Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
26 Майӑн 2021, 10:23

Пушкăрт çĕрне килĕштерекен поэт

Кăçал паллă чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер 80 çул тултарчĕ. Унăн пултарулăхĕн пĕр пайĕ Пушкăртстан çĕрĕпе те çыхăннă. Вăл Ухсай Яккăвне лайăх пĕлнĕ, Кĕçтентин Ивановăн хайлавĕсене ăша хывса литературăри ăсталăха ÿстернĕ. Унсăр пуçне Салават Юлаев çĕршывĕнчи пушкăрт-тутар, вырăс çыравçисемпе тачă çыхăну тытнă, паянхи кун та çак туслăх аталанса пырать.

Юрий Семенович поэт кăна мар, чаплă куçаруçă та. Республикăри театрсем вăл хатĕрленĕ ĕçсемпе 20 ытла юрăпа ташă сюитисемпе ораторисем, оперăпа балет либреттисем, кĕвĕллĕ комедисем лартнă. Ытти халăхсен сăввисене чăвашла куçарса 25 яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсен хушшинчи уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлисем: «Игорь полкĕ çинчен хунă юрă» авалхи вырăссен эпосĕ, «Урал паттăр» пушкăртсен эпосĕ, «Тутар поэзийĕн кăшăлĕ» антологийĕ, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин, Александр Твардовский хайлавĕсем, Беларусси, Болгари, Венгри, Польша, Украина халăхĕсен поэзийĕ.
Культурăпа литературăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна тĕрлĕ наградăсемпе хисеплĕ ятсем парса чысланă: Чăваш Республикин культура тава тивĕ çлĕ ĕçченĕ (1988 ç.), Чăваш халăх поэчĕ (1999 ç.), Çеçпĕл Мишши (1983 ç.), Нестер Янкас (1992 ç.) тата Фатых Карим (2002 ç.) ячĕллĕ премисем. 2001 çулта ăна Чăваш Енри Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята панă.
Ю. С. Сементер патшалăх наградисене те тивĕçнĕ - унăн кăкăрĕ çинче Туслăх орденĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа медаль, «Çарти хастарлăхшăн», «Чăваш автономи облаçне - 100 çул» медальсем.
Пĕрре Пушкăртстанра пулса курнă çыннăн чунĕнче çак тавралăх тарăн йĕр хăварать, унăн кунта татах та çитсе курас килет.
- Кашни поэтах Пушкăрт çĕрĕ хăй патне асамлăх вăйĕпе туртать. Авалхи Урал тăвĕсем, тĕрлĕ кайăксен юррисемпе тулнă çарансем, куççуль пек тăрă çăл куçсем, пыл тутиллĕ çав тери техĕмлĕ сывлăшĕ, - каласа парать çак республикăра пĕрре мар пулнă чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. - Чуна пырса кĕрекен кăштах хурлăхлă курай кĕвви, çилхисене явăнтарса вĕçтерекен лашасем, пĕр вăхăт канмасăр нефть уçлакан «тăрнасем» - вĕсем пурте Пушкăрт тĕнчи, - сăмахне малалла тăсать паллă поэт.
Çак илемлĕ çĕр çинче çуралса ÿснĕ те чăваш халăх литературин классикĕ Константин Иванов тата чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай. Палăртма кăмăллă: чăваш халăхĕшĕн питех те хаклă çак поэтсем пĕр ялтах çуралса ÿснĕ - Слакпуç ялĕнче, пĕр урампах утса çÿренĕ, пĕр çăлтанах шыв ĕçсе чунĕсене кантарнă.
Юрий Семенович Салават Юлаев çĕршывне килĕштерет. Кунта унăн çывăх тусĕсем - пушкăрт поэчĕсем пурăнаççĕ. Вĕсемпе вăл тачă çыхăну тытса тăрать, сăввисене чăвашла куçарса кăларать, тăтăшах тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явать, икĕ республика хушшинчи культура çыхăнăвĕсене анлăлатас пирки сăмах пуçарать.
Пушкăрт халăхĕн паллă поэчĕсем Мустай Карим, Равиль Бикбаев, Кадим Аралбаев чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн поэзи шайне пысăка хурса хакланă, унăн сăввисене пушкăрт чĕлхине куçарса вулакансем патне илсе çитернĕ. Çамрăкрах пушкăрт çыравçисем те Юрий Семеновичпа питех те хапăл туса кăсăкланса калаçаççĕ.
Юрий Сементере, чăваш халăхĕ килĕштерекен поэта, илемлĕ юрăсен, çепĕç сăвăсен тата тарăн шухăшсем çуратакан поэмăсен авторне хăй çуралса ÿснĕ республикăра кăна мар тата чăвашсем йышлă пурăнакан çĕршывăн ытти хутлăхĕсенче те аван пĕлеççĕ.
***
Паян, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче, вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ çуралнăранпа 131 çул çитрĕ. Çавăнпа та вулакана чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Кĕçтентин Иванова халалласа çырнă сăввипе паллаштарасшăн. Ăна вăл 1973 çулта вăтăр икĕ çулта чухне çырнă. Унти йĕркесем çур ĕмĕр иртсен те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман.
Слакпуçĕнче
Хĕвел пайăркинчен кĕсле туса,
Çĕн кĕвĕ-çемĕ ĕнĕрет çу кунĕ.
Асамлă юрăçа сума суса,
Тен, хĕлĕхленнĕ Кĕçтентинĕн чунĕ?
Чĕркĕмĕллĕн юхать тăп-тăрă Слак,
Шур акшартан пирченнĕ такăр çулĕ.
Ăçтан пĕлем: çак техĕмлĕ пылак
Симпе, тен, сăвăç чечекленнĕ пулĕ?
Уй-хирпеле катрамлă пĕлĕтсем
Канаш тăваççĕ танлăн та ăшпиллĕн.
Тыр-пул хумханнă евĕр сĕрĕшсе,
Тен, килнĕ çакăнта тĕнче пехилĕ?
Кĕреп яла, çитеп чул çурт умне,
Тирек пуçне таять:
«Иртсем, тархасшăн».
Кĕç сирпĕтсе ик çăлтăр пек хĕмне,
Пÿртрен поэт хăй туйăнать тухассăн...
Михаил КРАСНОВ çыравçă,
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ,
ЧНК президиумĕн пайташĕ.
Шупашкар хули.
Читайте нас: