÿрет, Акатуйсене хутшăнать. Çавăнпа та тăванла çыхăнăва малалла аталантарасси çеç юлать.